News by date 9 August 2024
-
Наратлăсем валли ӗç пур
Раççейри чи пысăк агрохолдингсенчен пӗри «ЭкоНива» нумай пулмасть Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗ çывăхӗнче «Наратлы» выльăх-чӗрлӗх комплексне хута янă.
-
Чи пысăк тухăç Теччӗ районӗнче
Хальхи вăхăтра вырма республикăн 43 районӗнче хӗрсе пырать. Кӗçнерникун тӗлне пирвайхи миллион тонна тырра пӳлмене хуни паллă пулчӗ.
-
Алексеевски районӗнче 2030 çул тӗлне тиевсем йышăнакан юханшыв порчӗ хута каять
Алексеевски районӗнче 2030 çул тӗлне пысăк проект хута каймалла – юханшыв тиев порчӗ ӗçлеме пуçламалла. Хальхи вăхăтра çакăнпа çыхăннă документацисемпе ӗçлесси пырать. Кун пирки Тутарстан Республикин Инвестицисен аталанăвӗн агентствин (АИР) ертӳçи Талия Минуллина пӗлтернӗ.
-
Пӗкӗлме районӗнчи «Колобок» ача садӗнче «Йăла-йӗркене упраса: çемье рецепчӗсен кӗнеки» ятпа фоточеллендж иртнӗ
Нумаях пулмасть Пӗкӗлме районӗнчи 9№ «Колобок» ача садӗнче «Йăла-йӗркене упраса: çемье рецепчӗсен кӗнеки» ятпа интереслӗ те нумай пӗлме пулăшакан мероприяти – фоточеллендж – иртрӗ. Ачасем унта хутшăнса тӗрлӗ халăх – мăкшă, чăваш, тутар, вырăс, удмурт, азербайджан тата ыттисен апат-çимӗçӗпе паллашрӗç, вăл е ку апата мӗнле хатӗрлемеллине вӗренчӗç.
-
Хастаррисем ăмăртӗç вăтанакансем пăхса тăрӗç
Пирӗн çӗршывра Физкультурник кунне август уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче 1939 çултанпа паллă тăваççӗ
-
Çĕршыв пуласлăхĕ технологисен аталанăвĕнче
Мӗнлерех вырăн йышăнать-ха Раççей ытти çӗршывсем хушшинче технологисен аталанăвӗпе? Мухтанмалли те, кулянмалли те пур...