Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи чаплă хула

Пӗчӗк чухне пире, Тутарстанри асфальтсăр районта пурăнакансене, çак хулапа Чăвашрадио кăна çыхăнтарса тăратчӗ пуль: «Шупашкар калаçать. Вăхăт…» – тимӗр сасăпа калаçатчӗ диктор. Асанне – хăçан каçпа 5-ре, хăçан 6-ра – манмастчӗ радио çывăхне ларма. Унăн юратнă передачи «Ăраскал» ятлăччӗ. Радиопа калаçакан хӗрарăмăн чӗтренерех тухакан сассине пин-пин сасăран уйăрса илеетӗп пуль халӗ те. Турри сывлăх патăр ăна сывă пулсан. Инçетри Шупашкартан çуллахи каникулта тантăшсем, Çимӗкре тăвансем килетчӗç тутлисене илсе. Тата аннен сайра килекен пӗртăванӗсем пурăнатчӗç унта. Калаканӗ каласа панă пуль ӗнтӗ, анчах хăв куçупа курни урăхла вӗт вăл.

Шкулти чăвашла кӗнекесенчен чăвашсен шӗкӗр хули пирӗн ума тӗнчери чи илемлӗ, капмар, чаплă хула пек тухса тăратчӗ. Пылчăклă Пăвапа кивӗ Чӗмпӗр кăна мар. Çавăнпа та унта питӗ-питӗ пулса курас килетчӗ. Букварь е Азбука листисене уçкаланипе кăна çырлахма çук, хамăн пулса курас килет шурă Шупашкарта!  Унта космонавт пур, унта ГЭС, унта сгущенка!

Радио пулăшнипе Чăваш Республики çинчен кăштах пӗлеттӗмӗр: Улатăр, Пăрачкав, Çӗрпӳ… Патăрьелпе Елчӗк çинчен хамăр ял çыннисенченех илтнӗ, анчах унта илсе каймастчӗç. Вăл ялсенче темех курмалли те пулман-тăр ун чух. Хула тесен вара!..

Ялта пурăнса кишӗре те пылак тесе çиекенсем, эпир, паллах ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ унта пулса курма. Анчах та пирӗн Пӳркелӗнчен Шупашкара кайма питӗ хӗнччӗ. 

Апла пулин те анне пилӗк ачине пуçтарса çулталăкра пӗрре экспедицие тухатчӗ. Ытларах чухне çакă çуллахи каникул вăхăтӗнче пулса иртетчӗ. 

Çул кансӗр, çур кун йышăнать. Воçмой станцине ирхине 5 валли çитмелле, вăл сакăр километрта. Вара 4 сехет хăма саклă поезд çинче тăнкăртатса каймалла Свияжска çитиччен. Унтан автобус кӗтсе ларатăн. Ăнчӗ-тӗк, Шупашкара «Икаруспа» ларса каятăн, çук-тăк – икӗ сехет «ПАЗикпа» силленмелле тата пӗрер сехет кӗтмелле-ха ăна. Апла пулин те кăмăлсем аван – Шупашкаралла вӗт çул! Куславкка районӗнчи ту-сăртлă пейзажа кантăкран сăнаса тӗлӗнсе пыратăн: пирӗн хир енче çӗрсем пӗр тикӗс. 

Тăвансем Çӗнӗ Шупашкарта пурăнатчӗç, унта çитиччен самай вăхăт иртетчӗ. Ирпе 3-ре килтен тухса кăнтăрла иртсе 3-4 тӗлне çеç çитеттӗмӗрччӗ вӗсем патне. Çавăнпа та пӗрремӗш кун пирӗн ниçта тухма та вăй юлмастчӗ, мороженăй киоскне кăна çитсе килееттӗмӗрччӗ. 

Иккӗмӗш кунне вара пуçланатчӗ хула пурнăçӗ. Хлорка шывӗ хăйне евӗр шăршăллă, ăна ялтисем тӳрех туяççӗ. Чейӗ те, яшки те çав тутă калать. Анчах эсӗ çакна тӳсме хатӗр, хулара вӗт! Шел, ваннăйра нумай чăмпăлтатса ларма юрамасть. Алăк патне пырса: «Эс кăна мар, ыттисен те çăвăнас килет», – тесе пӗрре мар асăрхаттарнă хыççăн тухатăн. Пӗр-икӗ кун хулара пурăннă хыççăн питсем шуралаççӗ, чӗрнесем тасалаççӗ. Хлорка пулăшать теттӗмӗр.

Йыснапа ГЭС курма кайса килетпӗр. Атăла чăвашсем пӗвеленӗ! Мăнаçлăн ларать шурă бетон пӗве. Букварьти пекех! Унтан кино курма каятпăр. Хакӗ 10 пус. Çăвӗпе пуçтарнă вак укçа кашнийӗн кӗсйинче чăнкăртатать: эскимо илме те, газировка туянса ӗçмелӗх те, пирожнăйлăх та пур. Кино эпир ялта та куркаланă-ха, анчах кунта кăсăкраххисене кăтартаççӗ: «Операция Ы и другие приключения Шурика», «Кавказская пленница» тата ытти те. 

Театра, музее пире илсе кайман, аннепе Валя аппа кунӗпе лавккасем тăрăх çӳретчӗç. Çапах та эпир кунпа та кăмăллă пулнă. Лакăштаттарса утатпăр асфальтлă тротуарсемпе. Пӗр алăра мороженăй, тепринче лимонад. Троллейбуссемпе автобуссем ирте-ирте каяççӗ. Рехэт! Сарлака урамсем, çӳллӗ çуртсем – кăмăла çӗклеççӗ иçмасса! Хваттерти балкон тата мӗне тăрать! Черетпе çывраттăмăрччӗ вӗт унта. 

Шупашкартан таврăнсан асаннене каласа параттăмăр мӗн курнине, мӗн тутли çинине. Хлорка тенине çеç ăнлантараймастăмăр. Астăватăп, пӗррехинче тутанса пăхма тесе хулари кран шывне кӗленче савăтпа  тултарса илсе таврăннăччӗ. 

Эпир чăвашсен тӗп хулине çӳренӗшӗн касри ачасем кăшт ăмсанатчӗç пулмалла, вӗсен тăванӗсем ытларах Чӗмпӗртеччӗ.

 

«Хыпар » хаçатăн сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев