News by date 26 April 2026
-
Çӗпрел районӗн хастар чăвашӗ Геннадий Карсаков 70 тултарчӗ
Геннадий Николаевич Карсакова «Сувар» вулаканӗсем чăн малтан хаçатра тухакан статйисем тăрăх тата республикăн пӗр пысăк мероприятийӗнчен те юлман «Хӗлхем» халăх ансамблӗн артисчӗ пек пӗлеççӗ. Пултарулăхӗ нумай енлӗ унăн: пултаруллă педагог, спортсмен, ялпа районăн обществăлла ӗçченӗ, журналист.
-
Владимир Ярухин: «Йытăсем вӗрместчӗç, вӗçен кайăксем юрламастчӗç...»
Чернобыльти атомлă электростанцин 4-мӗш энергоблокӗнче авари пулнăранпа (1986 çул, апрелӗн 26-мӗшӗ) 40 çул çитрӗ. Çӗр çинчи чи пысăк техногенлă аварие пӗтерме СССР çӗршывӗн пин-пин çынни хутшăннă. Паллă ӗнтӗ, чи малтан çар çыннисем çитнӗ. Çав шутра Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ял чăвашӗ Владимир Ярухин та. Вӗсен, ун чухнехи милици шкулӗн курсанчӗсен (халӗ Ульяновск хулинче пурăнать, отставкăри подполковник), Чернобыльте мӗнле задача тăни пирки каласа пама килӗшрӗ.
-
Таврапӗлӳçӗсен семинарне чăвашсем те хутшăнчӗç
Ака уйăхӗн 19-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наукăсен академийӗн конференц-залӗнче «Тутар регион таврапӗлӗвӗн историйӗпе аталанăвне тишкерессин ыйтăвӗсем: аваллăхпа паянхи кун» темăпа регионсен хушшинчи наукăпа методика тата çутӗçпе таврапӗлӳ семинарӗ иртрӗ. Унта Тутарстан Республикин ертсе пыракан органӗсем, таврапӗлӳ структурисен активӗ, ăсчахсем, таврапӗлӳçӗсем, педагогсем тата Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин районӗсенчи обществăлла ӗçченсем хутшăнчӗç.
-
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Тутар чӗлхи кунне паллă тăваççӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Р.Н.Минниханов Тутар чӗлхин кунӗпе тата Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитнӗ ятпа саламланă.