Сентябрӗн 13-мӗшӗнчен ял хуçалăх ярмарккисем тытăнаççӗ
Ял хуçалăх ярмарккисем кăçал сентябрӗн 13-мӗшӗнчен пуçланаççӗ те декабрӗн 28-мӗшӗчченех пыраççӗ. Вӗсем Хусан хулинче – 14, Çырчалли, Ешӗлвар, Анат Кама хулисенче – 2-шер, Анат Кама районӗнчи Камские Поляны хула евӗрлӗ поселокра 1 площадкăра иртеççӗ.