Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Шупашкарӗнчи Ильдуловсене медаль панă

Августăн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ Ял кунне хаваслăн паллă тунă. Нумай хăнапа ял-йыш пухăннă уява. Яланхи пекех хальхинче те ялăн чи ваттипе чи çамрăк гражданӗсене, çавра çула çитнисене, нумай çул пӗрле пурăнакан юбиляр-çемьесене, яла аталантарма хутшăнакансене чысланă. Ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-салтаксене хастар пулăшакан волонтерсене вара уйрăммăн тав тунă.

Ильдуловсен çемйи, тӗс­лӗх­рен, ятарлă çар операцийӗ пуçланнă кунранпах фронта пулăшать. Контрактпа, тулли мар мобилизаципе кайнă ентеш-салтаксем мӗн ыйтнине тивӗçтернисӗр пуçне ашшӗ-амăшӗсене тимлӗх уйăрать – пахчисене сухаласа парать, вутă кӳрет, тата ытти те.

Сергейпе Людмила Ильдулов­сем çу пуçламăшӗнче фронт­ри ял каччи Александр Ваганов валли вӗр-çӗнӗ «Эндуро» мотоцикл туянса ăсатрӗç. Ун хыççăнах ашшӗ-амăшӗн тӗслӗхӗпе аслă ывăлӗсем Николайпа Дмитрий те хăйсен çемйисен ятӗнчен çакăн пекех мотоциклсем туянса фронта гуманитари пулăшăвӗ леçекен волонтерсенчен парса ячӗç. Паллах, çав тери пысăк пулăшу ку, çитменнине салтаксене сывлăш пекех кирлӗ.

Ятарлă çар операцийӗ пуç­ланнăранпа фронта пысăк пулăшу паракан Людмила Ивановнăпа Сергей Васильевича, вӗсен аслă ывăлӗсене, Николайпа Дмитрий Ильдуловсене тата Евгений Иванович Тихонова «Новоросси ветеранӗсем» регионти обществăлла организацийӗн приказӗпе «За содействие в СВО» медальпе наградăланă. Тепӗр волонтера Геннадий Петрович Никитина «За помощь фронту» медаль панă. СВО валли гуманитари пулăшăвне пухас енӗпе хастар ӗçленӗшӗн Людмила Ивановнăна Çӗнӗ Шуçăм Ӗçтăвкомӗ те палăрт­са Тав хучӗпе чысланă.

Хальхи вăхăтра Ильдулов­сем салтаксем ыйтнипе медицина хатӗрӗсем пухаççӗ: эмелсем, шприцсем, юна чаракан жгутсем, бинтсем – пӗтӗмпе списокра 28 наименовани. Кунсăр пуçне салтаксене типӗтнӗ улма-çырла, мăйăр та кирлӗ иккен. Людмила Ивановна каланă тăрăх, гуманитаркăна пухса пӗтермен-ха вӗсем, хатӗр пулсанах яланхи пекех волонтерсенчен парса ярӗç.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк Ильдуловсен 

çемье архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев