Çӗпрел районӗн хастар чăвашӗ Геннадий Карсаков 70 тултарчӗ
Геннадий Николаевич Карсакова «Сувар» вулаканӗсем чăн малтан хаçатра тухакан статйисем тăрăх тата республикăн пӗр пысăк мероприятийӗнчен те юлман «Хӗлхем» халăх ансамблӗн артисчӗ пек пӗлеççӗ. Пултарулăхӗ нумай енлӗ унăн: пултаруллă педагог, спортсмен, ялпа районăн обществăлла ӗçченӗ, журналист.
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи йышлă ача-пăчаллă çемьере çуралса ӳснӗ Геннадий Николаевич Карсаков. Ӗмӗрне тăван ялӗнче ирттернӗ пулин те биографийӗ интереслӗ унăн: кӳршӗллӗ Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхаш вăтам шкулне пӗтерсен 1973 çулта Чăваш Енри Канаш хулинчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Анчах 1974 çултах çара кайма тивнипе училищӗне салтакран килсен 1978 çулта тин пӗтернӗ. Кӗçӗн классен учителӗн специальноçне илнӗ вăл ун чух.
Икӗ çул Кивӗ Чакă шкулӗнче ӗçленӗ хыççăн çамрăк специалиста комсомол ӗçне явăçтарнă. Çапла Геннадий Карсаков Бауман ячӗллӗ колхозра виçӗ çул ВЛКСМ секретарӗнче ӗçлет. Паллă ӗнтӗ, пӗлӗве ӳстермесӗр пулмасть кун пек чух. 1979 – 1984 çулсенче Хусанти педагогика институтӗнче куçăмсăр майпа истори тата обществоведени учительне ăнăçлăн вӗренсе тухать. Обществăлла ӗçе хастар илсе пыракан парти пайташне пултарулăхне пăхса КПССăн районти комитечӗн пропагандăпа агитаци уйрăмӗн иструкторне куçараççӗ. Ӗçлесе тăнă хушăрах Тутар АССРӗн парти обкомӗ çумӗнчи марксизмпа ленинизм университетӗнче «научный коммунизм» специальноçа вӗренсе иккӗмӗш аслă пӗлӳ илет.
Райкомра виçӗ çул ӗçлесен ăна тăван Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Бауман ячӗллӗ колхозăн партком секретарьне куçараççӗ. 1989 çулта каллех вӗренме яраççӗ. Хальхинче Çурçӗр Кавказ социаллă политика институтӗнче (Ростоври парти аслă шкулӗ) икӗ çул вӗренсе «политолог» тата «парти журналисчӗ» специальноçсем илет. Виççӗмӗш аслă пӗлӳ дипломӗ пулать вăл унăн.
Геннадий Николаевич 1991– 1997 çулсенче Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче тăрăшать. 1997 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа 2021 çулччен тăван шкулта ӗçлет. Директорăн воспитани енӗпе çумӗн ӗçне илсе пынипе пӗрлех ачасене историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет.
Хăйне шаннă ӗçе яланах тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Компьютер технологийӗсене тăрăшса алла илекенскер, цифра вӗрентӗвӗн ресурсӗсене ачасене пӗлӳ пама усă курать. Юлашки çулсенче те акă çулланнисен хушшинче компьютер ӗçне мӗнле пӗлнин конкурсӗсене хутшăнма пăрахмасть-ха.
Отставкăри лейтенант шкул ачисемпе ял çамрăкӗсене патриотизм воспитанийӗ парас ӗçрен те юлмасть. Геннадий Николаевич Чечня вăрçинче паттăррăн пуç хунă ентешне Александр Шуркин салтака асăнса Çӗнӗ Йӗлмелӗнче иртекен кӗрешӳ турнирӗн сопредседателӗ те.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата тыл ветеранӗсем, контрактпа çар службинче тăракан патриот-салтаксем çинчен çырнă статйисем район тата «Сувар» хаçатсенче тăтăш пичетленеççӗ. Геннадий Николаевич ялти обществăлла ӗçе çапла район шайӗнче илсе пырать. Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçин çумӗ вăл. Çавăнпа хăйӗн статйисенче чăваш халăхӗн авалхи йăли-йӗркисене сыхласа хăварас ыйтусене те çӗклет. Кунсăр пуçне йӗлтӗр спорчӗпе, çăмăл атлетикăпа ăмăртусен призерӗ, районти пенсионерсен командинче тăрать. Сӗтелçи тенниспа спартакиадăсенче район чысне хӳтӗлет. Хăй тӗслӗхӗпе çамрăксемпе аслă çултисене сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма тăрăшать. Пушă вăхăтра тата волейболпа, музыкăпа интересленет. Тăван ялӗнчи «Йӗлме» фольклор ушкăнӗн купăсçи вăл. Нумай çул ӗнтӗ районти «Хӗлхем» халăх ансамбльне çӳрет. Республика кунӗнче Хусанта иртекен «Выля, хуткупăс!» конкурса, чăваш культурин республика Уявӗнче, Пӗтӗм Раççей Акатуйне (2016 çул, Крым), «Никрут юрри» республика конкурсне хутшăннă.
Геннадий Николаевич Карсаков тата пултаруллă журналист та. ТР Журналистсен, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташӗ. 45 çул ӗнтӗ ялпа районăн социаллă культура, спорт пурнăçне район хаçатӗнче çутатать. Çаплах Хусанта тухса тăракан «Сувар», Ульяновскри «Канаш» хаçатсемпе туслă çыхăну тытать.
Хастарлăхӗпе пултарулăхне кура Геннадий Николаевич Карсаков ТР Культура, ТР Наукăпа вӗрентӳ, ТР Çамрăксен ӗçӗсен, спорт тата туризм министерствисен, Чăваш наци конгресӗн, ТР ЧНКА, «Сувар» республика хаçачӗн Хисеп хучӗсемпе чысланнă. Кунсăр пуçне «За активную военно-патриотическую работу» (2014), «За помощь и содействие ветеранскому движению» (2015) кăкăр паллисене тивӗçнӗ. 2014 çулта чарусăр ачасемпе ӗçлекен обществăлла воспитательсен республика конкурсӗнче 3-мӗш вырăн çӗнсе илнӗ.
Геннадий Николаевич 1997 çултанпа шкулти таврапӗлӳ музейӗн ертӳçи пулнăран тăван ене тӗпчес ӗçе хастар хутшăнать. Николай Казаковпа Николай Ларионов çыравçăсене тăван ял çинчен кӗнеке çырнă чух нумай пулăшнă вăл. Истори учителӗ шкулти «Вилӗмсӗр полк» валли Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Çӗнӗ Йӗлмел çыннисем çинчен информаци пухнă, портречӗсене тупнă.
10 çул ытла ӗнтӗ тăван ялӗнчи Ветерансен канашне ертсе пырать кăна мар, аслă çулти ял çыннисене кану мероприятийӗсене явăçтарма тăрăшать.
Геннадий Карсаков лайăх мăшăр, атте те. Мăшăрӗпе Нинăпа 44 çул килӗштерсе пурăнаççӗ. Ульяновск хулинче пурăнакан хӗрӗпе ывăлне Маринăпа Вячеслава, мăнукӗсене Сергее, Глебпа Кирăна тимлӗх уйăрма та вăхăчӗ пур унăн.
– Ялпа районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăнах ял-йыш хисеплет ăна, Геннадий Николаевич пек хастарсем йышлăрах пулсан пирӗн ял пурнăçӗ тата интереслӗрех пулатчӗ, – тет ун пирки Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков хисеплӗн.
Геннадий Николаевич Карсаков апрелӗн 22-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ, çак ятпа ăна чӗререн саламланă май çирӗп сывлăх, çемьере тăнăçлăх, телей, пултарулăхра ăнăçу хыççăн ăнăçу тата мирлӗ тӳпе сунатăп.
Зоя КУЗНЕЦОВА.
Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел.
Г.Карсаковăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев