Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çутта тавăрса паракан элементлă тум-тир пурнăçа упраса хăварма пулăшать

Патшалăх автоинспекцийӗн статистики хурлантарать: çуран çӳрекенсемпе пулнă 116 аварире 114-шӗнче çутта тавăрса паракан элементсем пулман.

Тутарстан Республикин Патшалăх автоинспекцийӗ çуран çӳрекенсене çутта тавăрса паракан элементсен пӗлтерӗшӗ пирки аса илтерет. Çак пӗрре пăхма тум çинче палăрса та кайман аксессуарсем çӗрлехи тӗттӗм вăхăтра çул çинче пурнăçпа вилӗм ыйтăвӗнче пысăк вырăн йышăнма пултараççӗ. 

Тӗпчевсем кăтартнă тăрăх, водитель фарăсен çывăх çутă режимӗнче çынна 50 метртан тин курма пултарать. Тум çинче çутта тавăрса паракан элементсем пур пулсан 200 метртан асăрхама пултарать, инçе çутă режимӗнче çак хушă 350 метра та çитет. Ку водителе тӗрӗс йышăну тума, хăвăртлăха чакарма е вуçех те чарăнма çителӗклӗ вăхăт туса парать. 

Çул-йӗр правилисемпе çутă тавăракан элементлă тума çӗрле çула пуçтарăнсан, тӗтреллӗ е çумăрлă çанталăкра тăхăнмаллах. 2024 çулхи пӗрремӗш çур çулăн статистикине пăхас пулсан ку правилăна вырăна хуманни палăрнă. Çуран çӳрекенсемпе пулнă 116 аварире 114-шӗнче çынсен тумӗ çинче çутта тавăракан элементсем пулман. 

Çавăн пекех Патшалăх автоинспекцийӗ çак элементсем эффективлăхне шута илсен те ку çуран çӳрекенсене çул çинче преимущество памасть. Çул çинчи хăрушсăрлăх чи малтан хăвăртан, çул-йӗр правилисене пăхăннинчен килет.

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ, «Татар- информ». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Госавтоинспекция