Алексеевски районӗнче 2030 çул тӗлне тиевсем йышăнакан юханшыв порчӗ хута каять
Алексеевски районӗнче 2030 çул тӗлне пысăк проект хута каймалла – юханшыв тиев порчӗ ӗçлеме пуçламалла. Хальхи вăхăтра çакăнпа çыхăннă документацисемпе ӗçлесси пырать. Кун пирки Тутарстан Республикин Инвестицисен аталанăвӗн агентствин (АИР) ертӳçи Талия Минуллина пӗлтернӗ.
Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов каланă тăрăх, тиевлӗ карапсене йышăнакан порт тăвас территорипе халиччен Алексеевски – Элмет автотрасса тунă чух усă курнă, çав шутра инертлă тиевсене пушатма-тиеме те. Шăп çавăн чух инвесторсен тиевсем йышăнакан порт тăвас шухăш çуралнă та.
Халь проектпа смета документацине йӗркене кӗртес ӗç пырать. Асăннă объекта тăвакан территори планӗн схемине кирлӗ улшăнусем кӗртнӗ ӗнтӗ. Çӗре хатӗрлесе çитернӗ.
Çавăн пекех, С.Демидов каланă тăрăх, çӗнӗ портăн территорийӗнче юханшыв транспорчӗ валли заправка станцийӗ тата кимӗсем тăмалли вырăн та тума палăртнă. Алексеевски районӗ шывпа çыхăннă проектсем тăвас енӗпе питӗ тимлӗ ӗçлет, çавăнпа та ку енӗпе пулăшу парас текен инвесторсене яланах хапăл.
Сăнӳкерчӗк АИР пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев