Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наратлăсем валли ӗç пур

Раççейри чи пысăк агрохолдингсенчен пӗри «ЭкоНива» нумай пулмасть Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗ çывăхӗнче «Наратлы» выльăх-чӗрлӗх комплексне хута янă.

Çӗнӗ комплекс тăватă ӗне, пăру ферминчен, пӗчӗк пăрусене усрамалли площадкăсенчен, выльăх апачӗн кӗлетӗнчен, санпропускникран, ӗне сумалли «Карусель» установкăллă залран тăрать. Комплекс пӗтӗмпе 3550 пуç ăратлă ӗне тата 5100 пуç пăру вырнаçмалăх. Талăкра 120 тонна сӗт сума пултарать, тесе пӗлтерет ТрР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. 

Çӗнӗ предприяти халăха 175 ӗç вырăнӗпе тивӗçтерет. Апла-тăк, Наратлă чăвашӗсем валли те вырăн тупăнать.

 Кунти ӗне-выльăх нумай сӗт паракан Голштино ăрачӗлли. Сӗт сунисӗр пуçне комплекс çак ăрата ӗрчетессипе те ӗçлӗ. Çапла майпа вăл «ЭкоНива» агрохолдинг хуçалăхӗсене кăна мар, ытти хуçалăхсене те ăратлă тынапа тивӗçтерӗ, çав шутра электронлă аукцион урлă та.

Çӗнӗ агрохолдинг Пӗкӗлме районӗн социаллă экономикин аталанăвӗшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ.

(Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ял хуçалăхӗ