Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар «Литература диктантне» йышăнать

Кӗнеке вулама хавхалантаракан «Литература диктанчӗ» V Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ хальхинче Шупашкарта иртет. Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче пулать вăл.

Мурманскри наука библиотекин пуçарăвне 4 çулта тӗнчери 24 çӗршыв тӗрев панă, пӗтӗмпе 100 пин çын валли вӗсем 4000 площадка хатӗрленӗ. 

Ытти çулсенчи пекех диктант­ра классика тата хальхи вырăс литературипе 20 тест заданине пурнăçламалла. Чи пысăк балл – 100. Анчах та 80 тата ытларах балл пухайсан та отличник дипломне параççӗ. Ыттисем хутшăннăшăн диплом (сертификат) илеççӗ.

Литература диктантне хуть кам та хутшăнма пултарать.Тӗп­лӗнрех (8352) 23-02-17 (доп. 140), 62-40-05 телефонсемпе ыйтса пӗлмелле.

«Татар-информ» ИА сӑнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев