Спорт вăл пурнăç йӗрки те
Тутарстанра спортпа туслисем 63,8 процент, вӗсем тăтăш спортзалсене çӳрекеннисем. Юлашки 5 çулта кун пеккисен шучӗ 3-5 процента ӳснӗ. 2030 çул тӗлне республика кăтартăва 75 процента çитересшӗн, кун çинчен ТР спорт министрӗн çумӗ Алмаз Хусаинов июлӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ
Тӗрӗссипе, спорта ача сачӗпе шкултанах явăçтарма тăрăшаççӗ-ха, ку енӗпе республика муниципаллă районсемпе комплекслă ӗç илсе пырать. РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарнă «Спорт — норма жизни» федераллă проектăн «Демографи» наци проекчӗпе 2019 çултанпа Тутарстанра тӗрлӗ йышши 54 спорт объекчӗ туса лартни, спорт шкулӗсене 182 миллион тенкӗлӗх спорт инвентарӗпе тивӗçтерни калама çук пысăк пулăшу. Хальхи вăхăтра республикăра пурӗ 11820 спорт объекчӗ пирӗн, вӗсем 327,490 пин çынна йышăнма пултараççӗ.
Çӗнӗ спорт объекчӗсене кашни муниципаллă районтах пур, шучӗ сахал мар: ГТО нормативӗсене памалли 42 площадка, Хусанпа Çырчаллинче физкультурăпа спорт уçă комплексӗ, Элметре, Хусанта, Çырчаллинче, Аксупа Апас районӗсенче искусствăлла сийлӗ, çăмăл атлетика çулӗсемлӗ футбол уйӗ, Хусанпа Анат Камăра, Элметре 4 «ăслă» спорт площадки. «Игры Будущего» турнир умӗн Тутарстанра модульлӗ «Фиджитал центр» уçăлни хăй кăна мӗне тăрать. Фиджитал-спорт, уйрăмах дронсемпе çыхăнни, питӗ вăхăтлă та вырăнлă çуралнине спикер та палăрмасăр иртмерӗ. Дронпа ӗçлеме пӗлни паян мӗнле кирлине СВО кăтартать.
Алмаз Хусаинов сăмахӗсемпе, «Спорт — норма жизни» проект кăçал вӗçленет, анчах спорта халăхра сарасси, тен, урăх ятпа, малалла тăсăлатех, мӗншӗн тесен халăх сывлăхӗпе тӳрремӗнех çыхăннă вăл.
Ешӗлвар хулипе районне ыттисенчен те ытларах ăннă темелле пуль. Пӗрремӗшӗнчен, Хусана чи çывăх хула вăл, иккӗмӗшӗнчен, район территорине Атăл икке пайланипе тӗрлӗ спорт тӗсӗсем валли меллӗ. Çавăнпах пуль спорт кунта СССР вăхăтӗнчех лайăх аталаннă, нумай паллă спортсмен тухнă. Ешӗлвар районӗн Ӗçтăвкомӗн уйрăмӗн ертӳçи Динар Нигматуллин пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра та хулапа районта 9 спорт шкулӗ, 2 спортпа сывату комплексӗ, вӗсенче 140 тренер ӗçлет. Темиçе çул каялла яллă вырăнсенче пурăнакан 3 пин çын спортпа тата физкультурăпа туслă пулнă-тăк, Осиновăпа Васильево поселокӗсенче спорт объекчӗсем лартнă хыççăн 4,5 пине çитнӗ. Сăмах май, «Спорт — норма жизни» проектпа Ешӗлвар тăрăхӗнче 2020 çулта универсаллă спорт залӗ, 2021 — ГТО нормисене тултармалли площадка, 2023 — модульлӗ спорт залӗ уçнă. 2024 — 2025 çулсенче тепӗр «Физра» спорт комплексӗ хута каймалла. Ăна «Бизнес — спринт» («Я выбираю спорт» программăпа) федераллă проектпа тăваççӗ.
Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсем иртни те пурнăç йӗркине, ытларах çамрăксенне, улăштарчӗ. Калăпăр, хальхи вăхăтра Хусанта кăна мар, республикăн ытти хулисенче те, сăра кӗленчи йăтса утакана мар, çуран е велосипедпа чупакан çамрăка ытларах куратпăр. Апла-тăк, спорт чăнах та пурнăç йӗркине çаврăнса пырать, эппин федераллă программа ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев