Чăваш юманӗ сасăлавра малта пырать!
Чăваш Енри Киремет юманӗ хальлӗхе Пӗтӗм Раççейри конкурсра пӗрремӗш вырăн йышăнать. Уншăн 6854 çын сасăланă ӗнтӗ, пӗтӗмпе сасăлакансен 15 проценчӗ.
Йывăç Шупашкар округӗнчи Кăшавăш ялӗ патӗнче – «Ясна» этнокомплекс çывăхӗнче – ӳсет. 300 çулти йывăçăн çӳллӗшӗ – 30 метр.
Паянхи куна пӗрремӗш вырăнта Киремет юманӗ (Чăваш Республики), Белгород облаçӗнче ӳсекен юман 6467 сасă пухса иккӗмӗш вырăн йышăнать, виççӗмӗш вырăнта вара – Ленинград облаçӗнчи хыр, уншăн 5786 çын сасăланă.
Сасăлав rosdrevo.ru сайтра август уйăхӗн 1-мӗшӗччен иртет. Юманшăн сасă парас тесе списокра 73 № йывăçа тупмалла. Сасăлав кнопкине пуссасăн электронлă почта адресне çирӗплетмелле. Пӗр адресран пӗрре кăна сасăлама пулать.
Каласа хăвармалла 2023 çулта та чăваш йывăçӗ сасăлавра мала тухнăччӗ. Ун чухне Муркаш округӗнчи чи ватă юман çӗнтернӗ.
Сăнӳкерчӗк minpriroda.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев