News by date 31 August 2025
-
Шупашкар «Литература диктантне» йышăнать
Кӗнеке вулама хавхалантаракан «Литература диктанчӗ» V Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ хальхинче Шупашкарта иртет. Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче пулать вăл.
-
Манăçа ан тухчăр паттăрсем
Кăçал эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Аслă вăрçă ветеранӗсене тата ятарлă çар операцийӗнчи паттăрсене халалласа Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗ ятарлă кӗнеке хатӗрлерӗ. Унта Чăваш Республикинче тата унăн тулашӗнче пурăнакан вăтăр ытла çыравçă хайланă калавсем, очерксем, поэмăсемпе сăвăсем кӗнӗ. Пухса хатӗрлекенӗсем: Ольга Куликовăпа Светлана Гордеева, редакторӗ Галина Антонова, ӳнерçи Дмитрий Литаврин.
-
Чăваш Шупашкарӗнчи Ильдуловсене медаль панă
Августăн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ Ял кунне хаваслăн паллă тунă. Нумай хăнапа ял-йыш пухăннă уява. Яланхи пекех хальхинче те ялăн чи ваттипе чи çамрăк гражданӗсене, çавра çула çитнисене, нумай çул пӗрле пурăнакан юбиляр-çемьесене, яла аталантарма хутшăнакансене чысланă. Ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-салтаксене хастар пулăшакан волонтерсене вара уйрăммăн тав тунă.
-
Хулаçырми ачисене çӗнӗ спорт залӗ кӗтет
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми вăтам шкулӗн ачисене çӗнӗ вӗренӳ çулӗ юсаса çӗнетнӗ спорт залӗпе тата шкул умӗнчи илемлӗ тӳремпе кӗтсе илет. Шупашкарти «Тус» акционерлă обществăн тата Ульяновск хулинчи «Монолит ЖБИ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗсем Николай Федорович Угасловпа Виктор Кузьмич Мугин хăйсен çамрăк ентешӗсене ятарласа Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне çакăн пек парне тунă.