Пӗкӗлме районӗнчи «Колобок» ача садӗнче «Йăла-йӗркене упраса: çемье рецепчӗсен кӗнеки» ятпа фоточеллендж иртнӗ
Нумаях пулмасть Пӗкӗлме районӗнчи 9№ «Колобок» ача садӗнче «Йăла-йӗркене упраса: çемье рецепчӗсен кӗнеки» ятпа интереслӗ те нумай пӗлме пулăшакан мероприяти – фоточеллендж – иртрӗ. Ачасем унта хутшăнса тӗрлӗ халăх – мăкшă, чăваш, тутар, вырăс, удмурт, азербайджан тата ыттисен апат-çимӗçӗпе паллашрӗç, вăл е ку апата мӗнле хатӗрлемеллине вӗренчӗç.
Çемьене, çемьен йăлари хаклăхӗсене упрас тӗллевпе 2024 çулта Раççейре Çемье çулталăкне паллă тăватпăр. Паянхи саманара пурнăç хăвăртлăхӗ питӗ пысăк, çавăнпа та çемье хаклăхӗсене çирӗплетесси уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Çакна пурнăçлас мелсенчен пӗри – тӗрлӗ халăхсен йăли-йӗркине сыхласа хăварасси тата аталантарасси. Кашни культура тӗрлӗ йăла-йӗркепе, уявсемпе, апат-çимӗçпе пуян вӗт-ха.
Нумаях пулмасть Пӗкӗлме районӗнчи 9№ «Колобок» ача садӗнче «Йăла-йӗркене упраса: çемье рецепчӗсен кӗнеки» ятпа интереслӗ те нумай пӗлме пулăшакан мероприяти – фоточеллендж – иртрӗ. Ачасем унта хутшăнса тӗрлӗ халăх – мăкшă, чăваш, тутар, вырăс, удмурт, азербайджан тата ыттисен апат-çимӗçӗпе паллашрӗç, вăл е ку апата мӗнле хатӗрлемеллине вӗренчӗç. Паллах, хăйсем çеç мар – вӗсене ку ӗçре ашшӗ-амăшӗсем пулăшрӗç. Кашниех хăйсен çемйинче ăруран ăрăва упранса юлнă рецептсемпе паллаштарчӗ.
Ачасене халăх культурипе тарăнрах паллаштарас тесен ку ӗçе ашшӗ-амăшне кăна мар, педагогсене те явăçтармалла. Çавăнпа та 9№ «Колобок» ача садӗнче «Ачасене халăх культурипе паллаштарасси» ятлă педканаш йӗркелерӗмӗр. Зала илемлетни, халăх юрри-кӗввипе усă курни, Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен наци тумӗсене тăхăнни хăйне евӗрлӗ атмосфера йӗркелеме пулăшрӗ. Çак уяв колоричӗ мероприятие хутшăнакансене хамăрăн çӗршывăн историйӗн пӗр пайӗ пек туйма, хамăр халăхăн тымарӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлме пулăшрӗ.
Ачасем историпе, хăйсен халăхӗн культурипе интересленессинче педагогсем те пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăннине палăртмалла. Шăпах вӗсем çул уçса параççӗ те ӗнтӗ шăпăрлансене культура еткерлӗхӗн интереслӗ тӗнчине.
Çемье рецепчӗсен кӗнекине педканаш йӗркелени пирӗн шутпа тӗлӗнмелле лайăх пуçару, вӗсем халăхăн йăлисемпе хаклăхӗсене упраса хăварма пулăшаççӗ. Ку пуçару ачасен шалти тӗнчине пуянлатма, историпе культурăна хисеплеме, юратма вӗрентет. Çакнашкал проектсене пурнăçа кӗртсе эпир хамăр таврари тӗнчене туслăрах, килӗшӳллӗрех тума тăрăшатпăр.
Анна МОРОЗОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев