News by date 18 July 2024
-
Çутта тавăрса паракан элементлă тум-тир пурнăçа упраса хăварма пулăшать
Патшалăх автоинспекцийӗн статистики хурлантарать: çуран çӳрекенсемпе пулнă 116 аварире 114-шӗнче çутта тавăрса паракан элементсем пулман.
-
Спорт вăл пурнăç йӗрки те
Тутарстанра спортпа туслисем 63,8 процент, вӗсем тăтăш спортзалсене çӳрекеннисем. Юлашки 5 çулта кун пеккисен шучӗ 3-5 процента ӳснӗ. 2030 çул тӗлне республика кăтартăва 75 процента çитересшӗн, кун çинчен ТР спорт министрӗн çумӗ Алмаз Хусаинов июлӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ
-
Çӗр ӗçченӗсем вырмана тухрӗç
Тутарстанри 13 районта ку эрнерен вырма пуçланчӗ, чăн малтан хире Пăва, Çӗпрел, Алексеевски, Элкел, Сарман, Мӗслӗм комбайнӗсем тухрӗç. Юнкун тӗлне пирвайхи 22 пин тонна кӗрхи тырра пухса илнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кăçал 35 центнер, çапла пӗлтерчӗ ТР Ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министерствин çӗр ӗç отрасльне аталантарассипе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Ирек Садыков «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан.
-
«Хыпар» хаçатăн çӗнӗ редактор
Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев Виктория Вышинскаяна «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ пулма çирӗплетни пирки калакан Указ çине иртнӗ эрнере алă пуснă.
-
В Самарской области вынесен приговор похитителям нефти из трубопровода
Кинельский районный суд Самарской области вынес обвинительный приговор организованной преступной группе, причастной к хищению свыше 25 тонн нефти из магистрального нефтепровода (МН), принадлежащего АО «Транснефть – Прикамье».