Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Манăçа ан тухчăр паттăрсем

Кăçал эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Аслă вăрçă ветеранӗсене тата ятарлă çар операцийӗнчи паттăрсене халалласа Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗ ятарлă кӗнеке хатӗрлерӗ. Унта Чăваш Республикинче тата унăн тулашӗнче пурăнакан вăтăр ытла çыравçă хайланă калавсем, очерксем, поэмăсемпе сăвăсем кӗнӗ. Пухса хатӗрлекенӗсем: Ольга Куликовăпа Светлана Гордеева, редакторӗ Галина Антонова, ӳнерçи Дмитрий Литаврин.

Кӗнекен пӗрремӗш пайне чăвашла çыр­нă произведенисене, иккӗмӗшне вырăслисене вырнаçтарнă. Очерксен, хăш-пӗр поэмăсемпе сăвăсен геройӗсем – хамăр ентешсемех. Сăмахран, «Блокада ачи» очеркра Арсений Тарасов çыравçă Комсомольски тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ Павел Петрович Ишмуратов çинчен каласа парать. Юрий Сементер чăваш халăх поэчӗ хăйӗн «Катюша» поэминче И. Флеров капитан батарейинче паттăррăн çапăçнă ентешӗмӗрсене ятран асăнса сăнарланă. Галина Матвеевăн «Его звали Чуваш» поэмин (вырăсла Аристарх Дмитриев куçарнă) сыпăкӗсенче тыткăна лекнӗ пограничник Яков Николаев концлагерьтен тарса Польша территорийӗнче партизансен отрядне йӗркелени, тӗрлӗ халăх çыннисенчен тăракан çав отряд фашистсемпе паттăррăн кӗрешни çинчен вуласа пӗлетпӗр. Сергей Юшков çыравçă-фронтовик халь пирӗнпе çук ӗнтӗ. Тăван çӗршыва фашистсенчен хӳтӗленӗ салтаксем çинчен вăл поэма çырса хăварнă. Кӗнекере поэмăн пӗр сыпăкӗ пур, вырăсла ăна çыравçăн хӗрӗ Людмила Исаева сăвăç куçарнă. Олег Кульев «Асаттене нихçан та эп курман» сăвва вăрçăран таврăнайман Авраам Николаевич Кульева асăнса çырнă. Николай Ларионов та калавне чăн пулнине тӗпе хурса хайланă. Тутарстан Республикинчи Тăхăрьял çынни Артем Никитин тӗнче хӗрринчи Австралире чăваша тӗл пулать. Вăрçă вăхăтӗнче тыткăна лекнӗ çынна Америка салтакӗсем ирӗке кăлараççӗ. Тăван çӗршывна таврăнсан тӗрмене хупӗç тенипе Ванюк пӗр çӗршывран теприне куçать, киле таврăнас шанчăка çухатать.

Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисене халалланă сăвăсем те чуна пырса тивеççӗ. Йӗпреç районӗнчи Липовка поселокӗнче çуралса ӳснӗ Алексей Алексеев Авдеевкăна нацистсенчен ирӗке кăларассишӗн пуç хунă, тăватă ачи ашшӗсӗр тăрса юлнă. Позывной вырăнне вăл аслă ывăлӗн ятне илнӗ – Богдан. Галина Матвеева çырнă сăвă та çав ятлах. «Амăшӗ» сăвва çак çыравçă ывăлне Украинăри хирӗçтăрура çухатнă Л. Баклушинăна, хура тутăр çыхма тивнӗ ытти амăшӗсене халалланă.

Ятарлă çар операцийӗнчи пулăмсене, геройсене çыравçăсем кашни хăйне май сăнласа кăтартнă. Валентин Константиновăн персонажӗсем вăрçă хирӗнче тăшман салтакӗпе куçа-куçăн тӗл пулаççӗ. Тăшманӗ вара ачалăхри тусӗ иккен, Куславккара хăйсемпе пӗрле выляса-кулса ӳснӗскер.

Улькка Эльменӗн Иришки хунямăшӗ хăйне урам тăрăх хăваласа чупсан та таратех упăшки патне. Лешӗ – ятарлă çар операци­йӗнче. Пӗрре тӗлпулăва кайса килнӗ хӗрарăм, медсестрана вӗренсе тухнăскер, хăй унта çав тери кирлине ăнланса илет.

Чуна хускатса шухăша яракан произведенисем татах та пур çак кӗнекере.

 

Галина АНТОНОВА, 

кӗнеке редакторӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев