Çӗр ӗçченӗсем вырмана тухрӗç
Тутарстанри 13 районта ку эрнерен вырма пуçланчӗ, чăн малтан хире Пăва, Çӗпрел, Алексеевски, Элкел, Сарман, Мӗслӗм комбайнӗсем тухрӗç. Юнкун тӗлне пирвайхи 22 пин тонна кӗрхи тырра пухса илнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кăçал 35 центнер, çапла пӗлтерчӗ ТР Ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министерствин çӗр ӗç отрасльне аталантарассипе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Ирек Садыков «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан.
Хăш-пӗриншӗн вырма ир пуçланнă пек те туйăнӗ, анчах шăрăх çанталăк тырра хăвăрт ӗлкӗртнипе çыхăннă иккен ку. Спикер республика кăçал мӗн чухлӗ тырă пухассипе прогноз тума васкамарӗ. «Кӗрхи тырăсен тухăçӗ аван, çурхи пирки калама иртерех-ха, вӗсем ӗлкӗрсе кăна пыраççӗ», – тенипех çырлахрӗ. Кăçал пӗтӗмпе республика 1 миллион та 332 пин гектарти тыр-пула пухса кӗртмелле. Кукуруза – 35, çуллă культурăсем – 482, сахăр чӗкӗнтӗрӗ – 55, çӗрулми – 4,3, ытти пахча çимӗç – 19 пиншер гектарта çитӗнет.
Çӗр ӗçченӗсен чăнах та хӗрӳ тапхăр халӗ. Вӗсен тӗллевӗ – ӗлкӗрнӗ тырра май пур таран хăвăртрах пухса кӗртмелле. Телее, вырма валли техника хатӗр.
– Иртнӗ эрнере техникăсен тӗрӗслевӗ пулчӗ. Актаныш, Атня, Пăва, Çӳлту, Тури Услон, Çӗпрел, Заинск, Мӗслӗм, Çӗнӗ Шуçăм, Теччӗпе Тюлячи районӗсенче вырма техникисене лайăх хатӗрленӗ, – пысăк хак пачӗ Ирек Садыков.
Хирсене пӗтӗмпе 3366 комбайн тухмалла. Вӗсем талăкне 60 пин гектарти тырра вырма пултарас хăватлă. Сăмах май, кăçал республикăн машинăпа техника паркӗ 50 çӗнӗ комбайнпа çӗнелнӗ. Çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсемпе те йывăрлăхсем пулмалла мар, «Татнефть» йӳнӗ хакпа пама килӗшнӗ.
Пӗлтӗрхи тырă запасӗ миллион тонна ытларах юлнă, çавăнпа спикер Тутарстан хăй халăхне хăйӗн продукцийӗпе туллин тивӗçтерессине палăртрӗ. Чăн та, выльăх апачӗ енӗпе лару-тăру урăхларах. Çулран çула куçакан запас юлман кăçал, çавăнпа выльăх апатне нормăран ирттерсе хатӗрлеме тӗллев лартнă.
Тӗпрен илсен, тырă пахалăхӗ хальлӗхе япăх мар. Кун пирки ТР Тырă пахалăхне хаклакан центрăн филиалӗн ертӳçи Татьяна Менликиева пӗлтерчӗ. Пробăна чăн малтан Çӗпрел район тыррине илнӗ. Пахалăхӗпе 3-мӗш класли вăл, клейковини аван.«Лайăх пуçларăмăр-ха», – тесе хакларӗ спикер тулă паха пулнине палăртса. Кăçалтан тулă пахалăхне патшалăх тӗрӗслесе обязательнăй йӗркепе «Зерно» федераллă системăна кӗртмелле иккен. Ун хыççăн тин ял хуçалăх производителӗ ăна сутма пултарать.
Çулталăк пуçланнăранпа ют çӗршывсене 60 пин тонна тырă сутнă, пӗлтӗр июлӗн 17-мӗшӗ тӗлне ку кăтарту 40 пинпе танлашнă. Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн фитосанитари надзорӗн тата тырă пахалăхӗпе вăрлăх контролӗн пайӗн ертӳçи Альберт Кадыйров кашни çӗршывăн пахалăх требованийӗсем тӗрлӗреннине каларӗ. Апла пулсан та импортерсенчен те, Раççей регионӗсенчен те Тутарстан тыррин пахалăхӗ, карантинри ӳсен-тăран, чирсем пурри пирки пӗлтерни пулман-ха хальлӗхе. Кăçал республика ытларах Китай рынокне тухас шутлă. Хальхи вăхăтра ку çӗршыва тырă леçес ӗçе аттестацилеме компанисемпе предприятисене пăхаççӗ.
Китая ăсатакан, «Центр оценки качества зерна» филиалăн январь – июнь уйăхӗсенче панă пахалăх сертификатне илнӗ ял хуçалăх продукцийӗн шучӗ пӗлтӗрхинчен нумайрах. Списока урпа, тулă çăнăхӗ, йӗтӗн çăвӗ, рапс çăвӗ кӗнӗ.
Спикер каланă тăрăх, фитосанитари контролӗ хирсене тӗрӗслесех тăрать, хальлӗхе карантинри курăксене асăрхаман-ха. Çак кунсенче Чăваш Енӗн массăллă хыпар хатӗрӗсем Шăмăршă округӗн хирӗсенче саранчан сиенлӗ тӗсне асăрхани, унăн личинкисен шучӗ хăрушсăрлăх чикӗрен иртни пирки хыпарларӗç. Шăмăршă Çӗпрел районӗпе чикӗленнӗрен Альберт Кадыйрова саранча пирӗн республика территорине сарăлас хăрушлăх пуррипе çукки пирки те уçăмлатма ыйтрăмăр. Ун сăмахӗпе, саранчасем республика хирӗсене çитес хăрушлăх çук-ха хальлӗхе. Шанатпăр, Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗ ку ыйтăва та тимлӗхре тытать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев