Чăваш юманӗшӗн сасăлар
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш юманӗшӗн сасăлар

«Раççейри çулталăк йывăçӗ» конкурса пурӗ çӗршыври 70 йывăç хутшăнать. Вӗсен хушшинче Чăваш Енри Çӗмӗрле паркӗнче ӳсекен 250 çулти юман. Унăн çӳллӗшӗ – 26 метр çурă.

Чăваш Енри юман (19364 сасă) иккӗмӗш вырăнта, Ростов облаçӗнчи хăва (25347 сасă) унран иртсе кайнă.

Хальхи вăхăтра сасăлавăн юлашки эрни пырать. Август уйăхӗн 1-мӗшӗччен rosdrevo.ru сайта кӗрсе электронлă почта урлă авторизациленмелле те юманшăн сасăламалла. Чăваш юманӗн списокри номерӗ – 33.

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран. 


ГолосуемЗаЧувашскийДуб #ДеревоГода2025 #Чувашия

Нет комментариев