Çуран çӳрекенсем кӗркунне тимсӗртерех-ши?
Октябрӗн 17 кунӗнче Хусанта çулсем çинче çуран çӳрекенсем хутшăннипе 47 инкек пулнине регистрациленӗ, тесе пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗн Хусанти уйрăмӗ. Вӗсенче 48 çын аманнă, çав шутран 18-шӗ – ачасем.
Иртнӗ çулсенчи статистикăна пăхсан уйрăмах кӗркуннехи уйăхсенче çуран çӳрекенсем çул çинчи инкеке ытларах лекни палăрать. Ку çанталăк улшăнăвӗсемпе те, час тӗттӗмленнипе те çыхăннă, паллах.
Ку ытларикун ак, тӗслӗхрен, Хусанти Воровский урамӗнче «Лада» автомобилӗн водителӗ юраман çӗртен каçакан 67-ри арçынна çапса хăварнă. Ăна больницăна леçнӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ асăрхаттарать: çул-йӗр правилисене пăснăшăн çуран çӳрекенсене 500 тенкӗ штраф параççӗ. Çуран çӳрекенсене çул паман водительсен вара 1500-тен пуçласа 2500 тенкӗ таран штраф тӳлеме тивет. Çыннăн сывлăхне сиен те кӳрсен – уголовнăй явап тыттараççӗ.
Автоинспекторсем çул çинче пурне те – çуран çӳрекенсене те, водительсене те – питӗ асăрхануллă пулма сӗнеççӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев