Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленӗ кăларăмсене аса илчӗç
Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли кун пулчӗ. Çак уяв тӗлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленӗ кӗнекесене аса илчӗç.
Сергей ПАВЛОВ, чăваш халăх çыравçи:
– Канаш районӗнчи тăван Ушанарти шкулта вӗренӳ çулӗ вӗçленмессерен ачасене линейкăна пӗрле пухса ăна пӗтӗмлететчӗç. Чи лайăх вӗренекенсем парнене тивӗçетчӗç. Чи лайăх парне, паллах, кӗнеке пулнă.
Пӗрремӗш класс хыççăн мана, пӗчӗкскере, шкул директорӗ пысăк кӗнеке парса савăнтарчӗ – Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине.
Улькка ЭЛЬМЕН, çыравçă:
– Парне çынна телей, савăнăç парать. Япала-и вăл е пӗр-пӗр ăшă сăмах-и – уншăн яланах савăнатăн. Пурнăçра парнесем илнӗ самант, асра юлнă уяв, паллах, нумай пулнă. Анчах кӗнекерен хакли нимӗн те çук маншăн.
Шкул çулӗсенче лайăх вӗренекенсене Çӗнӗ çул уявӗнче яланах парне паратчӗç. Ачасем илемлетнӗ чăрăш умне пӗрин хыççăн тепри тухса вӗрентекен аллинчен кӗнеке илеççӗ. Эпӗ те хама чӗнессе чăтăмсăррăн кӗтетӗп. Анчах темшӗн мана яланах е сăрăсем, е хулăн тетрадь паратчӗç.
Саккăрмӗш класра вӗреннӗ чухне те чăрăш умне чӗнчӗç. Эп алла альбом е сăрăсем илме хатӗрленсе утатăп. Ак тамаша! Шкул директорӗ мана вӗр çӗнӗ кӗнеке тыттарчӗ. Манах-ши тесе хыçалалла пăхса илтӗм. Юнашар никам та çук. Манах иккен. Директора куçран йăл-йăл кулса пăхрăм та кӗнекене чӗре çумне тытса çупăрларăм, куçран куççуль те тухрӗ. Эпӗ ачаран кӗнеке вулама юрататтăм. Ку вара мана ятарласа панă пӗрремӗш кӗнеке! Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» приключениллӗ повеçӗ!
Илюкăн шăпи мана чӗререн тыткăнларӗ. Кӗнекене пӗр каçра вуласа тухрăм. Ултавпа чăнлăх хушшинчи пурнăç шухăшлаттарчӗ, хумхантарчӗ. Автор сюжетне шухăшласа кăларма пултарни пуçра та çук ача чухне, йăлт чăн пулнă пек йышăнатăн.
Мӗншӗн кӗнеке чи хаклă парне? Мӗншӗн тесен унта – Пурнăç. Пурнăçăн вара хакӗ питӗ пысăк. Мӗншӗн тесен унта Вӗрентӳ, Чăнлăх, вăрттăн Калаçу, Шухăшлав, туянма çук Пулăмсем.
Вулакансене хам кӗнекесене парнеленӗ вăхăтра питӗ хумханатăп: тахçан Леонид Агаковăн Илюкӗ ман чӗрене хускатнă пек хускатӗç-ши эпӗ çырнисем?
Олег КУЛЬЕВ, çыравçă, журналист, редактор:
– Пирӗн шкултан виçӗ çухрăмра вăрман пурччӗ. Унта кашни çул Пионерсен кунӗнче, çу уйăхӗн 19-мӗшӗнче, вӗренӳре хастар ачасене кӗнеке парнелетчӗç. Ун чухне эпӗ 3-мӗш класра вӗренеттӗм. Кăвайт патӗнче шухăша кайнă та тăратăп. Шкул директорӗ пурне те черетпе чӗнсе кӗнеке парнелет. Пӗлетӗп: мана та памалла. Акă ман хушамат янăрарӗ те, шухăша путнăскер, асăрхамарăм, хама хам алă çупса парне илме тухатăп. Директор ман çине пăхрӗ те: «Маттур, – терӗ, – хăйне хăй алă çупать». Мана аван мар пулса кайрӗ. Çапла ман алла Василий Алентейӗн «Хӗрлӗ кӗпе» кӗнеки лекрӗ.
Ольга ТУРГАЙ, çыравçă, радиожурналист:
– Ун чухне эпӗ шкула та каймастăп-ха. Манăн анне Вăрмар районӗнчи Çӗнӗ Мăнтăр ялӗнченччӗ, унта тăвансем пурччӗ, кукамай та пурăнатчӗ-ха ун чухне. Çулла эпӗ çав яла хăнана каяттăм. Унта аннен аппăшӗпе упăшки пурăнатчӗç. Павел Иванович Павлов – вăрçă ветеранӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче иккӗмӗш рангри капитан пулса çапăçнă. Суранӗ нумайччӗ. Çапах вăрçăран чӗрӗ-сывă таврăннă вăл, манăн аннен аппăшне качча илнӗ, анчах ачисем çукчӗ вӗсен.
Йысна аслă пӗлӳллӗ çынччӗ те хаçат-журнал нумай çырăнса илетчӗ, кӗнеке вулама питӗ юрататчӗ. Мускавра тухса тăракан «Огонек» журнал та килетчӗ вӗсем патне. Пӗчӗк ялта ун пек кăларăм пуррине пӗлмен те. Çынсем журнала вулама Павăл пичче патне пыратчӗç.
Пӗррехинче вăл мана кӗнеке парнелерӗ – тӗксӗм кăвак хуплашкаллă «Вырăсла-чăвашла словарь». Авторӗ – Василий Егоров. Эпӗ ун чухне словарь мӗнне те ăнланман. Уçкаласа пăхрăм та: «Ай-уй, кунпа мӗн тумалла вара?» – терӗм тӗлӗнсе, мӗншӗн тесен унта сăмахсене юпан çырса тухнăччӗ.
Кӗнекене киле илсе килтӗм. Вулама вӗренсе çитсессӗн çав словаре кăштах уçкаласа пăхма пуçларăм. Мӗн тӗллевпе, мӗн шухăшпа Павел Иванович мана, пӗчӗк ачана, çак словаре парнеленӗ-ши? Кайран эпӗ çапла шухăшласа илтӗм: «Çак хӗрача вӗреннӗ çын пултăрччӗ тенӗ пулӗ ӗнтӗ вăл». Çапла вара манăн пурнăçри пӗрремӗш кӗнеке Василий Егоровăн Вырăсла-чăвашла словарӗ пулнă.
Нина ЦАРЫГИНА, çыравçă, журналист:
– Парнеленӗ кӗнекесенчен чи асра юлни маншăн – «Король и шут. Старая книга». Ăна мана 2020 çулта çуралнă кун ячӗпе тусăм парнелерӗ. Кăларăма «Король и шут» рок-ушкăнăн солисчӗ Андрей Князев хатӗрленӗ. Питӗ хăйне евӗрлӗскер вăл! Кӗнекене пин-пин çыншăн легенда пулса тăнă ушкăнăн юррисен алçырăвӗсене кӗртнӗ, унăн историне каласа кăтартнă. Çавăнпа вăл уйрăмах хаклă маншăн.
Владислав НИКОЛАЕВ, çыравçă, журналист:
– Мӗн пӗчӗкренех мана ӳссен писатель пултăр тенӗ ахăр, тăтăшах кӗнекесем парнелетчӗç. Шӳтлетӗп, паллах, сăлтавӗ пачах урăххинче. Пӗрремӗшӗнчен, эпир ӳснӗ саманара, чăн та, кӗнеке хисепреччӗ, вăл чи лайăх парнесенчен пӗри шутланнă. Иккӗмӗшӗнчен, эпӗ кӗнеке вулама юратнине те курнă ӗнтӗ. Вăтам классенче Александр Дюма, Фенимор Купер, Жюль Верн хайлавӗсене татти-сыпписӗр вулаттăм. Çавăнпа мана Леонид кукка Вальтер Скотăн «Айвенго» романне, Александр Дюман «Графиня де Монсоро» романне парнеленӗччӗ.
4-мӗш класра пирӗн класс ертӳçи пулма вырăс чӗлхипе литература вӗрентекен Надежда Евгеньевнăна çирӗплетрӗç. Мӗн чухлӗ конкурс, мероприяти йӗркелетчӗ вăл, çӗнтерӳçӗсене кӗнекесем парса хавхалантаратчӗ. Александр Пушкинăн сăввисен пуххине, Николай Островскин «Как закалялась сталь» романне парнеленине астăватăп.
Пӗлӳ кунӗнче ирттерекен линейкăра иртнӗ вӗренӳ çулне «пиллӗк» паллăсемпе çеç вӗçленисене, каникулта колхозра тăрăшса ӗçленисене Хисеп хучӗсем паратчӗç, ун çумне тата – парне. Парни, паллах, кӗнеке. Мана Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», хамăр тăрăхри ялсем çинчен çырнă «Тăван ялăм – савнă ялăм» кăларăмсене панине астăватăп. Парнеленӗ кӗнекесем тӗрлӗ енлӗ, чăн та, ку ача çыравçă пултăр-ха тесе ыр суннăнах туйăнать. Апла, вӗсен шанăçне тӳрре кăларас пулать – çанă тавăрсах ӗçлемелле, çӗнӗ хайлавсем шăрçаламалла.
Ольга ВАСИЛЬЕВА, çыравçă:
– Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухне эпӗ шкулта Çӗнӗ çул уявне уйрăмах юрататтăмччӗ. Уявӗ, чăнах та, асамлă ӗнтӗ: Мăкăр ял шкулӗн пысăках мар акт залӗн варринче капăр чăрăш çуталса ларать, ун тавра юмахри сăнарсем пек тумланнă шкул ачисем юрлаççӗ, ташлаççӗ. Хӗл Мучипе Юрпике парнесем валеçеççӗ. Вӗсем канфет парса савăнтараççӗ пулсан шкул директорӗ лайăх вӗренекенсене пурин умӗнче те кӗнекесем парнелетчӗ. Пӗри уйрăмах асра юлчӗ.
Эпӗ ун чухне виççӗмӗш класра вӗренетӗп. Шкул директорӗ мана та ытти маттур ачасемпе пӗрле кӗнеке пачӗ. Малти страницинче «Награждается ученица 3 класса Ольга Васильева за отличную учебу и хорошее поведение» тесе çырнă. Валентина Васильевна вырăсчӗ, пирӗн класра вырăс чӗлхипе литературине вӗрентетчӗ, шкула Канаш хулинчен килетчӗ, çавăнпа ырă сунса çырни те вырăслаччӗ унăн. Аялта вара вăл алă пуснăччӗ.
Çав çул мана «Где ты был, заинька?» кӗнеке те парнелерӗç. Унта мулкачпа çыхăннă вырăс халăх юмахӗсем, юррисем, тупмалли юмахсем тата ваттисен сăмахӗсем кӗнӗ. Кӗнеки мана питӗ килӗшнӗччӗ, эпӗ ăна темиçе хут та вуласа тухнă, халӗ те куç умӗнчех.
Çитӗнсе çитсен çав кӗнекене тепре уçса пăхрăм: вăл Чăваш кӗнеке издательствинче 1989 çулта тухнă, ăна Элли Юрьев чăваш халăх художникӗ илемлетнӗ. Ӳкерчӗкӗсем илемлӗ, хăйне евӗр, çавăнпа асра юлнă та пулӗ ку кăларăм.
Николай ИШЕНТЕЙ, çыравçă:
– Виç-тăватă çулсенче пулнă-ши ун чухне – картишӗнче пӗчченех выляса çӳреттӗм. Сасартăк кӗçӗн хапха алăкӗ уçăлчӗ те сарă çӳçлӗ каччă кӗчӗ. Яка та тирпейлӗ тумланнă хăй.
– Акă чипер ача мана кӗтме тухнă, – терӗ вăл йăл-йăл кулкаласа.
Эпӗ палламан çынран ютшăнса çенӗк картлашки хыçне чăмасшăнччӗ, анчах унран ырă шăршă кӗнӗрен пытанма тăхтарăм. Шукăль каччă ман тӗле çитсен кукленчӗ те çепӗççӗн çупăрларӗ.
– Ан хăра, эпӗ санăн кумаçу пулатăп. Çуркунне çитнӗ ятпа сан валли парне кӗпе тупăнчӗ, – терӗ аллинчи тӗркине салтса.
Сиссе те юлаймарăм – тем самантра манăн çире çӗнӗ кӗпе шукăльленет. Тăваткал куçлă урлă-тăрăх йăрăмлă. Пӗчӗк кӗсье те пур. Кӳ-ӳ! пырса кӗчӗ сăмсана кăтăклакан арча шăрши. Парне кӳрекен кунпа çеç çырлахмарӗ-ха.
– Тӗнче тăрăх çӳренӗ чухне ак çакăн пек тетте туяннăччӗ, – терӗ те мана çӳхе кӗнеке тыттарчӗ. Пăхма çыру тетрачӗ евӗрлӗ, ӳкерчӗкӗсем вара тӗрлӗ тӗслӗ, илемлӗ. Пăхса ытармалла мар.
Пирвайхи хут аллăма чăн-чăн кӗнеке тытнăран тӗнчере мӗн пуррине те маннă-тăр. Хаклă парнене уçкалама пикентӗм. Алăк шалтлатни илтӗнчӗ. Пăхатăп – шукăль каччă тухса та кайнă иккен. Эх, апăрша ачи, ырă çынна тав тума пӗлеймен.
Аттепе анне ӗçрен таврăнчӗç. Эпӗ парне ăшнех путнине курсан пӗрре тӗлӗнсе, тепре кăсăкланса хаклă япаласем ăçтан тупăннине тӗпчеме пуçларӗç. Пултарнă таран ăнлантаркаларăм.
– Хă, кӳршӗ Санькка инçетрен таврăннă иккен, – терӗ пӗри.
– Çапах та кумашшӗ тивӗçне манман-ха, – хушса хучӗ тепри.
– Кӗпи хитре, ай ваçка, ташша çапмалла савăнса. Кӗнеки пушшех паха – уçмассерен картинка, – савăнчӗç аслисем те манпа пӗрле.
Атте вара кӗнеке хуплашки çине пăхса илчӗ те çапларах каласа хучӗ:
– Ахăртнех, слон çинчен çырнă ку кӗнекере. Капашсăр пысăк çак чӗрчун, таçта инçетре пурăнаканскер çынсене тем тӗрлӗ ӗç туса та пулăшать тенине илтнӗччӗ. Ну, саспаллисемпе паллашсан вуласа пӗлӗн-ха инçетри çӗрсем çинчен те.
Тахçанччен кӗтмелле-и? Манăн унпа паянах паллашас килчӗ. Чи интересли кайран, тăван пиччесемпе аппасем шкултан таврăнсан, пуçланчӗ. Каçсерен аслисем урок тума, кӗнеке вулама шăкăрин лараканччӗ сӗтел тавра. Мана, кӗçӗннине, шкула та çӳремест тесе унта вырăн тивӗçместчӗ. Виçӗ-тăватă ачана пӗр сӗтел хушшинче хут вӗренме, паллах, тăвăртарах пулнă-тăр. Мӗн тăвăн, йышлă çемьен пӗр нуша – пӗр-пӗрне кӳрентермесӗр пурăнмалла.
Анчах хальхинче лару-тăру пачах улшăнчӗ. Эпӗ те йышпа пӗрле сӗтел хушшине хӗсӗнтӗм. Тивӗç пур – ман аллăмра та кӗнеке! Уçкалатăп. Тӗрӗсех калать атте – кӗнеки слон çинчен. Ӗçчен иккен ку чӗрчун. Çакна эпӗ унта çырнине вуламасăрах, ӳкерчӗксене пăхсах, ăнлантăм. Авă тӗреклӗ слон вăрăм сăмсипе пысăк пӗренене явса тытнă та çулпа утать. Хуçине пулăшать ӗнтӗ.
Тепӗр енне уçатăп. Ак япала! Пӗр ушкăн ача чупкалать çеç ун тавралла. Хăрамасăр çывăхах пыраççӗ. Тем кăшкăрашаççӗ хăйсем. Шăпăрлансем слонран мӗн ыйтнине кӗнекере çырнă пулӗ те, анчах эпӗ вулама пӗлейместӗп çав… Çапах шеллерӗм айвансене. Асăрханасчӗ. Ăнсăртран капан пысăкăш чӗрчун ури айне пулсан мӗн курасси пур? Кӗнекене малалла уçкаларăм та пăлханни тӳрех иртрӗ. Сăмах мӗн çинчен пынине тавçăрса илтӗм – ларса ярăнасшăн хӗвӗшеççӗ-çке вӗт-шакăр ачасем слон çывăхӗнче. Кӗнеке, чăнах та, пӗлӳ çăлкуçӗ иккен. Вăл пулăшнипе инçетри çӗршывра пурăнакан ачасен пурнăçӗпе паллашма май тупрăм, капашсăр пысăк слон çинчен пӗлтӗм.
Çапла, кӗнекере асамлă хăват пытаннине хам курса ӗнентӗм. Алла кӗнеке тытсан эпӗ, пукан çӳллӗш ӳснӗ шăпăрлан, шкула çӳрекен пиччесемпе, аппасемпе танлашрăм. Ан чăрмантар тесе нихăшӗ те сӗтел хушшинчен хăваламарӗ мана. Ăçтан хăвалаччăр?! Парне кӗнеке пурне те килӗшрӗ-çке. Алăран алла çӳрерӗ. Унта мӗн çырнине вула-вула ăнлантарчӗç аслăраххисем. Мана та саспаллисемпе паллаштарса вулама хăнăхтарчӗç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ, çыравçă, журналист:
– Эпӗ ачаранах анне парнеленӗ кӗнекесене вуласа ӳснӗ. Чылайăшӗ Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Вӗсем халӗ те упранаççӗ. Хыçалти хуплашкан шалти енче хамах «Иванова Оля» тесе палăртнă. Чи юратнисенчен пӗри – Андрей Никоновăн «Асанне юмахӗсем» кăларăм. Пӗчӗк чухне кам юмах вулама юратман ӗнтӗ? Ку тата чăн чăвашла. «Качакапа упа» кӗнеке те çавăнпах килӗшнӗ пуль. Унта вара чăваш халăх юмахӗсем кӗнӗ, Виктор Бритвин ӳнерçӗн ӳкерчӗкӗсем питӗ тыткăнлатчӗç. Ку кăларăмри «Тăмана» юмаха эпӗ пӗрле вӗренекенсемпе класра спектакль лартма та суйласа илнӗччӗ. Михаил Пляцковскин «Галоша» кӗнекинчи ӳкерчӗксемпе киленме кăна мар, хăшне-пӗрне сăрлама та май пурччӗ, çавăнпа пахаччӗ вăл маншăн.
Лариса ПЕТРОВА, çыравçă, журналист:
– Кӗнекесем мана яланах питӗ кăсăклантарнă. Мӗн чухлӗ ăс-хакăл пуянлăхӗ вӗт-ха унта! Астăватăп-ха, ун чухне аслă классенче вӗренеттӗм, пӳртре тем тăваттăм. Сасартăк йытă вӗрсе ячӗ. Урама тухрăм. Унта вара пирӗнтен икӗ кил урлă пурăнакан шурă çӳçлӗ арçын тăрать. Ялта ăна Шăпчăк тесе чӗнетчӗç. Ӗлӗк ачасене пурăнччăр тесе кайăк ячӗсене панă-çке. Хайхискер кӗсйинчен типтерлӗ чӗркенӗ икӗ кӗнеке кăларчӗ – «Чăваш халăх сăмахлăхӗ».
– Кун пеккине халӗ ниçта та тупма çук. Килте ахаль вырттариччен сана парнелес терӗм – эсӗ чăваш литературипе кăсăкланатăн, кирлӗ пулӗ, – терӗ вăл.
– Уншăн мӗн парам-ши сире? – ыйтрăм аванмарланса.
– Ним те. Кайран, хăвăн кӗнекӳ тухсан парнелӗн, – терӗ вăл.
Мӗн тери хӗпӗртерӗм çавăн чухне. Ваттисен сăмахӗсене, тупмалли юмахсене, каларăшсене, туй юррисене кӗске вăхăтрах шӗкӗлчесе тухрăм.
Кӗнекесем, чăнах та, питӗ усăллă пулчӗç, вӗсемпе усă курсах тăратăп.
Шăпчăк пиччене хамăн кӗнекене парнелес шухăш пуçран тухмарӗ-ха. Кайран, Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки хатӗрлесе кăларнă «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» литература сборникӗ пичетленсен, çав кӗнекене Шăпчăк пиччене парнелерӗм:
– Кунта манăн сăвăсем те пур, – терӗм.
Альбина ЮРАТУ, çыравçă, журналист:
– Хамăн пурнăçа кӗнекесӗр пачах курмастăп. Вулама вӗренсенех ялти библиотекăна çӳренине астăватăп. Çемйипех сӗтел хушшине ларса кӗнекесемпе паллашаттăмăр. Интереслисене çӗрӗ-çӗрӗпе те вуланă. Шкултан вӗренсе тухичченех ман алăра кӗнеке пулнă. Ялти тата шкулти библиотекăра вуламан пӗр хайлав та юлман пулӗ. Атте çакăншăн ялан мухтатчӗ. «Пионер сасси» республика хаçачӗ ирттерекен тӗрлӗ конкурса хутшăннă чухне те кӗнекесенчи информаципе усă курнă. Çавăншăнах библиотекарьсем мана кăмăллатчӗç, ялан мӗнле те пулин интереслӗ кăларăм хатӗрлесе хуратчӗç.
Чăваш, вырăс, ют çӗршыв çыравçисен хайлавӗсене танлаштараттăм. Чăвашăн хăйӗн философийӗ, вырăспа ют çӗршыв классикӗсен хăйсен шухăшлавӗ, тавракурăмӗ иккенне ун чухнех ăнкарнă.
Çыравçăсемпе ача чухнех паллашнă. Аппа, чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, тăван Патăрьел районне çыравçăсемпе пӗрле ачасемпе е вырăнти халăхпа тӗлпулăва килсен нихăçан та киле кӗмесӗр Шупашкара каймастчӗ. Унпа пӗрле çитнӗ паллă çыравçăсем те пирӗн пата хаваспах кӗретчӗç. Анне сӗтел çине юр-вар лартса хăналатчӗ. Пирӗн патра хăнара Герман Желтухин, Любовь Мартьянова, Петӗр Эревет тата ыттисем пулнă, хăйсемпе пӗрле илсе килнӗ кӗнекисене автограф çырса парнелесе хăваратчӗç. Эпӗ калавсемпе сăвăсене савăнсах вулаттăм.
Университета вӗренме кӗрсен те хаçат-журнал редакцийӗсенчен тухман. Унта пырса çӳрекен çыравçăсемпе, уйрăмах Николай Теветкелпе час-часах тӗл пулса калаçнă. Чăваш кӗнеке издательствинче аппапа пӗр пӳлӗмре ӗçлекен редакторсем – Валем Ахун, Михаил Сениэль – манпа калаçатчӗç, хăйсен кӗнекисене пӗрре мар автограф çырса парнеленӗ. Пӳлӗме ӗçпе час-часах Ухсай Яккăвӗ кӗрсе тухатчӗ.
Чылай çыравçăпа тӗл пулса калаçнăшăн паян кун та хӗпӗртетӗп. Калаври геройсем пирки çыравçăсемпе чуна уçса калаçаттăм. Илпек Микулайӗнчен «Хура çăкăр» повеçӗ пирки ыйтса пӗлнӗччӗ, тӗп сăнара «шыва сиктерсе вӗлернӗшӗн» хурланнине пӗлтернӗччӗ. «Мӗн тăвăн, кӗнекере чăн пурнăç саманчӗсем, вӗсемсӗр пурнăç чăнлăхне тӗрӗс те уçăмлăн çутатса параймастăн, вулакан сана ӗненмӗ», – пулчӗ хурав. Сарри Мишшипе пӗрле радиора кăларăм ертсе пынăччӗ. Унăн автограф çырса парнеленӗ кӗнекисем те ман килте упранаççӗ. Шел, чылай çыравçă ку тӗнчерен ӗмӗрлӗхех кайрӗ.
Пирӗн тăван килте, Нăрваш Шăхалӗнче, шкап çӳлӗкӗсем çинче çӗр-çӗр кӗнеке халӗ те упранать. Манăн хваттерте те çыравçăсем автографпа панă çӗр-çӗр кӗнеке пур. Аттен, Василий Велвокайăн, Раиса аппан, Ольга Любимова хӗрӗмӗн, Галина аппа хӗрӗн Людмила Николаеван, Любовь Мартьянован, Марина Карягинан, Светлана Асаматăн, Юрий Сементерӗн, Зоя Сывлăмпин, Ольга Туркайăн, Юрий Спиридоновăн, Левтина Марьен, Галина Кӗмӗлӗн, Светлана Гордееван, Лидия Филиппован, Ольга Австрийскаян, Ирина Кошкинан, Дмитрий Моисеевăн, Валерий Раштавăн тата ытти авторсен кӗнекисене вăхăтран-вăхăт тепӗр хут алла тытатăп, вуласа киленетӗп. Вӗсенче – авторăн кун-çулӗ, чун илемӗ, сăнарлă шухăшсем, чӗрене вырнаçакан йӗркесем, асра юлакан юрату хăвачӗпе илӗртӳлӗхӗ…
Ирина КОШКИНА, çыравçă, журналист:
– Ача чухне мана ытларах анне кӗнеке парнелетчӗ. Чылайччӗ вӗсем. Юлашки вăхăтра пӗрне час-часах аса илетӗп. «Тайна золотой маски» ятлăччӗ вăл, авторӗ – Америка çыравçи Фиона Келлин. Кӗнекене ачасем валли детектив жанрӗпе çырнă. Хайлав тӳрех тыткăна илет. Сюжет тăрăх, ачасем детектива çаврăнаççӗ, çуртсене çаратакана тупма пулăшаççӗ.
Кӗнекене темиçе хут та вуланăччӗ. Кайран ăна ялти библиотекăна парнелерӗм. Ытти ачасем те вулаччăр тенӗ пуль. Вăл çӳлӗк çинче тусанланса выртман, унпа пӗр вулакан та пулин паллашнах ӗнтӗ тесе шухăшлатăп та, чӗре савăнăçпа тулать. Манăн ăна халӗ те тепӗр хут алла тытас, çак кӗнекепе пӗрле самантлăха та пулин ачалăха таврăнас килет.
Ольга ФЕДОРОВА хатӗрленӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев