Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çил çинчи турат»

Сăвă пуххине Галина Матвеева аслă классенче вӗренекенсемпе яш-кӗрӗме, поэзие юратакан ытти вулакана халалланă.

Галина Матвеева (мăшăрӗн хушамачӗпе – Антонова) Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтăра (Аçăм-Çырми) ялӗнче çуралса ӳснӗ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ – «Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаçатсен редакцийӗсенче чылай çул ӗçленӗ, 2006 çултанпа Чăваш кӗнеке издательствинче вăй хурать. Тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансем валли унăн «Хамăркка» (2011), «Чăваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тăманӗ» (2016), «Мăшăр çунат» (2019), «Хутлă-хутлă хут кермен. Волшебный дворец» (2021), «Çураçми кӳршӗсем. Недружные соседи» (2023) кӗнекисем кун çути курнă. «Полина Чамжаева: сцена çинче тӗнче çаврăнать» (2018) кăларăм та вăл пухса, çырса, куçарса, редакцилесе хатӗрленипе тухнă.

 

Галина Матвеева журналист, çыравçă, редактор кăна мар, куçаруçă та. Вăл куçарнипе Лев Кадкинăн «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка», Дмитрий Суслинăн «Юрăпи», «Димка ашшӗне шырать», «Хăрушă вăрттăнлăх», Жозефина Яновскаян «Карап ăсти», Астрид Линдгренăн «Леннебергăри Эмиль мыскарисем», Андрей Растворцевăн «Шурă караппăл» кӗнекесем пичетленнӗ. Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Галина Алексеевна вырăсларан чăвашла куçарнă «Айăпсăр чун» (М.Ладо), «Мăнаккасем» (А.Коровкин), «Уйрăлу каçӗ» (В.Панова) спектакльсем пыраççӗ.

Çак кунсенче çыравçăн черетлӗ хайлав пуххийӗ – «Çил çинчи турат» – пичетленсе тухрӗ. Унта сăвăсемпе поэмăсем тата куçарусем кӗнӗ. Ăна кăларма пулăшнăшăн автор ывăлӗсене – Владимир тата Александр Антоновсене, йăмăкӗсене – Вера Желтовăпа Антонина Ярцевăна – тав тăвать. Ӳнерçи – Ирина Калентьева.

Кӗнеке Юрий Сементерӗн умсăмахӗпе пуçланать: «Кунта чи малтанах сăвăçăмăр çӗннине, ытти авторсем тӗкӗнсех кайман ыйтусене хускатса сăнарлă пӗтӗмлетӳсем тума тăрăшнине палăртмалла. Кӗнекен ятнех илер-ха – «Çил çинчи турат». Паллах, тăвăллă çил вӗрнӗ чух туратсен авкаланма-хуçкаланма тиветех. Анчах пурин те пӗр пек мар. Çил енчи туратсем йывăрлăха хăйсем çине ытларах илеççӗ. «Киле килчӗ салтак вăрçăран» поэмăри Евтуха, «Чăваш» поэмăри Наçтука, чăтăмлă та тӳсӗмлӗ чăваш хӗрарăмӗсене, шăпах çил çинчи туратпа танлаштарма пулать. Уйрăм-уйрăм сăвăсенче те авторăн лирикăллă геройӗ, черченкӗ туйăмлă пулсан та, çил çинчи турат пек пиçӗ те çирӗп, пурнăçа тытса пыма пӗлекен çын. Кӗнекере иртнӗ ӗмӗрти тата хальхи саманари сулмаклă ыйтусем курăнаççӗ...»

Кăларăмри хайлавсем кӗвӗлӗхӗпе те, темипе те тӗрлӗрен. Юратупа çамрăклăх сăввисем тунсăхлăрах пек туйăнма пултараççӗ.

Пӗрле пулма çырмарӗ Турă,

Иртсе пырать çул хыççăн çул.

Ман ăшăмра пӗр кӗлӗ-юрă:

«Телейлӗ пул, телейлӗ пул!»

(«Телейлӗ пул».)

Вӗсенче лирика геройӗ савнă çынпа пӗрле пулайманшăн хурланни, çапах та ăна телей сунни, унăн савăнăçӗпе лăпланма, канăçлăх тупма пӗлни тӗпре. Тен, çавăнпах ку йӗркесем чунра ырă туйăмсем вăратаççӗ. Çепӗç туйăмсăр, шанăç паракан тӗллевсӗр пурăнма йывăррине питӗ лайăх ăнланать лирика харкамçи. Темӗнле тертлӗ пулсан та пуçне усмасть вăл. Хăйне алла илме, малалла талпăнма пӗлет. Вара ирӗксӗрех философа тухать:

Юратусăр юлсан – чунра çутă юлмасть!

Тӗлӗнетӗн вара: ма чӗре юрламасть?

Ма тесен пушăлла вăл тапма  юратмасть.

Тӗнчере пушăлла пурăнма юрамасть!

(«Çитсе тухнă пекех чăнкă çырăн хӗрне...»)

Сăвă пуххипе паллашнăçемӗн вулакан хăй сисмесӗрех çепӗç лирикăран гражданла лирика çине куçса каять. Çӗршывăмăр шăпи çинчен пăшăрханни мала тухать. Самана пăтраннă чухне этем йывăрлăха кӗрсе ӳкет, кун пек чухне аташса каясси те, çул хыттине çухатасси те часах.

Кашни-пӗр кун этемшӗн – тӗрӗслев:

Кун-çул юххи те, çил те – хирӗçле.

Йӗре-йӗре телей мӗнне пӗлен,

Синкерӗ те çумрах – ан иккӗлен.

(«Кашни-пӗр кун этемшӗн – тӗрӗслев...»)

Тăван çӗршыва юратни, унăн историне сума суни, паттăрсене асра тытни, халăхăмăрăн пуласлăхне ӗненни авторăн икӗ поэмине те («Киле килчӗ салтак вăрçăран», «Чăваш») кăшăлласа тăрать. Çак темăн хӗрӳлӗхӗ куçарусенче те чакмасть. Çӳлерех асăннă икӗ хайлавра та, Андрей Дементьевăн, Александр Твардовскин, Юрий Вороновăн произведенийӗсенче те Тăван çӗршывăн аслă вăрçи куç умне чӗррӗн тухса тăрать, чӗрене ыраттарать.

«Z-поэзирен» ярăмра Анна Ревякинăн, Алексей Мозговойăн, Галина Черябриковăн сăввисемпе паллашма пулать. Вӗсенче Донбасра пурăнакансен асапӗ, шанăçӗ ӳкерӗннӗ. Кӗнеке вӗçнелле çивӗчлӗх-хӗрӳлӗх тамалать, вулакан пушкăрт (Абдулхак Игебаев, Роберт Паль, Фаниль Кузбеков, Барый Нугуманов), тутар (Ренат Харис, Луиза Янсуар), мари (Вячеслав Абукаев-Эмгак, Геннадий Сабанцев-Ояр,  Альберт Васильев, Зоя Дудина), турккă (Сулейман Султан, Орхан Вели), молдаван (Григоре Виеру) поэчӗсен хайлавӗсемпе куçа-куçăн юлать. Куçаруçи – пултаруллă, тăван чӗлхемӗр пуян та сӗтеклӗ пулнăран куçарусем чăвашла та хитре янăраççӗ, чуна хускатаççӗ.

Сăвă пуххине автор аслă классенче вӗренекенсемпе яш-кӗрӗме, поэзие юратакан ытти вулакана халалланă. Кӗнекере кашниех хăйне çывăх йӗркесене тупасса шанса тăратпăр.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки