Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ялӗнче Çăварнине чăвашла уявлани илемлӗ

Ял пуçлăхӗ çавăн пекех районти ялсен спартакиадинче 1-мӗш вырăн йышăннă Сиреньел спортсменӗсене мухтаса тав турӗ

Элметсем уявсене анлăн уявласси ӗлӗкрен пырать. Мартăн 1-мӗшӗнче сиреньелсем те Культура çурчӗпе Почта хушшинчи лапамра пухăнса Çăварние уявларӗç. Ял çыннисемпе хăнасем вӗри икерчӗпе, тутлă пловпа, шашлыкпа хăналанчӗç, сăмаварта вӗретнӗ техӗмлӗ чей ӗçрӗç.

Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов пухăннисене уяв ячӗпе саламларӗ, çирӗп сывлăх, ăнăçу, лайăх кăмăл-туйăм сунчӗ. Ял пуçлăхӗ çавăн пекех районти ялсен спартакиадинче 1-мӗш вырăн йышăннă Сиреньел спортсменӗсене те мухтаса тав турӗ.

Уяв чăвашсен авалхи Çăварни юррисемпе малалла тăсăлчӗ. Вăйăсене Хӗл, Çуркунне сăнарӗсем хутшăнчӗç. Конкурссемпе шӳтлӗ ăмăртусем ку чухне яланхи  пулăм. Кунта пысăк çăпата тăхăнса чупасси те, йӗлтӗрпе хăваласси те, ачасене çунапа ярăнтарасси те,вӗрен сӗтӗресси те, икерчӗ йăтса чупасси те кӗреççӗ.

Илемлетнӗ çуналлă лашасемпе ярăнассине те манман ха Сиреньелӗнче. Ăмăртусенчи тăхтавсем вăхăтӗнче вырăнти Культура çуртӗнчи пултарулăх ушкăнӗсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç.

«Хӗл карчăкне» çунтарнă хыççăн кăвайт тавра унка тăрса çаврăнчӗç, ташларӗç чăвашсем. Уява хутшăннисене пурне те тав тăватпăр.

Елена Тихонова, автор сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев