ÇӖННИНЕ ВӖРЕНМЕ КАЯ ЮЛМАН-ХА
Улька аппа çав тери ӗçчен, чăтăмлă хӗрарăм. 87 çулта пулин те хăйне хăй пăхса пӗчченех пурăнаять. Унăн килӗнче хăй çамрăкрах чух тӗрленӗ алшăллисемпе картинăсем туллиех. Халӗ вара кинеми крючокпа çыхма кăмăллать: тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе çыхнă кавирсем тăрăх утма çав тери çемçе.