Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш поэчӗсем куçару конкурсӗн дипломӗсене тивӗçрӗç

Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен поэзи тата поэзи куçарăвӗсен Л.Ю. Север ячӗллӗ «Туслăх çыранӗсем» конкурс фестиваль Ростов облаçӗнче çеç мар, Раççейри ытти регионсенче тата ют çӗршывсенче те палăрчӗ. Сăвăçсем тӗрлӗ чӗлхепе çыракан поэтсен сăввисене хăйсен чӗлхине е вырăсла куçараççӗ. Конкурс фестиваль 2012 çултанпа иртет, ăна Ростов облаçӗнчи Неклиново районӗнчи белоруссен наципе культура автономийӗ çав тăрăхра çуралса ӳснӗ Леонид Север поэта халалланă. Конкурсăн тӗп тӗллевӗ – наци чӗлхисене, наципе культура пурлăхне, Раççей, çывăхри ют çӗршыв чӗлхисене упраса хăварасси, куçару урлă поэтсене наци чӗлхисене вӗренме хавхалантарасси.

Конкурс темиçе тапхăрпа иртет: суйлав тапхăрӗ, куçару ӗçне пурнăçламалли тапхăр тата чи пултаруллисен хайлавӗсене итлесси. Конкурса хутшăнакансемсӗр пуçне кунта наставниксем те пур – вӗсем опытлă куçаруçăсем, çамрăксене куçару ӗçӗнче пулăшса, вӗрентсе пыраççӗ.

Кăçал фестивалӗн координаци канашӗ  Раççей Федерацийӗн 54 регионӗнчен, 18 наципе автономи территорийӗнчен тăратнă çамрăк куçаруçăсемпе наставниксен 250 ытла заявкине пăхса тухнă. Унсăр пуçне куçару тупăшăвне Беларус Республикинчи 6 регионта, Казахстанра, Израильте, Киргизире, Эрменре, Польшăра, Канадăра пурăнакан поэтсем хутшăнма кăмăл тунă.

Галина Матвеева (Антонова), Ольга Австрийская (Иванова) тата Лариса Петрова чăваш çыравçисем кăçал Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен поэзи тата поэзи куçарăвӗсен Л.Ю.Север ячӗллӗ «Туслăх çыранӗсем» Х конкурс фестиваль дипломӗсене тивӗçрӗç.

Галина Матвеева поэт, прозаик, куçаруçă, Раççей Писателӗсен союзӗн пайташӗ наставник дипломне илчӗ.

– Пӗлтӗр Светлана Гордеева ман ята сӗннипе конкурс йӗркелӳçисем пултарулăх тупăшăвне хутшăнма йыхравласа çырса ячӗç, хамăнне куçарма подстрочник ыйтрӗç. Хайлавсемпе паллашрăм та, чун чăтмарӗ, Aйнура Мамытова, Лидия Железовская, Ольга Звягина, Владислав Звягин сăввисене куçaрса ярса патăм. Ман сăвăсене пӗлтӗр Светлана Макарова, Ольга Звягина, Анна Перевозова тата Наталья Соколова (Майорова) вырăcла куçaрчӗç.

Пӗлтӗр эпӗ Торонто хулинчи Наталья Соколовăпа ытларах хутшăннă. Ăна чăваш тумӗ, фольклорӗ, aлфавитри чăваш саспаллиceм тата ытти çинчен те çырса ятăм. Çaвăнпа куçaрăвӗсене те лайăх турӗ вăл.

Кăçaл хутшăнас тесе хамах заявка ярса патăм. Эпӗ Надежда Вишневецкая, Анна Воронина, Светлана Карлова, Елена Скоропупова, Людмила Шарова, Юрий Бомбицкий сăввисене – пӗтӗмпе 15 хайлав – чăвашла куçaртăм. Хамăн 10 ытла сăвăн подстрочникӗcене ярса патăм. Хăш-пӗр aвторӗпе электронлă почта урлă е телефонпа  çыхăнса ӗçлерӗм.

Ку конкурсăн хăйне евӗрлӗхӗ мӗнре-ха? Кам хăш поэтăн сăввисене куçaрнине сборник пичетленсе тухсан тин куратăн. Пӗр сăввунах темиçe çынна куçaрма пама та пултараççӗ. Танлаштарса пăхатăн та кайран, икӗ куçарăвӗ те аван, пӗрне те хурлаймастăн.

Л.Ю. Север ячӗллӗ «Туслăх çыранӗсем» конкурс фестиваль – питӗ интереслӗ те кирлӗ пултарулăх проекчӗ. Вăл тӗрлӗ чӗлхепе çыракан поэтсене пӗр-пӗринпе паллаштарать, çывăхлатать. Кашнинчех мӗн те пулин çӗннине тата хăвна кирлине пӗлетӗн.

 Пӗлтӗр эпӗ наставник сертификатне, кăçал диплома тивӗçрӗм, – конкурса хутшăнни пирки каласа пачӗ Галина Алексеевна.

Куçару ӗçӗпе вăл студент çулӗсенченех аппаланать. Çыравçă чăвашла куçарнă проза тата поэзи жанрӗпе çырнă авторсен хайлавӗсем «Тăван Атăл» журналта, Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути куракан уйрăм кăларăмсенче, коллективлă сборниксенче пичетленеççӗ.

Ольга Австрийская çамрăк поэт та наставник дипломне тивӗçнӗ.

– Наставник пулассине пӗлсен тӗрлӗ туйăм çупăрласа илчӗ мана: пултарайăп-ши? Ку конкурса пуçласа хутшăнатăп. Пултарулăх тупăшăвне хамăн вырăсла тата чăвашла çырнă сăвăсене ярса патăм. Унтан ман  пата чăвашла, май килсен тата вырăсла куçарма ултă автор сăвви почтăпа «вӗçсе çитрӗ». Малтанах хăрататчӗ, çапах та аппаланса пăхам-ха терӗм. Эпӗ Анастасия Лесковăн «Кăвакарчăнсем» «Сăвăсемпе» хайлавӗсене чăвашла,  Лидия Железовскаян «Янкăр çутă ылтăн пыл» сăввине белорус чӗлхинчен чăвашла, «Пока жива, я буду приезжать...» сăввине белорусларан вырăсла, Татьяна Чекисăн «Хӗлле вăранчӗ тухрӗ февральте...», «Кăрлач килчӗ кăрлач пек...», Анна Бабинцеван «Туяннă япала» сăввисене вырăсларан чăвашла, Залина Унежевăн «Эльбрус» хайлавне кабардино-балкари чӗлхинчен чăвашла, Роман Башкардинăн «Пулсам, тархасшăн, манпала...» сăввине вырăсларан чăвашла куçартăм – пӗтӗмпе 9 хайлав. Лариса Петровăн канашӗсем усăллă пулчӗç, пысăк тав ăна. Малтан йывăр пек туйăнать, ӗçлесе кӗрсе каятăн та чарăнаймастăн, – диплом илнӗ хыççăн çуралнă кăмăл-туйăмне уçса пачӗ Ольга Михайловна.

Лариса Петрова поэт, прозаик, куçаруçă конкурс фестиваль финалисчӗ пулса тăчӗ. Вăл унта иккӗмӗш хут хутшăнать. Пӗлтӗр те Лариса Николаевна чи пултаруллă куçаруçăсен йышӗнче пулнă, Ростов облаçӗнчи Неклиново районне çула тухнă, куçарусене сцена çинче вуламалли тапхăрта палăрнă. 

– Пӗлтӗр эпӗ виçӗ поэт сăввисене куçарнăччӗ, ун чухне Чăваш Енри тепӗр куçаруçăпа, Дмитрий Трофимовпа, хутшăннă унта. Пире «Тăван чӗлхене аталантарнишӗн» диплом парса чысларӗç. Кăçал эпӗ Екатерина Громов, Борис Ломакин, Анна Пивоварова, Ольга Переверзева, Елена Ткаченко сăввисене вырăсларан чăвашла куçартăм. Интересли тата çӗнни хама валли кăçал та нумай пӗлтӗм, – тесе палăртрӗ çамрăк поэт.

Çак тупăшăвăн пӗтӗмлетӗвӗ дипломпа çеç вӗçленмест, лайăх куçарусем коллективлă сборника кӗрӗç. Чăваш поэчӗсен хайлавӗсене те унта курасса чăтăмсăррăн кӗтетпӗр.

 

Ольга ФЕДОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс поэзия поэты народы России