ÇӖННИНЕ ВӖРЕНМЕ КАЯ ЮЛМАН-ХА
Улька аппа çав тери ӗçчен, чăтăмлă хӗрарăм. 87 çулта пулин те хăйне хăй пăхса пӗчченех пурăнаять. Унăн килӗнче хăй çамрăкрах чух тӗрленӗ алшăллисемпе картинăсем туллиех. Халӗ вара кинеми крючокпа çыхма кăмăллать: тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе çыхнă кавирсем тăрăх утма çав тери çемçе.
Чăваш хӗрарăмӗ мӗн авалтан ал ӗçне ăста пулнă. Ӗлӗкрех хамăр çие тăхăнмалли япаласене пӗтӗмпех килте алă вӗççӗн çӗлесе, çыхса тăхăннă. Халь вара алă ӗç тăвасси вăл ытларах чухне чун киленӗçӗ. Апас районӗнчи Чӗрккӗн ялӗнче чăн-чăн алă ăсти пурăнать. Вăл – О.А.Антонова. Ольга Алексеевна Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ, 1931 çулхи. Унăн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ çав тери йывăр вăхăта лекнӗ. 1965 çулта вăл Чӗрккӗн каччине Евгение качча тухнă та паян кунччен çак ялта пурăнать. Шел те, мăшăрӗ йывăр чире пула ир пурнăçран уйрăлнă. Ольга Алексеевнăн икӗ ачине пӗчченех ура çине тăратма тивнӗ.
Улька аппа çав тери ӗçчен, чăтăмлă хӗрарăм. 87 çулта пулин те хăйне хăй пăхса пӗчченех пурăнаять. Унăн килӗнче хăй çамрăкрах чух тӗрленӗ алшăллисемпе картинăсем туллиех. Халӗ вара кинеми крючокпа çыхма кăмăллать: тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе çыхнă кавирсем тăрăх утма çав тери çемçе.
Ăстаçă шучӗпе, ал ӗç туни чуна лăплантарать, хăвăн аллусемпех пурнăçа илемлӗрех тума пулăшать. Ольга Алексеевнăн тепӗр чун киленӗçӗ вара – «Сувар» хаçат. Юратнă кăларăма вăл нумай çул пӗр сиктерми çырăнса илсе вулать. Кӳршисемпе пӗлӗшӗсене те çак хаçата çырăнма сӗнет. Тăххăрмӗш теçеткепе пырать пулин те, Улька аппа хаçата халӗ те куçлăхсăрах вулать.
– Пурнăçра мӗн-тӗр çӗннине вӗренме, аталанма хăв миçе çулта пулсан та кая юлман-ха, – тет вăл.
Чуна канăç кӳрекен ӗç ун шучӗпе кăмăла лайăхлатать, апла пулсан кун-çула та вăрăмлатать.
Нина БАРАНОВА-ОРЕЛ, Людмила КУТЯШОВА. (Авторсен сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев