Чи малтанхи чăваш букварӗсенчен пӗри 155 çулта
Этем хăй пурнăçӗнче вулама-çырма пӗлмесӗр пурăнаять-ши? Çук пуль!.. Хальхи вăхăтра ку тӗлӗшпе темӗн тӗрлӗ вулама-çырма вӗренмелли хатӗрсем те пур – пӗри тепринчен илемлӗрех те меллӗрех!
Кăçалхи нарăс уйăхӗнче «Чуваш кнеге» (Чăваш кӗнеки) тухнăранпа 155 çул çитрӗ. Ку кӗнекене хатӗрлекенӗ – Николай Иванович Золотницкий – этнограф, педагог, куçаруçă, чăваш чӗлхине тӗпчекенӗ. Николай Иванович Чăваш Енри Урхас Кушкă ялӗнче (халӗ Сӗнтӗрвăрри округне кӗрет) çуралнă. 1867 çултанпа Хусан округӗнчи чăваш шкулӗсен инспекторӗ пулнă. Вăл чăваш ачисене тăван чӗлхепе вӗрентме ӗмӗтленнӗ, тăрăшнă.
«Чуваш кнеге» – чи малтанхи чăваш букварӗсенчен пӗри. Ку кӗнекен пӗрремӗш кăларăмӗ 1867 çулта тухнă. Унта чăваш çырулăхӗнче чи пирвайхи хут Ӳӳ саспаллине кӗртнӗ. 1870 çулта кӗнеке тепӗр хут тухнă. Çирӗм страницăран тăракан брошюра Хусанта пичетленсе тухнă, вăл вăхăтра чăвашла тухакан кӗнекесем çак хулара кун çути курнă.
Чăваш кӗнекин малтанхи страницинче «Цензурою дозволено. Казань. 10 февраля 1870. Издание Братства Св. Гурия» текен информаципе паллашма пултаратпăр. Святой Гурий пӗрлӗхӗ çумӗнчи куçару комиссийӗ ытларах чухне чăвашла тӗн кӗнекисене кăна пичетлеме ирӗк панă. Брошюрăн титул хучӗ çинче автор сăмахӗсене вулама пултаратпăр: «Ырă кăмăллă мăн (аслă) Турă! Чăваш ачисене пулăшах хăйсен чӗлхипе вулама пуçламашкăн, лайăх ăспала, таса чӗрепе Эсӗ панă закона тӳре пулмашкăн, ашшӗ-амăшне хисеплесе пурăнассишӗн, халăх уссишӗн, килти çынсене сума сăвассишӗн, хăйсем телейлӗ пулассишӗн» (сăмахсене тӗрӗсех куçараймарăмăр пулин те, ăнланма пулатех).
Н.И.Золотницкий шучӗпе çын телейлӗ пултăр тесен Турă саккунӗсене пăхăнни, ашшӗ-амăшне хисеплени, тăван чӗлхене пӗлни питӗ пысăк вырăн йышăнать. Кӗнекен малтанхи страницисенче чăваш алфавичӗ: Н.И.Золотницкий чăваш çырулăхӗнче усă курнă саспаллисем (А, Я, Э, Е, Ы, I, O, Ö, У, Ӳ, Ю, Й, Ь, П, Б, С, З, Т, Д, Ш, Ж, К, Г, Х, `Г, В, Р, Л, Н, М, Ч) вырнаçнă. Çавăнтах сыпăксемпе вуламалли хăнăхтарусем, вуламалли текстсем – ытларахăшӗ тӗнпе çыхăннă (Библири историсен куçарăвӗсем, кӗлӗсем), анчах та чиркӳпе çыхăнман текстсем те тӗл пулаççӗ, сăмахран, ăс паракан калавсем. Çавăн пекех кунта цифрăсем («чувашла шот, чихверьзэм») çинчен пӗлмелли таблица та пур, вӗсем мӗнле çырăнни, мӗнле вуланнине те (пре – 1, икке – 2, виссе – 3, тватта – 4, пилик – 5, олтта – 6, сичче – 7, саккыр – 8, туххыр – 9, вонна – 10, вон-берь – 11, икке-сюрь – 200, виссе-сюрь – 300, тватта-сюрь – 400, пиллик-сюрь – 500, олтта-сюрь – 600) пӗлме пулать. Юлашки страницăра хутламалли таблица («хутлаза шотламаллы») пур.
«Чуваш кнеге» (Чăваш кӗнеки) пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисенчен пӗри пулнă май чăваш çырулăхӗпе литератури аталанăвӗнче питӗ пысăк вырăн йышăнать. Çак кӗнекене «Яковлев букварӗ» тухичченех чăваш ачисене çыру вӗрентме усă курнă, вăл малашнехи чăваш вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсемшӗн тӗслӗх вырăнӗнче пулнă. Пӗтӗмӗшле пăхсан, Николай Иванович Золотницкий хайланă «Чуваш кнеге» (Чăваш кӗнеки) ахаль вӗренӳ кӗнеки мар, чăваш çырулăхӗн, вӗренӗвӗн, наци ăс-хакăлӗн аталанăвӗнче пысăк вырăн йышăнакан историпе культура енчен паллă документ пулса тăрать.
«Чуваш кнеген» (Чăваш кӗнеки) 1870 çулта тухнă кăларăмӗ Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗнче паянхи кун та типтерлӗн упранать.
Дина ТИМОФЕЕВА,
Чӑваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрӑмӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев