Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашлăха упратăр кӗрешӳ

2002 çулта çурла уйăхӗнче кӗтмен çӗртен почтальонка мана çыру парса хăварчӗ. Конверт çинче Чăваш наци конгресӗн штампӗ тăрать, çыруне яраканӗ вара В.П.Васильев. Çырăва уçса вуланă хыççăн çакă паллă пулчӗ: мана чăваш халăхӗн 5-мӗш Аслă Пухăвне йыхравлаççӗ…

Шупашкарта питӗ лайăх кӗтсе илчӗç: Аслă Пухăва хутшăнма мандат, хутпа ручка, столовăйӗнче апат çиме талонсем пачӗç. Пӗрремӗш кун трибуна умне тухса калаçакансене тимлӗн итлесе лартăм, вӗсем каланисене, хама кирлисене хут çине çырса пытăм. Тепӗр кун Аслă Пуху  секцисем çине пайланса ӗçлерӗ. Эпӗ спорт секцине суйласа илтӗм. Кунта ытларах чăваш халăх спорт вăййисене шкулсенче çӗнӗрен йӗркелесе ямалли, чăваш йăла-йӗркисене пӗтерме памалла марри çинчен калаçрӗç. Канашлура ЧНКра спорт енӗпе ӗçлекен В.П.Васильев та тухса калаçрӗ. Вăл Чăваш Енре те, ытти регионсенче те чăваш наци кӗрешӗвӗпе ăмăртусем йӗркелесе ирттермелли пирки тӗплӗн ăнлантарса пачӗ. 

Юрласа ташлани кăна çителӗксӗр

Виталий Петрович чăвашлăха упраса хăварас тесен, юрласа та ташласа çӳренисӗр пуçне чăваш наци кӗрешӗвне те аталантармалли çинчен питӗ хӗрӳллӗн каларӗ, чăваш Акатуйӗсенче çак спорт тӗсӗпе ăмăртусем йӗркелеме сӗнчӗ. Пухăва ертсе пыракансем вăл каланине питех ырласа каймарӗç пулин те, пӳлӗмре ларакансем хыттăн алă çупса тав турӗç.

Виталий Петрович тепӗр çынпа ыттисенчен уйрăмрах ларатчӗ пухура. Хăюлăх пухса вӗсем патне пырса алă тытрăм, хам çинчен пӗлтертӗм. Виталий çумӗнче лараканӗ Ульяновскран килнӗ Сергей Краснов иккен. Паллашнă май вăл Ульяновск облаçӗнче чăваш кӗрешӗвне йӗркелесе янине пӗлтӗм. 

– Эсӗ-и-ха вăл Коля Акимов юлташӗ? Мана Коля сан çинчен веçех каласа пачӗ. Эсӗ хастар спортсмен пулнине те пӗлетӗп. Бокс енӗпе те спорт мастерӗн кандидачӗ. Пире хастар çынсем яланах кирлӗ, çавăнпа  эпир сана чăваш халăхӗн Аслă Пухăвне чӗнсе илтӗмӗр. Хирӗç пулмасан сирӗн шкулăрта та чăваш кӗрешӗвне йӗркелесе яма пулăшăпăр. Хирӗç мар-и? – терӗ Виталий Петрович манпа тӗплӗнрех паллашнă май.

– Хирӗç мар, анчах та эпӗ чăваш кӗрешӗвӗпе ӗçлемен халиччен, мелӗсене те, правилисене те пӗлместӗп, – терӗм.

– Ку темех те мар. Эсӗ, спортпа туслăскер, чăваш кӗрешӗвӗпе ӗçлеме часах хăнăхăн. Кашни регионтах ăмăртусем йӗркелесе ярăпăр, пӗр-пӗринпе паллашса, сиксе тухакан ыйтусене пӗрле сӳтсе явăпăр, – терӗ В.Васильев.

Çак калаçу хыççăн вăл мана спорт залне илсе кайса чăваш кӗрешӗвӗн  правилисемпе паллаштарчӗ, мелӗсене кăтартса пачӗ. Чăн-чăн кӗрешӳçӗсем пек хамăр та кӗрешсе пăхрăмăр. Спортăн çак тӗсӗ мана питӗ килӗшрӗ. Ялти кашни ача кӗрешме пултарать-çке, апла пулсан урам тăрăх ахаль çапкаланса çӳриччен хăйсемшӗн усăллă хăнăху илме пултарӗç. 

Унсăр пуçне мана тата тепӗр япала çак ӗçпе ӗçлеме хавхалантарчӗ.  1990 – 1994 çулсенче, С.Ф.Ульянов директор сӗннипе, шкулта ачасене бокс вăййине вӗрентрӗм. Ун чухне пире çак спорта аталантарма районти хуçасем май туса памарӗç.  Тăватă çул хушшинче эпӗ 30 ытла ачана çак спорт енӗпе хатӗрлерӗм. Чăн та, ăмăртусене тухса курман, хамăр шкулта кăна çулталăкне икӗ хут турнир йӗркелесе ирттереттӗм. Тăватă çултан бокс енӗпе ӗçлеме пăрахрăм, паллах куншăн хам та, ачасем те питӗ пăшăрхантăмăр. 

Асра юлнă чи ырă самант çакă: пӗрре ял урамӗпе утса пыратăп, мана хирӗç моряк тумӗ тăхăннă çамрăк аллисене сарса чупса килет. Чупса çитнӗ-çитмен мана ытакласа илчӗ те: «Тавтапуç сире, Виталий Петрович! Хӗсметре тăнă чухне бокс вăййинче эсир вӗрентнӗ хăнăхусем мана йывăрлăхсене çӗнтерме темиçе хутчен те пулăшрӗç, çавна пулах мана çарта «Боксер» хушма ят пачӗç», – терӗ савăнса та мăнаçланса Вячеслав Алимасов, тинӗс çар пограничникӗ. Çакăн хыççăн ачасемпе ӗçлес кăмăл пушшех те çӗкленчӗ.

Вăй-хăват та, чăтăмлăх та кирлӗ

Шупашкартан ырă туйăмпа таврăнсан шкулти арçын ачасене пухса чăваш кӗрешӗвӗ пирки каласа, мелӗсене кăтартса патăм. Ачасем пурте çак спорт вăййине килӗштерсе пăрахрӗç. Вара эпир кашни кунах, уроксем хыççăн, килсене кайса апатланса килсен спортзала пуçтарăнса чăваш наци кӗрешӗвӗн мелӗсене вӗренме пуçларăмăр, унăн правилисене тӗрӗс пурнăçлама хăнăхса пытăмăр. Ачасем питӗ тăрăшрӗç,  пӗр-пӗрне пулăшса пычӗç. Ытти спорт вăййисене те манмарăмăр. Кӗрешӳре вӗт мелсем кăна мар, вăй-хăват та, чăтăмлăх та кирлӗ. Çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе тăтăшах чупаттăмăр, тăршшӗпе çӳллӗшне сикеттӗмӗр, турник çинчен те туртăннă. Ачасем лайăхрах та лайăхрах кӗрешме пуçларӗç, çакна шкулта ирттернӗ ăмăрту кăтартса пачӗ…

Пӗрремӗш ăмăртăва 2003 çулхи чӳк уйăхӗнче каникул вăхăтӗнче Ульяновскра регионсен хушшинче иртекен И.Я.Яковлев ячӗллӗ турнира  С.М.Краснов аслă тренер чӗннипе кайрăмăр. Çак ăмăртăва виçӗ ачана кăна илсе кайрăм, мӗншӗн тесен пире ун чухне никамах та пӗлместчӗ. Сисетӗп, манăн ачасем ыттисенчен уйрăмтарах, шикленерех тăраççӗ. Тӗрӗс те, пӗрремӗш хут кун пек ăмăртăва хутшăнатпăр-çке. Вара эпӗ вӗсене хам пата чӗнсе илтӗм те ăмăрту вăхăтӗнче кавир çине кӗрешме тухсан хăйсене еплерех тытмаллине, тӗрӗс кӗрешмеллине тепӗр хут тӗплӗн ăнлантарса патăм. Ăмăртăва чи пӗчӗк виçеллӗ ачасем пуçларӗç. Ун хыççăн манăн çамрăк спортсменсем те кавир çине пӗрин хыççăн тепри тухрӗç. Хальхи пекех астăватăп, чи малтан манăн ачасенчен 4-мӗш класра вӗренекен Сергей Шумилов кӗрешме тухрӗ. Ăна çăмăлах пулмарӗ, çапах та вăл парăнмарӗ, пӗтӗм вăй-халне пуçтарса пӗр балл ытларах пухса çӗнтерчӗ. Сергей çӗнтернипе пурте савăнтăмăр, пирӗн пӗрремӗш çӗнтерӳ-çке! Манăн ачасем хăюллăн, хастаррăн кӗрешрӗç, çак ăмăртуран пурте çӗнтерсе таврăнчӗç. Сергей Шумилов – 1-мӗш, Игорь Ермолаев – 2-мӗш, Саша Люнгин – 3-мӗш вырăнсене çӗнсе илчӗç, яла парнесемпе таврăнчӗç. Вӗсемпе пӗрле, паллах, хам та питӗ савăнтăм.

Ульяновскран çӗнтерӳпе таврăннă паттăрсене шкулти линейкăра  тепӗр хут саламласа парнесем парсан, медальсемпе чысласан ытти ачасен куçӗсенче те мӗнле-тӗр çулăм ялкăшрӗ, вӗсен те çакăн пек медальсем илес килчӗ-тӗр. Халиччен çӳремен арçын ачасем те ман пата пырса кӗрешӳ секцине çӳреме ирӗк ыйтрӗç. Паллах, эпӗ хирӗçлемерӗм, тăрăшсах кашни кун спортра хамăр ăсталăха çӗнетсе, аталантарса пытăмăр. 

Çак уйăхрах Чăваш Енри Аслă Елчӗк ялӗнче Афган вăрçинче пуç хунă А.М.Патшина халалласа ирттернӗ турнира хутшăнтăмăр. Унта виçӗ регионтан çӗре яхăн çамрăк спортсмен хутшăнса вăй виçрӗ, питӗ хӗрӳ кӗрешрӗç ачасем. Пирӗн ачасенчен Женя Акимов 3-мӗш вырăн çӗнсе илчӗ. Ыттисем пурте çурма финалта выляса ячӗç. Паллах, ачасем кăштах хурланчӗç пулин те, мана кун пирки систересшӗн пулмарӗç, савăнса, кула-кула пӗр-пӗрне хăйсем еплерех кӗрешнине каласа пачӗç. Эпир 2003 çулта пурӗ те икӗ ăмăртура кăна пултăмăр, анчах нумай çынпа  паллашрăмăр, вӗсем те пирӗн çинчен пӗлчӗç. Ку пире чăваш кӗрешӗвӗн ăсталăхне, тӗрлӗ мелӗсене лайăхрах вӗренме пулăшрӗ.

2004 çулхи пуш уйăхӗнче Çӗнӗ Шупашкар хулинче чăваш наци кӗрешӗвӗпе Чăваш Республикин уçă Первенстви иртрӗ. Ăмăртăва хутшăнма пире те чӗнчӗç. Эпир те хамăра лайăх енчен кăтартма пултартăмăр кунта. Саша Люнгин хăй виçинче – 1-мӗш, Игорь Ермолаев – 2-мӗш, Дима Алимасов – 2-мӗш, Сергей Шумилов – 3-мӗш, Слава Барышов – 3-мӗш, Вова Акимов – 3-мӗш, Алеша Мидюкин – 4-мӗш вырăнсене çӗнсе илчӗç. Манăн ачасем 200-е яхăн ача хушшинче  çакăн чухлӗ малти вырăн çӗнсе илме пултарчӗç! 

Пирвайхи турнира ирттерме çăмăл пулмарӗ

В.П.Васильевпа канашларăмăр та хамăр ентеше, Совет Союзӗн Геройне С.А.Уганина халалласа Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче регионсен хушшинчи турнир ирттерме шутларăмăр. Шутлама шутларăмăр та-ха, анчах та пирӗн шкулта кун пек ăмăртусене нихăçан та ирттермен, майӗсем те çукрах. Çывăрма выртсан та, ӗçре те пӗрмай çак ăмăртăва ирттересси çинчен шутласа çӳретӗп. Мӗн те пулин шутласа тупсан, манса каясран, çийӗнчех хут çине çырса хураттăм. Çапла вара ерипен кирлӗ хутсене пухрăм, ăмăртма кирлӗ хатӗрсене пуçтарма тытăнтăм: кӗрешмелли кавир, пиçиххисем, судьясен алă çыххисем, шăхлич, вăхăт виçмелли, спортзала илемлетмелли япаласем тата ытти те. 

Çăмăл пулмарӗ. Машина тупса Аслă Чăнлăри шкултан кавирне илсе килтӗм. Машина кузовӗ çинче ларса килсе чирлесе ӳкрӗм, каç енне температура хăпарса кайрӗ. Хăвăрттарах чӗрӗлес тесе килте çӗрӗпе ыхра  чăмларăм, çăвар ăшне веçех çунтарса пӗтертӗм. Ир енне тин тара ӳксе çывăрса кайнă, температура чакнă. Халӗ аса илетӗп те тӗлӗнетӗп: епле-ха пӗр каçра хам тӗллӗн сипленме пултарнă? 

Ял пуçлăхӗ А.Н.Савельев пулăшнипе ялти çынсемпе калаçса кăштах укçа пухрăмăр, кӗрешме килекенсем валли апат-çимӗç хатӗрлерӗмӗр. Ятарлă парнесем, медальсемпе грамотăсем илсе килтӗмӗр. Вак-тӗвек ӗçсене шкул ачисемпе пӗрле йӗркене кӗртрӗмӗр. Шупашкартан пӗр кун маларах çитнӗ çамрăк спортсменсене шкул столовăйӗнче апатлантартăмăр, ялти ачасем патне килӗрен уйăрса çӗр каçма вырнаçтартăмăр. Тренерсемпе пӗрле килнӗ ашшӗ-амăшӗсене хам пата каç выртма киле илсе кайрăм. Килнӗ хăнасем ăмăрту иртекен спортзала кӗрсен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗç, лайăх хатӗрленнине палăртрӗç. 

Пӗрремӗш чăваш наци кӗрешӗвӗн регионсен хушшинчи турнирӗ 2004 çулхи майăн 8-мӗшӗнче Матакри вăтам шкулăн спортзалӗнче тăватă регионтан (Ульяновскпа Самара облаçӗсенчен, Чăваш Енрен тата Тутарстан Республикинчен) çӗр ытла çамрăк спортсмен хутшăннипе пуçланчӗ. Çак ăмăрту хуласенчен килнӗ ачасене питӗ килӗшрӗ, мӗншӗн тесен килнӗ хăнасене шкулти столовăйӗнче икӗ хутчен тӳлевсӗр апат çитертӗмӗр. Поварсем апатне те тӗрлӗрен те питӗ тутлă хатӗрленӗ.

Ульяновск облаçӗнчи Елщанка ялӗнчен килнӗ Никита Федоров ăмăрту хыççăн ашшӗнчен В.Н.Федоров тренертан: «Атте мана кунта питӗ килӗшрӗ, уйрăмах тӳлевсӗр апат çитерни. Сӗтелӗ çинче мӗн кăна çук!  Эпир санпа ăçта кăна çӳремен, кун пеккине курман. Тепӗр çул кунта ăмăрту пулсан килетпӗр-и?» – тесе ыйтни халӗ те асра.

Ăмăрту пынă вăхăтра та кӗрешекенсем правилăсене тӗрӗс пăхăнса ăмăртрӗç, хирӗçӳсем пулмарӗç. Унсăр пуçне, кӗрешекен ачасен хушшинче пӗри те аманмарӗ, веçех йӗркеллӗ вӗçленчӗ. Ку вăл кавир çинче ӗçлекен судьясен ăсталăхӗнчен те, тӗрӗс те йăнăшсăр ертсе пынинчен те, шурă халатлă тухтăрсем ăмăрту вӗçлениччен ачасен сывлăхне тӗрӗслесе тăнинчен те килет ӗнтӗ. 

Çак ăмăртура пирӗн шкул команди 1-мӗш вырăн çӗнсе илсе куçса çӳрекен кубока илме тивӗçрӗ. 15 виçе йывăрăшӗнче кӗрешнӗ ачасенчен виççӗшӗ – 1-мӗш, улттăшӗ – 2-мӗш, тепӗр улттăшӗ – 3-мӗш вырăнсене çӗнсе илчӗç. «Куратăр-и, Виталий Петрович, сирӗн ачасемпе тӗрӗс ӗçлеме пӗлнин сăлтавӗпе витӗмӗ уççăнах курăнса тăрать. Эсир пур чухне ял пулнă, пур, пулать те. Пирӗн ачасем те маттур!» – терӗ нумай çул ачасене вӗрентекен Н.А.Кузьмина.

Николай Угаслов пур енлӗн пулăшса пычӗ

Ăмăрту хыççăн ăмăртăва хутшăнса эпир яланах малти вырăнсене çӗнсе илсе пытăмăр. Малтанласа тӗрлӗ çӗрте иртекен ăмăртусене эпир ялтан района (Кивӗ Çӗпреле) çуран е çула май каякан машинăсемпе çӳрерӗмӗр. Унтан рейслă автобус çине ларса ăмăрту иртекен хулана е яла çитсе кӗрешӳре хастар хутшăнаттăмăр. Паллах, ăмăртăва вăхăтра çитес тесе çул çине эпир ирех, кăвак çутăпах тухаттăмăр. Эпӗ астăвасса ачасем те нихăçан та çывăрса юлман, пыраймастăп тесе те каламан, ăмăртусене яланах вăхăтра çитнӗ.

2005 çулхи февральте Шупашкарта иртнӗ «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнма тиврӗ. Унта хамăр ентешпе, Хулаçырминче çуралса ӳснӗ, халӗ «Тус» строительство фирмине ертсе пыракан Н.Ф.Угасловпа паллашрăм. Николай Федоровичпа пӗрре курсах пӗр чӗлхе тупрăмăр. Хамăр районта чăваш наци кӗрешӗвне аталантарас ыйтусене тӗплӗн сӳтсе яврăмăр. Çавăн хыççăн вăл пире пур енӗпе те пулăшса пыма пуçларӗ. Виççӗмӗш хут кӗрешӳпе ăмăрту йӗркелесе ирттерессине  Николай Федорович веçех хăй çине илчӗ, мӗншӗн тесен эпир ăна маларах, хăй килӗшнипе, хамăр республикăри Чăваш наци кӗрешӗвӗн  федерацине ертсе пыма суйларăмăр. Вăл чăваш кӗрешӗвӗн ăмăртăвӗнче пӗрремӗш хут кăна пулсан та, хăй каланă тăрăх, ăна ăмăрту питӗ килӗшнӗ иккен. 

Ăмăрту вӗçленсен те Николай Федорович килне кайма васкамарӗ-ха, манпа темӗнччен калаçса ларчӗ. Ачасем пирки, ăмăртусене еплерех çӳренисене, лайăх кӗрешекен спортсменсем çинчен – пӗтӗмпех ыйтса пӗлме тăрăшрӗ. Эпӗ каласа панисене, ăмăртусене хамăр тӗллӗн çуран е çула май каякан машинăсемпе çӳренине илтсен: «Пирӗн фирмăра пӗр автобус пур. Эпир ăна сире ăмăртусене çӳреме юрăхлă туса пама пултаратпăр. Сирӗн енчен вара автобуса хăвăр çине куçарса шофер тупасси кăна юлать, килӗшетӗр-и?» – терӗ. Эпӗ савăннипе Н.Ф.Угаслова чӗререн тав турăм, килӗшни çинчен пӗлтертӗм. 

Çапла эпир автобуслă та пултăмăр. Ачасен савăнăçне курсанччӗ эсир! Кунсăр пуçне Николай Федорович пире кӗрешӳ кавирне те туянса пачӗ. Ăна Мускав хулинченех илсе килтӗмӗр.

Николай Федорович пирӗн спортри çитӗнӳсемпе кăсăкланса, хавхаланса пычӗ. Яланах вăй çитнӗ таран пире пур енчен пулăшса, хавхалантарса тăчӗ. 2006 çулта Рязань хулинче Раççей шайӗнче иртнӗ  ăмăртура пирӗн Женя Дунаев 3-мӗш вырăн çӗнсе илчӗ, ман ачасенчен пӗрремӗш спорт мастерӗ пулчӗ. Ку пирӗншӗн пысăк çитӗнӳ, ачасемшӗн вара лайăх тӗслӗх. 

Шкулта иртекен ăмăртусене хамăр ялтан тухнă çар çыннисене чӗнеттӗм, ачасен патриотлăх туйăмӗ ӳстӗр, çирӗплентӗр тесе тăрăшаттăм. Хăнасем нихăçан та пушă алăпа килмен, яланах шкул валли парнесем илсе килетчӗç. Акă, сăмахран, биатлон енӗпе спорт мастерӗ Ю.В.Охотников биатлонистсен винтовкине, Ю.В.Барышов подполковник вӗрентӳ автоматне парнелерӗç тăван шкула. Çавăнпа та пуль Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен хушшинче пирӗн ял ачисем те нумайăн…

2008 çулта Н.Ф.Угаслов пуçарнипе тата эпир тăрăшнипе Хулаçырминче те чăваш наци кӗрешӗвне йӗркелесе ятăмăр. Çак пархатарлă ӗçе ертсе пыма ОБЖ учительне В.Н.Ильина палăртрăмăр, мӗншӗн тесен вăл ачасемпе чунне парса ӗçлетчӗ. Владимир Николаевич çак спорт енӗпе нумай пултаруллă ача хатӗрлерӗ. Вӗсенчен пӗри – Юрий Мугин. Вăл яланах тăрăшса, хăюллăн, пӗлсе кӗрешнисем халӗ те куç умӗнче. Унсăр пуçне Саша Леонтьев, Саша Яруков, Владислав Мокшин хăйсене лайăх спортсмен пек кăтартрӗç. 

Çавăн пекех Çӗнӗ Йӗлмел тренерӗ П.И.Рафиков та ачасемпе чăваш кӗрешӗвне аталантарас тесе нумай вăй хучӗ. Унăн командинчи ачасем ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çӗнсе илме пуçларӗç. Андрей Казаков, Андрей Веревкин тата ыттисем те Раççей шайӗнчи ăмăртусене хутшăнса хăйсене лайăх енчен кăтартрӗç. Федор Шагаев, Кольăпа Саша Еремеевсем те пултаруллăччӗ, вӗсем кӗрешнине пăхса савăнаттăмăр. 

Ун хыççăн пирӗнпе пӗрле Аслă Аксу ялӗн (тренерӗ И.В.Исаев) чаплă кӗрешекенӗсем – Андрейпе Владислав Лепешкинсем, Сашăпа Володя Лахмистровсем; Алешкин Саплăкăн (тренерӗ Б.М.Юдин) ăста спортсменӗсем – Роман Романов, Александр Чернов, Владислав Тимошкин, Егор Юдин, çавăн пекех Упи ялӗнчен те хутшăнса чăвашла кӗрешме пуçларӗç. 

Пирӗн шкулта çулсерен иртекен чăваш наци кӗрешӗвӗн ăмăртăвӗсене  районти тутар ялӗсенчен те – Кӗçӗн Чăнлăран, Мучелейӗнчен, Шланкаран, Тутар Паснапуçӗнчен – ачасем хутшăнса вăй виçме пуçларӗç. 

2008 çултан пуçласа пирӗн шкулта иртекен кӗрешӳ турнирӗнче чи лайăх кӗрешекенсене пысăк парне – район пуçлăхӗ ятӗнчен велосипед парса чысланă. Çак парнене Павел Ермолаев, Алексей Шингарев, Адис Хисамутдинов, Николай Тяхин, Николай Чукмарев, Николай Шингарев, Николай Мидюкин, Вадим Чернов, Евгений Шингарев, Данил Ермолаев, Матвей Буланов çӗнсе илчӗç.

Пӗр тренер та хăйӗн ырă ячӗшӗн вăй хумасть

2010 çулта Алешкин Саплăк ялӗнче иртнӗ Акатуйра чăваш наци кӗрешӗвӗпе пуçласа ăмăрту йӗркелерӗмӗр. Çак пархатарлă ӗçе хатӗрлесе ирттерессине веçех хамăр çине илтӗмӗр, паллах, укçа-тенкӗ енӗпе Н.Ф.Угаслов пулăшрӗ. Ăмăртура кӗрешекенсене икӗ ӳсӗм ушкăнне  уйăртăмăр: çамрăк ачасем тата мăн арçынсем. Кӗрешекенсем питӗ нумайăн пулчӗç. Ăмăрту питӗ хӗрӳ пычӗ, куракансем те йышлăн пухăнчӗç. Икӗ ушкăнра та такана Матак ачисем çӗнсе илчӗç: Андрей Петрушкин тата Женя Дунаев. Ун хыççăн та районти Акатуйсенче пирӗн ял ачисем нумай чух малти вырăнсене çӗнсе илсе Акатуй паттăрӗ пулса тăчӗç. 

2003 – 2024 çулсенче Матакри вăтам шкулта вӗренекенсен хушшинче чăваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе 16 вӗренекен спорт мастерӗн ятне илнӗ: Евгений Дунаев, Игорь Ермолаев, Александр Мердеев, Дмитрий Петрянкин, Николай Ефрейторов, Дмитрий Алимасов, Андрей Петрушкин, Алексей Шингарев, Павел Ермолаев, Вячеслав Ефрейторов, Владимир Тютин, Николай Фадеев, Николай Шингарев, Александр Ефрейторов, Николай Чукмарев, Дмитрий Шингарев тата 20 ытла ача спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнăçланă. 

Пирӗн ачасем Раççей шайӗнче иртекен ăмăртусене хутшăнса лайăх кӗрешекен ятне тивӗçнӗ: Женя Дунаев – Рязань хулинче, Дима Алимасов – Çӗнӗ Шупашкарта, Хусанта, Коля Чукмарев – Ивановăра...

Çак вăхăтра Матак ачисем 300-е яхăн ăмăртăва хутшăнчӗç, Раççейӗн  ултă регионӗнче пулса курчӗç. Çак спортсменсенчен нумайăшӗ Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вăй хурать, вӗсен хушшинче çар офицерӗсем те, вăй структурисенче тăрăшакансем те пур. Ачасемпе ӗçлекен тренер та пур:  вăл Н.В.Чукмарев. Халӗ Шупашкар хулинче учитель-тренер пулса ӗçлет. Вӗсемпе эпир мăнаçланатпăр, вӗсен ӗçри çитӗнӗвӗсемпе, ăнăçăвӗсемпе савăнатпăр.

Спорта малалла ярас, ачасене тӗрӗс çулпа илсе пырас тесе ӗçлекен пӗр тренер та, пӗр наставник та хăйӗн ырă ячӗшӗн вăй хумасть, яланах ял е хула чапӗшӗн, ачасен шăпишӗн, пуласлăхӗшӗн, çирӗп ӳссе çитӗнччӗр тесе тăрăшать. Ун пек çынсене «вăл чирлӗ» теççӗ. Чăн та, ун пек ӗçре «чирлӗ», ачасене юратакан çын кăна ӗçлеме пултарать, мӗншӗн тесен спорт вăййисенче, ăмăртусенче тӗрлӗ инкексем сиксе тухаççӗ. Акă, тӗслӗхрен, манăн икӗ ача ăмăртура аллине хуçрӗ, икӗ хут та хулари больницăсенче хамăн ачасене операци тума килӗшни çинчен хут çырма тиврӗ: пӗри – Çӗнӗ Шупашкарта, тепри – Ульяновскра. Операци хыççăн ачапа мӗн те пулин пулсан, паллах, тренера ашшӗ-амăшӗ те тав сăмахӗ  каламӗ, прокуратура та ӗç пуçарӗ. Юрать-ха, кашнинчех веçех йӗркеллӗ пулчӗ. Начарри никамăн та ан пултăрччӗ…

Хальхи пурнăçра ачасене тӗрӗс воспитани парса ӳстерме пӗртте çăмăл  мар. Çавна пулах кашни ачан хăйӗн тӗрӗс çул суйласа илмелли май пулмалла. Тăван чӗлхене те упрама пӗлмелле, çамрăк чухне спортпа туслă пулмалла. Спортпа туслă пулмалла тени пурин те лайăх спортсмен пулмалла тенине пӗлтермест. Спорт вăл пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшать. Апла пулсан кӗрешӳ чăвашлăха упрама пулăштăр, мӗншӗн тесен вăл – спортăн пӗр тӗсӗ.

 

Виталий МЕРДЕЕВ, спорт мастерӗ.

Çӗпрел районӗ, Матак.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт Образование борьба