Сентябрӗн 13-мӗшӗнчен ял хуçалăх ярмарккисем тытăнаççӗ
Ял хуçалăх ярмарккисем кăçал сентябрӗн 13-мӗшӗнчен пуçланаççӗ те декабрӗн 28-мӗшӗчченех пыраççӗ. Вӗсем Хусан хулинче – 14, Çырчалли, Ешӗлвар, Анат Кама хулисенче – 2-шер, Анат Кама районӗнчи Камские Поляны хула евӗрлӗ поселокра 1 площадкăра иртеççӗ.
Республикăра çулсерен иртекен йăлана кӗнӗ ял хуçалăх ярмарккисем кăçал та пулаççӗ. Тӗллевӗ – хамăр фермерсене хăйсем туса илнӗ продукцие сутма пулăшасси. Ку ярмарккăсем «Эффективная и конкурентная экономика» наци проекчӗпе иртеççӗ. Çапла майпа производительсене хăйсен продукцине туянакан патне тӳрреммӗнех çитерме майсем туса параççӗ. Халăха вара паха продукципе тивӗçтереççӗ. Сăмах май, кăçалтан ярмаркка Хусанти çӗнӗ «Салават Купере-2» пурăнмалли комплексра та пулать.
Ярмарккасем çак адрессемпе иртеççӗ:
Хусан – Аграрная (2); Липатов (7); Ямашев (71А); Ленинградская (27); Батыршина (20); Краснококшайская (150/2); Карим Тинчуринпа Тутарстан урамсем хӗресленнӗ вырăн; Çӗнтерӳ проспекчӗ (46 В); Ю.Фучик (64);Лаврентьев (д. 10); Дементьев (7); Беломорскаяпа Гудованцев урмӗсем хӗресленнӗ вырăн; Революционная (12); А. Авзалова (15) урамсем.
Çырчалли – Габдулла Тукай çыранӗ (16); Чулман проспекчӗ (Ипподром территорийӗнчи площадка).
Ешӗлвар муниципаллă район – Осиново поселокӗ, Садовая урамӗ (9), «Новая Typa» технополис.
Анат Кама – Бызов урамӗ (2A); Строительсен проспекчӗ (2Б)
Камские Поляны хула евӗрлӗ поселок: «Олимпия».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев