Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗр çинчи чи пысăк пуянлăх – çынсем калаçса савăнни»

Антуан Сент-Экзюпери сăмахӗсем аса килчӗç Пăва районӗнчи ветерансемпе иртнӗ тӗлпулу хыççăн

Хальхи хӗвӗшӳллӗ саманара ларса кӗнеке вуласси те, поэзи пултарулăхне аталантарасси те, çӗнӗ ятсем илтесси те сайра. Çавăнпа литературăпа интереслентерессишӗн, чăваш культурипе ăс-хакăлне аталантарассишӗн тăрăшакансене хисеплес килет. Нумай пулмасть Элкел районӗнчи П.Хусанкай музейне Пăва районӗнчи ветерансем килчӗç, «Тăхăрьял» (19№) альманах парнелерӗç.

 

Умсăмахӗнче редакторӗ, чăваш халăх академикӗ Анатолий Малышев çапла çырать: «Сăвăсем çырассине хăйсен юратнă айккăнăвӗ тесе хисеплени çынсен ӗçӗсене пухасси çăмăл мар, ку ӗçре пире хăйсем сăвă-калав çыракансем, вӗрентекенсем пулăшаççӗ. Пирӗн альманах 30 çул хушшинче тӗрлӗ çулти çынсен юратнă вулавӗ пулни çех мар, унăн нацилӗхӗ та савăнтарать.Эпир хамăр тăрăхри тутарла, вырăсла çыракансемпе пуянлантăмăр (Л.Краснова, Д.Камалетдинова, Г.Гимадиева тата ыттисем те). Çӗнӗ кăларăм çӗнӗ ятсемпе паллаштарать».

Альманах тӗрлӗ авторсенчен, сăвăсенчен тăрать. Кунта пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайнисем те пур, пирӗнпе юнашар çӳрекенсем те, паллисем те, халиччен илтменнисем те. Сăввисем те тӗрлӗрен: мăнаçлăн илтӗнекен чаплă сăвăсемпе пӗрлех именчӗккисем те тӗл пулаççӗ. Çакă пичетленнӗ йӗркесем чӗрӗ пулнине кăтартать те. Альманахăн лайăх енӗ виçӗ чӗлхепе – вырăсла, чăвашла тата тутарла – пичетленни. Литература чӗлхи тӗрлӗ наци çыннине пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентет.

Паллă поэтсем сăвă çырма пуçлаканнисене хăйсен шухăшне ирӗклӗн пӗлтерме чăрмантармаççӗ, çамрăк çыравçăсем вара хисеплӗ поэтсен ӗçӗсене ăша хывса ăсталăха вӗреннине шанас килет. 

Авторсенчен Анна Степановна Никоноровăна палăртас килет. Унăн «Аса илни» сăвви чуна кӗрсе ачалăхри сăнарсене чӗртет.

Борис Иванович Чебаковпа (1922–1981) Валентин Урташ (1924–1973) сăввисене номере кӗртни те пӗр ахаль мар. Фронтра хӗн курнă ентешӗсемпе пӗрлӗх туйнипе çапла тунă пулӗ тесе шутлатăп. 

Николай Михайлович Дворов (1940–2020) пурнăçа, унăн илемне, ăс-хакăл пуянлăхне юрату урлă курма пӗлни, ыттисене çакăн çинчен каласа пама пултарни савăнтарать, хумхантарать. 

Николай Васильевич Симуновăн (1937–1997) сăввисенче çак шухăшсемех кăшт урăхла илтӗнеççӗ, калăн, ӗмӗрлӗх сăнарӗ илтӗнет йӗркесенче.

Этемшӗн хаклă туйăмсене халалланă йӗркесем Николай Зиминăн паянхи куна хаклама, атте-аннене сывă чух хисеплеме чӗнеççӗ. Иван Игнатьевăн сăввисем этемӗн çӗр çинчи миссийӗ çинчен. Вăл çынсене, обществăна усăллă пулмалли çинчен калать.

Пытармăпăр, альманахри пур сăвва та мухтама çук. Хăшӗсем «пӗр кунлăх» сăвăсем, анчах çав тери япăх, пичетленме тивӗçсӗр тесе ятлаçмаллисем мар.  

Паллах, кунта Анатолий Меркурьевичăн тӳпи пысăк. Вăл хăйӗнчен те çирӗп ыйтать, литература тӗлӗшӗпе питӗ пултаруллă пулни кашни сăввинче курăнать.

Альманах Тăхăрьялта çуралса ӳснисемшӗн ырă салам пулса тăрӗ. Кăна эпир Лидия Гимадиевăн сăввинчен те куратпăр.

 

Олег МУРЗИН, 

ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев