Таврапӗлӳçӗсен семинарне чăвашсем те хутшăнчӗç
Ака уйăхӗн 19-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наукăсен академийӗн конференц-залӗнче «Тутар регион таврапӗлӗвӗн историйӗпе аталанăвне тишкерессин ыйтăвӗсем: аваллăхпа паянхи кун» темăпа регионсен хушшинчи наукăпа методика тата çутӗçпе таврапӗлӳ семинарӗ иртрӗ. Унта Тутарстан Республикин ертсе пыракан органӗсем, таврапӗлӳ структурисен активӗ, ăсчахсем, таврапӗлӳçӗсем, педагогсем тата Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин районӗсенчи обществăлла ӗçченсем хутшăнчӗç.
Саламлă сăмахпа Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн Наци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, филологи наукисен кандидачӗ Данис Шакиров тухса калаçрӗ, семинара ертсе пычӗ.
ТР Наукăсен академийӗн вице-президенчӗ, филологи наукисен докторӗ, профессор, Тутарстан Республикин наукăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Айнур Тимерханов «Тутар таврапӗлӗвӗ ӗнер тата паянхи кун», тутарсен Пӗтӗм тӗнчери конгресӗн Наци Канашӗн председатель çумӗ, Саратов облаçӗнчи НКАТ ертӳçи, Раççей Наукăсен академийӗн Востоковедени институчӗн тӗп наука сотрудникӗ, Вырăс географи обществин пайташӗ, истори наукисен кандидачӗ Камиль Аблязов «Тутар халăхӗн историйӗ çине çӗнӗлле пăхни» темăсемпе доклад турӗç.
Семинарта çавăн пекех ТР Наукăсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн директорӗ, истори наукисен докторӗ Радик Салихов, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн Ӗçтăвкомӗн Тутар таврапӗлӳçисемпе ӗçлекен комитечӗн пуçлăхӗ Альберт Бурханов, паянхи таврапӗлӳçӗсен тӗллевӗсем çинчен Марат Гибатдинов, предпринимательсемпе ӗçлесси пирки Фарит Уразаев, Пушкăртстанри тутар таврапӗлӳçисен ӗçӗсем çинчен Ильфир Кутдусов, Оренбург облаçӗнчи тутар таврапӗлӳçисен представителӗ Альмира Омарова, Кемерово облаçӗнчи Новокузнецк хулинчи таврапӗлӳçӗсем çинчен Энвер Аширов, Ханты-Манси автономи округӗнчи таврапӗлӳçӗсен представителӗ Гельназ Фарвазова тата ыттисем тухса сăмах каларӗç. Семинар ӗçне чăваш таврапӗлӳçисем Александр Семенов, Евгений Турхан тата Роза Чентаева та хутшăнчӗç, активлăх кăтартрӗç.
Василий КАРАБАЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев