Çĕршыв пуласлăхĕ технологисен аталанăвĕнче
Мӗнлерех вырăн йышăнать-ха Раççей ытти çӗршывсем хушшинче технологисен аталанăвӗпе? Мухтанмалли те, кулянмалли те пур...
Юлашки çулсенче çӳллӗ технологисен пурнăçри вырăнӗ палăрмаллах улшăнчӗ. Çулсерен вӗсен пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Ку çӗршыва хăйне май инноваци çулӗпе утма хистет. Тӗрлӗ технологисем экономика ӳсӗмне палăрмаллах витӗм кӳнине кура халӗ пӗр отрасль те, пӗр сфера та вӗсемсӗр аталанаймасть.
Мӗнсем кӗреççӗ-ха çӳллӗ технологисен шутне? Тӗрлӗ сферăри кăткăс задачăсене татса пама кирлӗ наукăри чи çӗнӗ пӗлӳсемпе усă курса пуçарнă передовой инструментсем, системăсемпе процессем. Вӗсене производствăна, тӗрлӗ облаçсене кӗртни çынсен пурнăçне революцилле çӗнӗлӗхсем илсе килчӗ. Паллах, çынсен пурнăçӗ те палăрмаллах улшăнчӗ.
Сăмахран, банк системине илер. Ӗлӗкрех шутлама пултарнă-и эпир мобильлӗ телефонпа усă курсах тӗрлӗ тӳлевсем тума пултарасса? Халӗ килте ларса лавккана каймасăрах мӗн кирлине онлайн майпа туянаятпăр. Апат-çимӗçне киле килсех параççӗ тата. Ăçта та пулин каяс тесен билет илме аэропорта та, вокзала та çӳресси çук. Йăлт приложенисем урлă тума пултаратпăр. Укçа куçарасси те ним те мар. Экспертсен шучӗпе, Раççейри банк системи тӗнчипе те лайăххисен шутӗнче. Ниçта та ун пек укçа хăвăрт куçарма çук, уйрăмах тӗрлӗ банксем хушшинче. Эпир вара çак операцисене темиçе çеккунт хушшинче пурнăçлатпăр.
2024 çула Тутарстанра Наукăпа технологисен аталанăвӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Вӗсен аталанăвӗ наука çитӗнӗвӗсенчен, сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, культура тата ытти сферăсенчен пуçласа экологи таранах витӗм кӳрет. Технологисен аталанăвӗ уйрăмах наукăшăн пӗлтерӗшлӗ. Вăл ученăйсене пысăк майсем уçса парать.
Çӗнӗ технологисем — çӗнӗ майсем
Нумай ӗçе автоматизацилени, искусствăлла интеллектпа усă курни, роботизаци производствăри ӗçсене эффективлăрах тума, ресурссемпе ăслă, перекетлӗ усă курма, тăкаксене чакарма пулăшать. Производительсен продукцийӗ вара конкурентлăрах пулса пыни вӗсене тӗнче рынокне тухма май парать.
Сывлăх сыхлавнех илер. Çӳллӗ технологисем медицинăра кунран-кун пысăкрах вырăн йышăнаççӗ. Вӗсем диагноза хăвăрт та тӗрӗс лартма, сиплев меслечӗсене лайăхлатма, операцисене çӗнӗ мелсемпе тума пулăшаççӗ. Телемедицина пурнăçа кӗрсе пынинчен те тӗлӗнместпӗр ӗнтӗ. Çӳллӗ технологисем пӗтӗмӗшле наци сывлăхне лайăхлатма, сывлăх сыхлавӗнчи тăкаксене оптимизацилеме пулăшаççӗ.
Тӗнчерен юлас марччӗ
Çапах та мӗнлерех вырăн йышăнать-ха Раççей ытти çӗршывсем хушшинче технологисен аталанăвӗпе?
Шел те, пур енӗпе те мухтанмалли çук. Хăш-пӗр енӗпе вара малта кăна мар, лидерсен шутӗнче.
Çавсен шутне, тӗслӗхрен, çар технологийӗсем, спутник навигацийӗ кӗреççӗ. ГЛОНАСС пирки пырать сăмах. Вăл Америкăн GPS системинчен нумай енӗпе ирттерет. Спутникпа çӗр çаврăнни пӗр-пӗрне «хирӗçлеменнине» кура ГЛОНАСС пӗр чăхăмламасăр ӗçлет. Тинӗс навигацийӗпе те эпир малта пыратпăр. «Транзас» системăпа паян нумай çӗршывра усă кураççӗ. Тӗрлӗ çӗршывсен 13 пине яхăн коммерципе патруль, çар кимӗ-карапӗ усă курать унпа.
Микропроцессор ăсталас енӗпе те кашни çӗршыв мухтанаймасть. Раççей Америкăран, Японирен юлса пырать пулин те Китайпа, Нидерландыпе пӗр шайра. Телекурăмпа радио енӗпе те Раççей лидерсен шутӗнче. Телестанцисемпе телеканалсен шучӗ 3300 яхăн, радиостанцисем 2500. Интернетри шырав системи те лайăххисен шутӗнче. Тӗнчере 4-мӗш вырăнта ку енӗпе. «Яндексăн» шырав системипе СНГ çӗршывӗсенче питӗ анлă усă кураççӗ. Тата интернетра вырăс чӗлхипе усă курасси те акăлчан чӗлхи хыççăн иккӗмӗш вырăнта пырать. Сотовăй çыхăнупа та пирӗн çӗршыв 2-мӗш вырăнта.
Мӗншӗн бизнес наукăпа интересленмест?
Малти вырăна тытса пырас тесен, паллах, тăтăш аталанмалла. Унсăрăн хăвса иртсе каясси ним те мар. Экспертсен сăмахӗпе, çӳлерех асăннă сферăсемсӗр пуçне паян çӗнӗ технологисене экономикăшăн чи кирлӗ секторсене кӗртсе пымалла. Аталанса пыракан çӗршывсем наука тӗпчевӗсем çине питӗ сахал укçа тăкаклаççӗ. Шел те, Раççей те, хăйӗн пысăк потенциалне пăхмасăрах, наука ӗçне çителӗклӗ укçа-тенкӗпе тивӗçтермест. Японипе танлаштарсан — 7, Америкăран 17 хут сахалрах. Çӳллӗ технологисен тӗнчери рынокӗн çурри ытла пайне (66 процент) çак çӗршывсем йышăнаççӗ. Раççей пайӗ пурӗ те 0,4 процент.
Пӗтӗмӗшле шалти продукцин шайӗнче наукăпа технологисен пайӗ çӗршывра 10 процентран иртмест. Бизнес та начар ӗçлет наука енӗпе. Патшалăх наукăпа инноваци ӗçне аталантарас тата инвестицисен япăх климатне лайăхлатас тӗллевпе наука секторӗн тăкакӗсене компенсацилет-ха. Лару-тăрăва çирӗплетес шутпа çӗнӗ продукцисем шутласа кăларма ыйтать. Рынок экономики вăйлă аталаннă çӗршывсенче наука тӗпчевӗсемпе тăкакӗсем çине пӗтӗмӗшле шутран 70 процента яхăн укçа-тенкӗ хываççӗ. Ытларах пайӗ, хăш-пӗр çӗрте пӗтӗмпех, вăл харпăр сектортан килет. Урăхла каласан бизнес çаврăмӗ вăйлă тӗрев парать наукăпа технологисен аталанăвне. Раççейре вара пӗтӗмпех патшалăх шутӗнчен. Çӳллӗ технологисен ВВПри пайӗ 12 процентпа танлашать, вăйлă аталаннă çӗршывсенче 30–35 процент таран.
Пире ура хурасшăн
Экспертсен шучӗпе, технологисемпе суту-илӳ тăвассин масштабӗсемпе чиккисене анлăлатни çеç Раççее ку отрасльте курăмлă утăм тума май парӗ, халăхсен хушшинчи конкурентлăхне ӳстерӗ.
Анчах кунта пире кӗртесшӗнех мар. Сăмах, паллă ӗнтӗ, Анăç инвесторӗсем пирки. Раççее тӗнче рынокне кăларас мар тесе вӗсем нумай тăрăшаççӗ. Мӗншӗн тесен пирӗн çӗршыва конкурент шутӗнче курас килмест. Çавăнпа Раççейӗн наукăпа технологисен аталанăвне сисчӗвленсе сăнаççӗ. Мӗншӗн тесен Раççей топливо чӗртаварӗн тӗп поставщикӗсенчен пӗри пулнă та, пулать те. Технологисен енӗпе те мала тухсан вӗсен ăçта кайса кӗмелле? Тата промышленность продукцине харпăр рынокрах вырнаçтарма пултарни те Анăçа шухăшлаттармасть мар. Çавăнпа ют çӗршыв инвесторӗсем ытларах суту-илӗве, тӗрлӗ услугăсен сферине, нефтьпе газ уçлассине укçа-тенкӗ хываççӗ. Раççейӗн технологи аталанăвне укçа хывма ухмах мар-ха теççӗ пулмалла. Асăннă отрасльсене укçа хывни вара ăна каялла, паллах самай ӳстерсе, тавăрма пулăшать. Çавăнпа инвесторсене ытларах наука ӗçӗпе интереслентерме тăрăшмалла — хамăрăннисене.
Статистика кăтартăвӗсемпе, технологисен ылмашăнăвне хутшăнманнипе, çӳллӗ технологисене кирлӗ шайра кӗртсе пыманнипе Раççей çуллен 3 миллиард доллар таран çухату тӳсет.
Наука сферине çăмăллăхсем кирлӗ
Хамăрăн технологисене аталантарас вăй-хал çук мар, çав шутра тӗнче рынокне тухма та, анчах васкамалла. Мӗншӗн тесен лидер-çӗршывсем кунсерен тенӗ пек пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ.
Экспертсен диагнозӗ вара шелсӗр. Технологи аталанăвӗпе вăйлă çӗршывсенчен эпир 10–15 çула юлса пыратпăр. Ку наци хăрушсăрлăхӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ япала. Раççейӗн ку вăхăтра хими технологийӗсем, наноматериалсем, çăмăл граждан авиацийӗ енӗпе, хăвăрт нейтронсемлӗ ядерлă реакторсем тăвассипе тата çар технологийӗсемпе лидерсен шутне тухма мӗнпур майсем пур.
Çавăнпа наука сферине налог çăмăллăхӗсемпе тивӗçтермеллине, наукăпа инноваци ӗçне бизнеса хутшăнтарма çӗнӗ инструментсем шутласа тупмаллине калаççӗ экспертсем. Çӳллӗ технологисен рынокӗнче паяна çапларах картина: импорт тăкакӗсем экспорт тупăшӗнчен самай пысăкрах.
Мимесем «тараççӗ»
Тӗрӗссипе пирӗн наука ӗçченӗсем кӗрӗк арки йăваласа лармаççӗ. Паллă ӗнтӗ, тӗнчери ертӳçӗ университетсенче пирӗн çӗршывран тухнă ученăйсем сахал мар. Халӗ усă куракан çӗнӗ йышши гаджетсем, ытти технологисем пирӗн пулма пултарнă. Раççейӗн технологисемпе суту-илӳ тăвас рынокӗн пӗр япали самай сăтăр кӳрет темелле. Сăмах хӳтлӗхпе тивӗçтермен интеллектуаллă харпăрлăх пирки. Коммерци енчен пăхсан, вӗсене тивӗçлипе хакласа çитереймеççӗ. Технологисен экспортӗнче ытларах инжиниринг услугисемпе тӗрлӗ тӗпчевсемпе разработкăсен кăтартăвӗсем, нумайăшне патент килӗшӗвӗпе тивӗçтермен. Çавна пула импорт таварӗ пирки тунă килӗшӳ экспорт хакӗнчен ик хут ытларах пулса тухать. Технологисемпе суту-илӳ тăвасси сахал тупăшлă пулнине кура бизнес унпа пит интересленмест. Ют çӗршывсем вара пирӗн ученăйсен ăс-хакăл продуктне виç хут йӳнерех хакпа туянса каялла май пире виç хут хаклăрах продукт сӗнеççӗ. Федераллă бюджет шучӗпе тунă çӳллӗ технологисен сферинчи тӗпчевсене ют çӗршывсене сутни хамăрах такăнтарать. Çавăнпа ют çӗршыв технологийӗсенчен тытăнса тăрас мар тесен наука отрасльне пур енлӗ тӗрев памалла.
Шанăç пур
Тӗнче рынокӗнче перспективлă енсен шутне фармацевтика, биотехнологисем, тӗрлӗ электроника, компьютер тата офис техники кӗрет. Шел те, ку енӗпе те эпир Америка, Япони, Германи çӗршывӗсенчен юлса пыратпăр, Китайран та. Ӗçлемелӗх, шутламалăх пур кунта. Программа тивӗçтерӗвӗпе, пӗр-пӗринпе хутшăнма пултаракан биоматериалсем, биоинженери енӗпе, биосинтетика тата биосенсор технологийӗсем тăвассипе, атмосферăпа гидросфера лару-тăрăвне тӗрӗслессипе, водород энергетикипе Раççей малтисен ретӗнче.
Çӳллӗ технологисен тӗнчери рынокне паян электроника, компьютерпа телекоммуникаци техникисен енӗпе Китай, Сингапур, Кăнтăр Корея пайлаççӗ. Йывăр машиностроенире, хӗç-пăшалпа хими енӗпе АПШ, Франци, Германи лидерсем. Бельги, Швейцари, Германи, Европăри тата ытти çӗршывсем тӗнчене фармацевтикăпа, биотехнологисемпе тивӗçтерсе тăраççӗ. Хамăр çӗршывра туса кăларнă япаласем конкурентлăха, çав шутра тулашра кăна мар, шалта та, ан çухатчăр тесен наука сферине питӗ пысăк тӗрев памалла.
Çӳлерех çырнăччӗ ӗнтӗ, нумай енӗпе çӗршыв лидерсен шутӗнче, çав шутра авиакосмос енӗпе те. Юлашки вăхăтра Раççей харпăр продукцие вырнаçтарма урăх рыноксем шырани те шанăç кӳрет.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев