Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелӗнче Акатуй кӗрлерӗ

Çураки вӗçленсен иртекен уяв кăçал июнӗн 6-мӗшӗнче пулчӗ. Акă ӗнтӗ темиçе çул Акатуй площадки улшăнмасть. Район чăвашӗсем Çӗнӗ Упи ялне пухăнса савăнаççӗ кунта. Хаклă хăнасен йышӗнче кăçал район администраци пуçлăхӗ Марат Гафаров, унăн çумӗ Алексей Ярухин, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ, Çӗпрел районӗн хисеплӗ çынни Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Нефедов, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина пулчӗç.

Çӗпрелсем кăçал формата улăштарса Акатуя торжествăлла пайран мар, «Акатуй шăпчăкӗ» вокал фестивалӗнчен (Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланăччӗ) тата спорт мероприятийӗсенчен пуçлани çав тери килӗшӳллӗ пулчӗ. Пухăннă халăхăн уяв пуçланасса кӗтме тивмерӗ. Пӗр пайӗ ял хутлăхӗсен «çурчӗсем» тăрăх курса çӳрерӗ, тепри кӗрешӳ, алă вăйӗ виçес, михӗпе сикес, кӗвентепе шыв йăтас тата ытти ăмăртусене пăхрӗ, виççӗмӗшӗ сцена умӗнче районти пултарулăх ушкăнӗсен, çав шутра «Хӗлхем» халăх тата «Çӗпрел» ансамбльсен концертне курса ларчӗ. Çав вăхăтрах уяв площадкин хӗрринче шашлык, плов пăсланса тутлă шăршă кăларса йыхăрчӗ. Тумтир, атă-пушмак лавккисемпе, чăваш эрешӗсем тата Дон-çи-Ростоври усламçăсен 45 тӗрлӗ халви илӗртрӗ. 

Уяв пикипе паттăрӗ

Акатуй – çамрăксем вăййа тухмалли вăхăт та, шăп çакăнта тавра ял яш-кӗрӗмӗ Турă çырнине суйланă та ӗлӗк. Çак йăлана малалла тăсса кăçал та «Уяв пики» пултарулăх конкурсӗпе кӗрешӳ ăмăртăвӗ тӗп вырăнта пулчӗç. Пӗринчен тепри чипер тухьяллă хӗрсем (Алешкин Саплăк, Чăваш Çӗпрел, Матак, Анат Чакă, Çӗнӗ Упи, Хулаçырми) сцена çине тухрӗç. Кашни хăй пултарулăхне кăтартрӗ. Çапах та «Сатур пике» ята Хулаçырми хӗрӗ Анастасия Михайлова çӗнсе илчӗ.

Кӗрешӳ турнирӗ хӗртсе пăхакан хӗвелтен те хӗрӳрех пулчӗ тесен те юрать, мӗншӗн тесен кӗрешӳ кавирӗ çине районтисем кăна мар, Хусантан, Ульяновск хулипе облаçӗнчи Ирçелпе Кивӗ Улхаш, Аслă Нагаткин ялӗсенчен, Шăмăршă районӗнчен пурӗ 45 кӗрешӳçӗ тухрӗ. Вӗсем 35, 40, 50, 60, 70, 80 тата 80-ран пысăкрах виçе категорийӗсенче вăй виçрӗç. 

Уяв паттăрӗ ята тата тӗп парнене, 110 килограмм таякан такана, илессишӗн чи хӗрӳ кӗрешӳ Матак ялӗнчи Владислав Черновпа Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхашри Кирилл Чатта хушшинче пулчӗ. 6 çынпа кӗрешсе вăйӗ чаксан та Матак каччи такана ют региона парса ямарӗ, çӗнтерсе Уяв паттăрӗ пулса тăчӗ. 

Салтак – Акатуй хăни

Район çыннисем çакăн пек савăнса уяв тунă хушăра Украинăра ятарлă çар операцийӗнче атьсем юн тăкнине шанас та килмест тепӗр чух, çавах ку – хăрушă чăнлăх. Тăван çӗршыв хӳттине тăнисем пӗр минута та манăçмаççӗ. Хальхи Акатуйăн та чи сумлă хăнисем пулчӗç вӗсем. Салтак-ентешсен йышӗнче Матак ялӗн çамрăк офицерӗ Дмитрий Шингарев аслă лейтенант та пурччӗ. Командир-танкист хальхи вăхăтра кӗске отпуска таврăннă. Акатуй ялавне çӗклеме вара районăн хисеплӗ ӗç çыннисемпе пӗрле тепӗр хӳтӗлевçӗ-салтака – Алешкин Саплăкри Владимир Карусева чӗнсе кăларчӗç.

Район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров вӗсене халăх умне чӗнсе кăларса тав турӗ. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче неонацистсемпе кӗрешекен 300 ытла салтакӗпе район мăнаçланнине палăртрӗ. Уява килнӗ салтаксемпе офицера асăнмалăх парне пачӗ. 

 Фронта пулăшакансене тав

Акатуйăн торжествăлла пайӗ кăнтăрла иртсен 1 сехетре, вырăнти обелиск патӗнче пуçланчӗ. Кунта «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществӑлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи, отставкӑри милици подполковникӗ Владимир Ярухин фронта маскировка сеткисем çыхса, гуманитари пулăшăвӗ пухса пулăшакан район çыннисене наградăларӗ. 76-мӗш десантпа штурм дивизийӗн командирӗ «За Помощь фронту» медале Владимир Анатольевич Лысовпа Петр Петрович Ухваркина фронтранах парса янă-мӗн. Санкт-Петербургри Н.А. Щелков ячӗллӗ милици академийӗн «За добрые дела» медалӗпе Владимир Викторович Черланова, «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществӑлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрӑмӗн «За содействие СВО» медальне Наталья Владимировна Пустынинӑна, Зинаида Петровна Стратоновӑна, Светлана Петровна Байгушевӑна, Фарида Рафаиловна Хайруллинӑна, Александр Петрович Ярухина чысларӗ.

Сăмах май, Владимир Егорович хӑй те çак кунсенче хисеплӗ наградӑна тивӗçрӗ. Ӑна ветерансен юхӑмне аталантарнӑшӑн тата обществӑлла ӗçе хастар хутшӑннӑшӑн Ульяновск кӗпӗрнаттӑрӗн указӗпе Ульяновск облаçӗн «Почет и Слава» медальне панă.

Йыш хушăнтăр 

Хӗрсе пыракан Акатуй уяв хăнисене яланхи пекех чӗрӗ коридор туса кӗтсе илчӗ. Ку тăрăхра çирӗпленнӗ йăлапа, лаша çавăтса пынă тухьяллă хӗрпе патвар качча, район администраци пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа Çӗпрел районӗн хисеплӗ çынни Ильдар Гильмутдинов таканккапа ярăнтарчӗç. Районта чăваш çемйисем чăмăртанма, çемьесенче йыш хушăнма пиллени пулчӗ вăл.

Çӗпрел Акатуйӗн уйне малалла çӗнӗ вăй кӗртсе пролог пуçланчӗ. Шупашкартан ятарласа килнӗ «Сувар», «Суварята» (ертӳçи хамăр ентеш, Кӗçӗн Упи чăвашӗ, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Культура министерствин «Душа России» преми лауреачӗ Анатолий Музыкантов) тата Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗсен прологӗ чăваш культурин пуянлăхӗпе илемне кăтартрӗ. Харăсах вун-вун ташăçăн хитре ташши куçа йăмăхтарчӗ.

Çимӗк, Çветтуй Троица уявӗсемпе тата Акатуйпа саламласа халăха вырăнти пачăшкă Владимир атте пил пачӗ, ун хыççăн район администраци пуçлăхӗ Марат Гафаров район чăвашӗсемпе хăнисене чăвашлах саламларӗ. Тăван чӗлхене, культурăна сыхласа хăварасси çав тери пӗлтерӗшлине Ильдар Гильмутдинов, Николай Нефедов, Ирина Трифонова тата Сильвия Чаркина палăртрӗç.

Районăн социаллă экономика аталанăвне пысăк тӳпе кӗртекен, обществăлла ӗçе хастар хутшăнакан тата тăван культурăна аталантаракан чăвашсене район администраци пуçлăхӗн, РФ Патшалăх Думин депутачӗн, «Таткультресурсцентрăн», ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗсемпе, ТР ЧНКА, «Сувар», Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн, Чăваш наци конгресӗн тата вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗç.

Çӗпрел чăвашӗсен Анатолий Чебанов ячӗллӗ хăйсен премийӗ (10 пин тенкӗ) те пур. Ăна чăваш чӗлхипе йăли-йӗркисене сыхласа аталантаракансене параççӗ. Кăçал комисси йышăнăвӗпе çак чыса Петр Васильевич Дементьев музейӗн методисчӗ Юрий Адъютантов, «ТАТМЕДИА» АО филиалӗн, «Туган як» хаçатăн тӗп редакторӗн дубляж енӗпе çумӗ Таисия Игнатьева тата Хăймалу ялӗн асăну кӗнекине кăларнă таврапӗлӳçӗ ветеран Петр Ларионов тивӗçрӗç.

Акатуй халăхне «Сувар», «Суварята», Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗсем тата Денис Павлов, Ольга Кондратьевăпа Данила Зайцев чăваш эстрада юрăçисем хаваслă концертпа савăнтарчӗç.

 

Автор тата И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность Акатуй Праздники чуваш обряды и традиции