Хулаçырми ачисене çӗнӗ спорт залӗ кӗтет
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми вăтам шкулӗн ачисене çӗнӗ вӗренӳ çулӗ юсаса çӗнетнӗ спорт залӗпе тата шкул умӗнчи илемлӗ тӳремпе кӗтсе илет. Шупашкарти «Тус» акционерлă обществăн тата Ульяновск хулинчи «Монолит ЖБИ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗсем Николай Федорович Угасловпа Виктор Кузьмич Мугин хăйсен çамрăк ентешӗсене ятарласа Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне çакăн пек парне тунă.
Палăртса хăварам, асăннă меценатсем хăйсем те тӗрлӗ çулта Хулаçырми шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Халӗ тăван шкулпа тачă çыхăну тытаççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ТР Строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерствипе, «Татмедиа» ТР Пичетпе массăллă коммуникацисен агентствипе пӗрле çуллен ирттерекен «Хăвăн шкулна пулăш» ыркăмăллăх акцине хутшăнса шкул çуртне çӗнӗ вӗренӳ çулне хатӗрлеме пулăшнă вӗсем.
– Спорт залне Николай Федорович тӗпрен юсаса пачӗ пире. Шкул умӗнчи тӳремӗн унчченхи сарăмӗ те çурăлса-катăлса пӗтнӗччӗ. Ачасем ӳксе аманас хăрушлăх пурччӗ, шкула та илем кӳместчӗ ӗнтӗ вăл. Ăна вара Виктор Кузьмич çӗнӗрен бетон сарса илем кӗртрӗ тата шкул хӗррипе отмостка та туса пачӗ. Нихăçан та пулăшусăр хăвармаççӗ пире, тав вӗсене, – кăмăллăн пӗлтерчӗ Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗ Надежда Федоровна Мокшина.
Сăмах май, çак çынсем тăван шкул, ял валли чăнах та нумай ырă ӗç тăваççӗ. Виктор Кузьмич Мугин, тӗслӗхрен, кăçал ялти Северная урамӗн çулне, унта каçмалли кӗпере юсаса панă. Халӗ акă вăл тăрăшнипе шкул умӗнчи тӳрем те çӗнелнӗ. Шкул коллективӗ, ачасен ашшӗ-амăшӗсем тата ял çыннисем Николай Федорович Угасловпа Виктор Кузьмич Мугина шкула тата яла çапла пулăшнăшăн чӗререн тав тăваççӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Н.Мокшина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев