Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хастаррисем ăмăртӗç вăтанакансем пăхса тăрӗç

Пирӗн çӗршывра Физкультурник кунне август уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче 1939 çултанпа паллă тăваççӗ

 


Пирӗн çӗршывра Физкультурник кунне август уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче 1939 çултанпа паллă тăваççӗ

Уява мӗнле ирттерессине журналистсене «Татар-информ» информаци агентствинче каласа пачӗç. Тӗлпулăва ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Зарипов, Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн Физкультурăпа спорт комитечӗн председателӗ Линар Гарипов, «ГТО» Пӗтӗм Раççейри Физкультурăпа спорт комплексӗн Тутарстанри уйрăмӗн ӗç тăвакан директорӗ Артур Сабитов, «КазБас» АНО ертӳçи Альберт Хусаинов тата Регина Айнуллина фитнес-тренер килнӗ.

Хусан Раççейре спортăн тӗп хули пулни пирки иккӗленекенсем çук-тăр. Кунта спорт сооруженийӗсем те йышлă, хула çыннисене спортпа аппаланма пур условисене те туса пама тăрăшаççӗ. Укçа тӳлесе çӳремелли вырăнсем те пур, тӳлевсӗрех çан-çурăма çемçетме, сывлăха çирӗплетме пулать. Тӗслӗхрен, скандинавсен утти. Хăйне çулталăкӗпех хастар кăтартакан «Пурнăçа юратакансен» клубӗн ӗçне ырласа çырнисене эсир те вуланă. Çамрăксем валли çул çитменнисен клубӗсем ӗçлеççӗ.
Физкультурник кунне анлăн ирттересси малтанах паллăччӗ. Спикерсем шухăша çирӗплетрӗç. Тӗпрен илсен уяв «Урам» экстрим-паркра иртет. Ирхине 8 сехетренех пуçланать программа, 18 сехетсенче вӗçленет вăл. Кунӗпе вăйăсем, ăмăртусем темиçе площадкăра иртеççӗ. 12 сехет çитеспе Пекинра иртнӗ Олимпиадăра кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ фигуристка Евгения Тарасова ирхи зарядка ирттерӗ.
Парăс спортне юратакансене те çакăнта чӗнеççӗ йӗркелӳçӗсем. Казанка акваторийӗнче ятарлă вырăн уйăрнă та ӗнтӗ. Линар Гарипов ку ăмăрту питӗ илемлӗ пуласса шантарчӗ: «Хăвăр хутшăнмасан та курма пырăр», — йыхравларӗ вăл. Уяв Çемье çулталăкӗнче иртнине те асрах тытнă, Совет Союзӗнче анлă сарăлнă «Папа, мама, я — спортивная семья» ăмăртусем «чӗрӗлсе тăнă». Анчах йӗркелӳçӗсем спорта юратакан çемье умне услови лартнă: командăра арçын, хӗрарăм, виçӗ ача пулмалла. 
Спорт ветеранӗсене наградăлассине те «Урамри» уяв программине кӗртнӗ йӗркелӳçӗсем. 
Тӗп стадионта çак кун иртен пуçласа каçчен спорт мероприятийӗсем иртӗç. Малтанах икӗ сехете пыракан сайклинг (велотренажер çинчи тренировка), ун хыççăн спорт вăййисем, ăмăртăвӗсем кунӗпех пырӗç. Хулари кашни площадкăра çак кун ГТО нормисене пама пулӗ. Совет Союзӗнче анлă сарăлнăччӗ ГТО нормисене парасси, çирӗп ыйтатчӗç, самана улшăннипе-ши, пăрахăçланчӗ ку йăла. Халӗ çакăн патнех таврăнтăмăр. Халăх, наци сывлăхне тытса тăма май парать вăл. Пурте спортпа аппаланмасан та, ГТО нормисене пама интерессем шутласа кăлараççӗ йӗркелӳçӗсем. Шкултан вӗренсе тухакансене, тӗслӗхрен, ГТО нормине панисене балсем хушаççӗ, ППЭ балӗсем çумне ГТО нормин балӗ хушăнни вӗренме кӗнӗ чух пулăшать. РФ Президенчӗ В.Путин Федераллă Пухăва чӗнсе каланă чух (послание) 2025 çултан куллен диспансеризаци тухакансене, ГТО нормисене паракансене налогран тытса юлнă укçа (налоговый вычет) парасси пирки каланă. Çакăн пирки документсем хатӗрлес ӗç пырать халь.
Пляжри спорт тӗсӗсен центрӗнче волейболистсене кӗтеççӗ. «Хӗрлӗ-сарă мечӗк», картишӗнчи ăмăртусем иртеççӗ Физкультурник кунӗнче. Паллах, маттуррисене, вăйлисене хавхалантарма парнесем параççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество