г. Казань
Чăваш Енри Киремет юманӗ хальлӗхе Пӗтӗм Раççейри конкурсра пӗрремӗш вырăн йышăнать. Уншăн 6854 çын сасăланă ӗнтӗ, пӗтӗмпе сасăлакансен 15 проценчӗ.
«Раççейри çулталăк йывăçӗ» конкурса пурӗ çӗршыври 70 йывăç хутшăнать. Вӗсен хушшинче Чăваш Енри Çӗмӗрле паркӗнче ӳсекен 250 çулти юман. Унăн çӳллӗшӗ – 26 метр çурă.
0