News by date 19 October 2023
-
Фарид Мухаметшин «Тутарстан Республикинче çамрăксен политики çинчен» закона йышăннăранпа 30 çул çитнипе саламланă
Тутарстан Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин çамрăксен политики енӗпе закона йышăннăранпа 30 çул çитнине палăртса тутарстансене саламланă. Парламент пуçлăхӗн шучӗпе шăп çак закон республикăра çамрăксене тӗрев парас, пулăшас, çул уçас енӗпе нумай ӗç тума пулăшнă. Закон çамрăксен политики республикăшăн приоритетлисен шутӗнче пулнине палăртнă.
-
«Вверх!» конкурса кăçал 49 çамрăка суйласа илнӗ
Ӗçе вырнаçас е хăйсен карьерине патшалăхăн гражданла службипе çыхăнтарас текен çамрăксем валли «Вверх!» республика конкурсӗ пуçланнă, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви. Кăçал Тутарстанăн 19 районӗнчен пурӗ 394 заявка килнӗ. Суйлав тапхăрӗнче конкурс тӗрӗслевӗсем ирттерсе комисси 49 çынна суйласа илнӗ.
-
Ылтăн ал ăстисен шкулӗ 60 çулта
Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» ТР Наци ӳнер галерейинче «Хусан халăх ӳнер промыслисен техникумӗ» Патшалăх автономиллӗ професси вӗрентӳ учрежденийӗ 60 çул тултарнă тӗле «Йăласене упраса пуласлăх ăсталатпăр» курав ӗçлеме пуçлать.
-
Çуран çӳрекенсем кӗркунне тимсӗртерех-ши?
Октябрӗн 17 кунӗнче Хусанта çулсем çинче çуран çӳрекенсем хутшăннипе 47 инкек пулнине регистрациленӗ, тесе пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗн Хусанти уйрăмӗ. Вӗсенче 48 çын аманнă, çав шутран 18-шӗ – ачасем.
-
«Чӗкеç» вӗçеве тухать
Кăçал ноябрь уйăхӗнче СССР халăх артистки, «Золотая маска» Раççей наци театрӗсен пемийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа ноябрӗн 16-мӗшӗнче 100 çул çитет.
-
АО «Транснефть – Прикамье» выпустило более 80 тыс. мальков судака в реку Каму
АО «Транснефть – Прикамье» выпустило молодь судака в Воткинское водохранилище на реке Каме. Экологические мероприятия проведены на территории Пермского края.
-
Паян Хусанта «Экият» ача-пăча культура центрӗнче Аксу районӗн культура кунӗ иртет
Паян, октябрӗн 19-мӗшӗнче, «Экият» ача-пăча центрӗнче Аксу муниципаллă районăн культура кунӗ иртет. Мероприяти кăнтăрла иртсен 16.00 сехетре пуçланать. Аксусен программи питӗ те анлă. Уяв концерчӗ «Традициями своими гордимся» ятпа иртӗ.