Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хыпар» хаçатăн çӗнӗ редактор

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев Виктория Вышинскаяна «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ пулма çирӗплетни пирки калакан Указ çине иртнӗ эрнере алă пуснă.

Июлӗн 15-мӗшӗнче ЧР цифра аталанăвӗн, информатика политикин тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Алексей Гурьянов хыпарçăсене çӗнӗ ертӳçӗпе паллаштарнă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçатăн сайчӗ.

Виктория Анатольевна «Хыпар» хаçатшăн ют çын мар. Вăл студент чухнех «Çамрăксен хаçатӗнче» ӗçлеме пуçланă. 2017 çултанпа вăл Шупашкар районӗнчи «Тăван ен» хаçата ертсе пынă.

Хыпарçăсемпе тӗл пулсан Виктория Анатольевна хăй вăхăтӗнче кунта ӗçленине ăшшăн аса илнӗ.

Нумай пулмасть Олег Николаевпа тӗл пулсан Чăваш Республикин Пуçлăхӗ «Хыпар» Издательство çуртне пулăшма шантарнă. Çав шутра Пичет çуртне юсасси пирки те каланă Олег Алексеевич.

 

Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» хаçатăн тата Чăваш халăх сайчӗсенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев