Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ПУЛМА ПИЛЛЕНӖ

Чи малтанах район шайӗнче ирттерме палăртнă фестиваль регион шайне çӗкленнӗ. Сăмах апрелӗн 13-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче иртнӗ мероприяти пирки пырать. Ăна чăвашсен çутта кăлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа йӗркеленӗ. П.В.Дементьев ячӗллӗ шкул ăна вырăнти ял хутлăхӗн администрацийӗ пулăшнипе ялти Культура çуртӗнче куракансен залӗнче ирттерчӗ. Фойере те пушă пулмарӗ – ал ӗçне юратакансен эрешӗсемпе теттисене пăхса киленме пулчӗ унта. Вӗсен хушшинче те ăмăрту пычӗ. Чи пултаруллă ӗçчене кураври ӗçӗсем тăрăх жюри хакласа палăртрӗ.

Çӗнӗ Упири Петр Дементьев ячӗллӗ вăтам шкулăн директорӗ Сергей Агафонович  Молгачев мероприятие уçса пурне те уявпа саламларӗ.  Сцена çине чи пултаруллисем тухасса ӗненсе тăнине пӗлтерчӗ, пурте наградăна тивӗç пуласса шанни çинчен каларӗ. 

Ульяновск облаçӗнчен фестивале паллă чăваш çыравçи, юрăсен авторӗ, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Писательсен Союзӗн пайташӗ Çӗпрел районӗнчи Турхан Упире çуралса ӳснӗ Валентина Николаевна Тарават ятарласах килнӗ. «Çӗнӗ Упире анне çуралса ӳснӗ, эпӗ Пăвари медучилищӗрен вӗренсе тухнă. Пур çӗрте те маншăн тăвансем, кунта килме ялан хавас эпӗ. Паян та, пуçтарăннă çӗре каймасăр кунтан пынă йыхрава йышăнса сирӗн пата тухса килтӗм», – тулли кăмăлпа каларӗ Валентина Николаевна.  Çавăнтах сцена çине тухасса кӗтсе хумханакансене лăплантарчӗ: «Кунта килме чи вăйлисене кăна суйласа илнӗ. Çакăнта килни хăй çӗнтерӳ».  

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тăван района килме хавас пулнине каларӗ. Чăваш миссионерӗ И.Я.Яковлев 175 çул тултарнине Çӗпрел районӗнче çапла чаплă мероприятипе паллă тунишӗн савăннине пытармарӗ. Тата халăхăмăр çулсерен вырăсланса пынишӗн хурланни çинчен сăмах хускатрӗ. Хăйсем те чӗлхене хуçа-хуçа калаçса ачисене вырăсла вӗрентекен ашшӗ-амăшӗсем çинчен пулчӗ Ирина Федоровнăн кулянăвӗ. Вырăссем хăйсен чӗлхине вӗрентме пăрахса тӗнчере чи тăтăш усă куракан акăлчан чӗлхине вӗрентме васкамаççӗ ачисене, чăвашсен те Турă пиллесе панă чӗлхине пăрахăçламалла мар тесе шутлать Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн тӗп редакторӗ. «Чăваш чӗлхи пирӗн юнра, унран ниçта та тараймăпăр», – вӗçлерӗ сăмахне Ирина Федоровна. 

Эпир  фестиваль ирттерес идейăна «çуратса» кун çути кăтартнă чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗпе Надежда Александровна Сердцевăпа калаçрăмăр. Пултаруллă педагог 2021 çулта Хусанта иртнӗ вӗрентекенсен семинарӗнче çӗнтернӗ. 2022 çулта район шайӗнче тăван чӗлхене упраса хăварассипе грант илнӗ, ăна чăваш чӗлхи кабинетне хăтланă çӗрте усă курнă. Çапла пултаруллă, мал ӗмӗтлӗ çын Надежда Сердцева.   

– Чăннипех те эпир телейлӗ халăх. Эпир Иван Яковлев пуррипе телейлӗ. Вак халăхсен шкулӗ пулман Раççейре. Иван Яковлевич тăрăшнипе чăвашсем çеç мар, мăкшăсем, тутарсем, çармăссем те  шкулта вӗренме пултарнă. 

Пирӗн районта чăваш культурипе, чӗлхипе çыхăннă мероприятисем сахал. Çулсерен Акатуй пулать, «Чăваш пики» конкурс нумай пулмасть иртрӗ. Ку лайăх. Пилӗк çул каялла Иван Яковлевăн 170 çулхи юбилейӗ тӗлне Аслă Аксура мероприяти иртнӗччӗ. Унтанпа шкул ачисене пуçтаракан мероприяти пулмарӗ тесен йăнăшмастăп. Авă, юнашарти Пăва районӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртет, Иван Юркина, Валентин Урташа халалланă мероприятисем пулаççӗ.

Çавăнпа иртнӗ çул ноябрь уйăхӗнче районти методистсен пӗрлешӗвӗ 2023 çула план хатӗрленӗ чух  Иван Яковлевăн юбилейне, Чăваш чӗлхи кунне халалланă фестиваль ирттерме сӗнтӗм. Районти вӗрентӳ уйрăмӗ те, ялти П.В.Дементьев ячӗллӗ шкул администрацийӗ те хапăлласа йышăнчӗç çакна. Паян кунччен пулăшрӗç. Шкулта директорӗ,    çумӗсем, завхозӗ – пурте фестивале йӗркеленӗ çӗре хастар хутшăнчӗç, – каласа парать Надежда Александровна.

Фестиваль вăрăма тăсăлчӗ пулин те пăхма питӗ кăсăк пулчӗ. Пултаруллă чăваш ачисем çапла йышлă пулни кăмăла çӗклерӗ. Жюри пайташӗсене çăмăл пулмарӗ-тӗр чăннипех вăйлине, тивӗçлине палăртма. Мӗншӗн тесен сцена çине тухаканни кашни пултаруллă, кашни хăйне лайăххипе кăтартма тăрăшать. 

Фестивальте тӗрлӗ жанрпа хатӗрленӗ номерсем курма пулчӗ. Кӗçӗн классем, вăтам çултисем тата аслă классенче вӗренекенсем кашни хăйсен çулӗнчи ушкăнра чи вăйли пуласшăн.  

«Кӗçӗн классенче вӗренекенсене фестивале кӗртнӗшӗн кăмăлсăрланнисем те пулчӗç, анчах паянхи кун эпӗ тӗрӗс йышăну тунине кăтартрӗ. Регион шайӗнчи мероприятие хутшăнма тата тепре хăçан шанăç пулать вӗсен?» – чунтан калать Надежда Александровна. 

Фестиваль жанр енчен те пуян – халăх театрӗ, драматурги, Яковлев çырнă халапсемпе юмахсем тăрăх лартнă сценкăсем, фольклор юррисем, халăх ташшисем. Паллах, Аслă Вӗрентекенӗмӗре халалласа çырнă сăвăсене вулани те пулчӗ. 

Çакăнсăр пуçне фестивале хутшăнакансем чăвашсен тӗрлӗ-тӗрлӗ уявӗсене кăтартнине пăхма та кăсăк, савăк пулчӗ. Тӗслӗхрен, салтака ăсатнинех илер. Çакăнпа çыхăннă сценкăна 3-4 шкул кăтартса пачӗ. Кашни ялăн хăйӗн йăли, юрă сăмахӗсем, кӗвви.  

Çимӗке, Мăнкуна хатӗрленнине те çаплах темиçе шкул ачисем кăтартрӗç. Мăн асатте-асаннесен авалтан пыракан ӗçӗсене – выртмана çӳренине, пир çапнине – куртăмăр. Çакăнта чи хакли – ачасем хăйсем интересленни. Сцена çинче пулса иртекен ӗçсене вӗсем чăннипех ӗненсе пурнăçлаççӗ. Иван Яковлев пуçтарнă юмахсемпе халапсене лартнă чух та куратпăр çакна. Кашни хăйле курать, залра ларакан патне çитерет кăна мар, хăй чăн пулнине ӗнентерет. Тӗслӗхрен, «Уçăлма тухнă шăши çури» халапа темиçе шкултан хатӗрленсе килнӗ. Чăваш Çӗпрелӗнчен шăши çурин рольне пӗчӗк çеç хӗрача вылярӗ. Вăл питӗ-питӗ черчен, анчах мӗн тери ачаш, ытарайми кăмăллă. Автана та, кушака та хăйех сăнласа кăтартать. Пит палламалла. Куракан кун пек кăмăллă шăшие кушак çисе яманнишӗн савăнса ларать. 

Кивӗ Çӗпрелти нумай профильлӗ лицейрен шăши çурине арçын ача вылярӗ. Вăл харсăртараххи, ытла нумай пӗлме юратни курăнать. Çак туртăм ăна кăшт кăна трагеди патне илсе çитермен. Пӗр халап – икӗ тӗрлӗ сăнар. Иккӗшӗ те аван пулса тухнă.  

Каларăмăр, фестиваль регионсен шайӗнче иртрӗ. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчен, Чăваш Енри Патăрьел тата Шăмăршă районӗсенчен интереслӗ, питӗ пултаруллă çамрăксем килнӗ. Кӳршӗллӗ Пăва районӗнчен те фестивале хутшăнчӗç. 

Пурне те пăхма, итлеме кăмăллă, анчах объективлă хак пама жюри пайташӗсем çеç пултараççӗ: Çӗпрел районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн методисчӗ Светлана Ларионова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, таврапӗлӳçӗ, запасри офицер Владимир Ярухин, библиотека ӗçченӗ Ирина Павлова.

Хутшăнакансем нумаййине кура ачасен сцена çинчи вăхăчӗ кӗске пулчӗ – 7 минут. Çак вăхăтра артистсем куракана мӗн калас тенине каласа, хăйсем чи маттурри пулнине кăтартса пама ӗлкӗрчӗç. Те лару-тăру лăпкă маррипе, те салтака каяс тапхăр пуçланнипе, салтак юрри юрлакансем чылай пулчӗç.

Мероприятие ертсе пыракансем кӳршӗ районтан, регионсенчен килнисене «аякри çывăх тăван» терӗç çепӗççӗн. Тата хамран «пултаруллă тăван» тесе хушас килет. Вӗренекенсем фестивале тăрăшса хатӗрленни куçкӗрет. Темиçе жанрпа вăй виçрӗç, кашнинче маттур пулнине кăтартрӗç. Наталия Путякова ертсе пыракан «Молодые театралы» ушкăн Иван Яковлев Халалне сцена çине кăларчӗ. Питӗ аван выляççӗ вӗренекенсем. Аслă Вӗрентекенӗмӗр сăнарне мӗнле ăсталанă тата! Маттурсем. 

Çак шкултанах Юлия Путякова «Талла-талла» халăх юрри юрласа Гран-при илме тивӗç пулчӗ. Пăва районӗнчи Алена Андрееван сасси те паха, юрри те халăх юратаканни, ăна жюри тата ăстарах юрлама хавхалантарчӗ. 

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи вăтам шкулти сцена ăстисене «Халăх театрӗ» жанрпа кăтартакансенчен чи пултарулли тесе йышăнчӗç, Гран-при илме тивӗçрӗç. 

Юрлассипе Çӗнӗ Упири П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулта вӗренекенсене çитме çăмăл пулмарӗ ыттисене. Людмила Сердцева хатӗрленӗ темиçе ушкăн, тӗрлӗ çулсенчисем юрăсене пит хитре шăрантарчӗç. Çӗнӗуписене эпир пурте лайăх пӗлекен Людмила Сердцева  вӗрентет-çке. Людмила Петровна пултаруллă юрăç, паллă халăх ансамблӗсен ертӳçи çеç мар, ăста вӗрентекен те. Çавăнпа фестиваль вӗçленсен Хисеп хучӗсем илме те темиçе хутчен сцена çине чӗнчӗç ăна.

Ирина Федоровна «Сувар» ятӗнчен Çӗнӗ Упи шкулӗн библиотекине кӗнекесем пачӗ. 

Валентина Тарават фестивале хутшăннисене ырласа сăмах каларӗ, хăйӗн кӗнекисене парнелерӗ.

Çӗнӗ Упире иртнӗ фестивале питӗ ирӗклӗ, демократиллӗ, ырă тесе мухтас килет. Сцена çине тухнисене пурне те Хисеп хучӗсем, Дипломсем парса чысларӗç. Çак мероприятие йӗркеленӗ çӗре хутшăннисене шкул администрацийӗ тав туса Хисеп хучӗсем пачӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

Автор тата И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Иван Яковлев просветитель