Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Владимир Ярухин: «Йытăсем вӗрместчӗç, вӗçен кайăксем юрламастчӗç...»

Чернобыльти атомлă электростанцин 4-мӗш энергоблокӗнче авари пулнăранпа (1986 çул, апрелӗн 26-мӗшӗ) 40 çул çитрӗ. Çӗр çинчи чи пысăк техногенлă аварие пӗтерме СССР çӗршывӗн пин-пин çынни хутшăннă. Паллă ӗнтӗ, чи малтан çар çыннисем çитнӗ. Çав шутра Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ял чăвашӗ Владимир Ярухин та. Вӗсен, ун чухнехи милици шкулӗн курсанчӗсен (халӗ Ульяновск хулинче пурăнать, отставкăри подполковник), Чернобыльте мӗнле задача тăни пирки каласа пама килӗшрӗ.

– Владимир Егорович, авари пулнă чух эсир миçереччӗ?

– Авари пулнă вăхăтра 20-­реч­чӗ, аварие пӗтерме хутшăнсан 21 çул тултартăм.

– Авари пулнă çӗре сире миçемӗш çулта ячӗç?

– 1987 çулта январь уйăхӗнче ячӗç.

– Унта мӗнле лекрӗр?

– 1985 – 1987 çулсенче Брянск­ри милици шкулӗн курсантӗччӗ эпӗ. Чернобыльти атомлă электростанцире авари пулсан шкул никӗсӗнче отряд пухса авари пулнă вырăнтан 30-мӗш километрти зонăна йӗрке сыхлама ячӗç. Вӗренӳ заведенийӗн ертӳçисем 2-мӗш курссене командировкăна яма йышăннă. Курсра эпир 200-е яхăн çынччӗ. Пирӗнпе кашнинпе уйрăммăн калаçрӗç. Алфавит тăрăх черет çитсен мана та милици шкулӗн начальникӗн кабинетне чӗнтерсе командировкăна кайма кăмăлу çук-и тесе ыйтрӗç. Килӗшрӗм. Хам ирӗкпе тенӗ пекех апла. 200 çынран 140-шӗ Чернобыле командировкăна кайма килӗшрӗ. 

– Лайăх пӗлекенсемччӗ-и вӗсем, ентешсем те пурччӗ-и?

– Милици шкулӗнче эпир ялти шкула пӗр класа çӳренӗ Василий Николаевич Маргушовпа пӗрле вӗренеттӗмӗр. Командировкăна вăл та кайма килӗшрӗ.

– Аварие пӗтерме, тӗпрен илсен, кам кайрӗ е суйласа илмелли ятарлă критери пурччӗ-и?

– Çук, нимӗнле критери те пулман. Эпир 30 километрти зо­нăра йӗрке сыхларăмăр. Милици шкулӗн ертӳçисем командировкăна авланнă, ачаллă курсантсене яма сӗннӗ пулнă. Тӗрӗссипе, авланманнисем кайрăмăр.

– Чернобыльте мӗнле задача пулнă сирӗн?

– 30 километрти зонăра пи­рӗн территорие, тӗрлӗ объекта хуралламаллаччӗ, хăш-пӗр ялсенче юлнă çынсене эвакуацилемеллеччӗ, ялсене çаратасран патруль çӳремеллеччӗ тата атомлă станцие кӗмелли-тухмалли пропуск системи пулнипе ­КППра тăмаллаччӗ. Объектсене пропускпа кăна кӗртетчӗç, çитменнине кашнин урăх тӗслӗччӗ вăл. Пӗр пропускпа хăйӗн объектне кăна кӗме ирӗк пурччӗ, ытти çӗре – çук. Пӗррехинче эпир хамăр ушкăнпа ялти çуртсене çаратса çӳрекенсене тытрăмăр. Куншăн пире Белорусси ССРӗн шалти ӗçсен министрӗн Тав çырăвӗпе чысларӗç. 

– Урăхла каласан, телевизорпа кăтартнă пекех пулнă унта?

– Массăллă хыпар хатӗрӗсенче информаци çав тери сахалччӗ ун чух. Ну пулнă авари, ăна пӗтереççӗ те çынсем хăйсен килӗсене каялла таврăнаççӗ. Халӗ вăл, хăш чухне пӗр-пӗрне хирӗçлесен те, интернетра информаци нумай. 

– Хӳтӗленмелли ятарлă хатӗрсем пурччӗ-и сирӗн?

– Ятарлă хатӗрсенчен респираторсем кăначчӗ пирӗн. Маларах унпа çӳрерӗмӗр-ха, каярах тăхăнма та пăрахрăмăр. Командировка тăршшӗпе анализ валли пӳрнерен виçӗ хутчен кăна юн илчӗç пирӗнне. Пӗрремӗш хутӗнче 30 километрти зонăна çитсен, теприне командировка варринче тата милици шкулне таврăнсан.

– Тăваттăмӗш энергоблокра чи йывăрриччӗ пуль?

– Кун çинчен унта ӗçленӗ атьсенчен ыйтмалла. Пирӗн тӗллев обществăлла йӗркене сыхлассиччӗ. Урăхла каласан, эп тăваттăмӗш энергоблокра ӗçлемен, çапах КППра çак объекта кӗрт­се-кăларса тăнă. Пире тӗрлӗ наряда яратчӗç, калăпăр, пӗр кунхине объект хураллаттăмăр, каннă хыççăн тепӗр кун урамсене ­патрульлеттӗмӗр е КППра тăраттăмăр.

– Реактортан аякра пурăнаттăр-и?

– Пирӗн отряд Белорусси ССРӗнчи Гомель облаçне кӗрекен Хойники районӗнчи Бабичи ялӗнчи шкулта тăратчӗ. Икӗ хутлă кирпӗч çуртчӗ вăл, йышлă ача вӗренетчӗ. Пире çав тери лайăх çитеретчӗç, кунне тăватă хутчен, кашнинче сгущенка паратчӗç. Авари пулнă вырăнтан шăп 30 километрта ларатчӗ вăл ял. 

– Пӗрле кайнисен шухăш-кăмăлӗсем мӗнлеччӗ?

–Задание кайма килӗшменни çукчӗ пирӗн хушшăмăрта. 

– Аварие пӗтерме çар çыннисем кăна хутшăнатчӗç-и?

– Пирӗн отрядра милици курсанчӗсем кăначчӗ эпир. Ытти ялсенче çар çыннисем те, медиксемпе тӗрлӗ специалистсем те пурччӗ.

– Ытларах мӗн асра юлнă?

– Нумай япала асра юлнă. Тӗслӗхрен, патруль вăхăтӗнче урампа пыратăн, йӗри-таврара шăп: йытăсем вӗрмеççӗ, вӗçен кайăксем юрламаççӗ... Шкулта класа кӗретӗн те парттăсем çинче тетрадьсем, линейкăсем выртаççӗ, калăн ачасем тăхтава кăна тухнă, ак-ак каялла кӗрсе тăраççӗ, коридорсенче вара шăп...

– Радиаци çутçанталăк çине вăйлă витӗм парать, хуть мӗн те темӗн пысăкăш ӳсет теççӗ...

– Радиаци мӗн пурин çине витӗм парать. Куçа курăнмасть вăл, сисӗнмест. Калăпăр, ликвидаторсенчен хăшӗн маларах пӗр-пӗр чирӗ пулнă-тăк, амаланса каять. Командировкăра чухне каярах мӗн пуласси çинчен шутламан эпир, халӗ кăна хамăр мӗнле хăрушлăха лекнине ăнланатăн. Çамрăк пулнă, хамăра упрама пӗлмен. Радиацин витӗмӗ çинчен ăна тӗпчекен ученăйсенчен ыйтмалла пуль. 

– Припятьре пулнă-и эсир, мӗнлерехчӗ вăл? Çав çулсенче чи лайăх аталаннă хула пулнă теççӗ ăна.

– Чернобыль зонинчи Припять хули Белорусси ССР чиккинчен инçе мар, авари пулнă ЧАЭСран виçӗ километрта вырнаçнă. Атомлă станцире ӗçлекенсем валли тунă пулнă ăна. Ку хулара эпӗ командировкăра чухне нарядпа пӗрре кăна пулса курнă. 

– Çав вырăнсенче халӗ те ват çынсем пурăнаççӗ теççӗ...

– Аха, пурăнаççӗ çав унта. Этем теме те хăнăхать. Юрамасть пулсан та çынсем майпен хăйсен ялӗсене таврăнаççӗ. Авари пулнă хыççăн та хăш-пӗри, ытларах ваттисем ӗнтӗ, килӗсене пăрахса кайма килӗшместчӗ. Эпир ялсене хуралласа урамсене патрульленӗ вăхăтра вӗсем патне кӗре-кӗре тухаттăмăр, хуçалăхра мӗн-тӗр тума пулăшаттăмăр, апат-çимӗç кӳрсе параттăмăр.

– Командировкăра пӗрле пулнисемпе çыхăну тытатăр-и?

– Манпа пӗрле пулнисенчен çурри çук ӗнтӗ. Хăшӗсем командировка хыççăнах чирӗсем амаланнипе вилчӗç, теприсем урăх сăлтавсемпе. Хам эпӗ Чернобыль хыççăн пуç ыратнипе час-час аптраттăм, куç япăхланчӗ. 1990 çулта Шупашкарти куç микрохирургийӗн больницинче икӗ куçа та операци тума тиврӗ. Юлташсемпе çыхăнăва çухатман эпир, интернет урлă пӗр-пӗринпе калаçсах тăратпăр. 

– Хăвăра паттăр пек туятăр-и?

– Çук, мӗншӗн тесен присяга панă эпӗ, апла-тăк ума лартнă тӗллеве пурнăçламаллах пулнă ман. 

 

Диана ГОРБУНОВА.

Çӗнӗ Упи ялӗ.

В.Ярухинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев