Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чӗкеç» вӗçеве тухать

Кăçал ноябрь уйăхӗнче СССР халăх артистки, «Золотая маска» Раççей наци театрӗсен пемийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа ноябрӗн 16-мӗшӗнче 100 çул çитет.

Кăçал ноябрь уйăхӗнче СССР халăх артистки, «Золотая маска» Раççей наци театрӗсен пемийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа ноябрӗн 16-мӗшӗнче 100 çул çитет. Чăваш театр искусствине пысăк тӳпе кӗртнӗ артисткăна халалласа нумай мероприяти иртет республикăра. Вӗсенчен пӗри – Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеç» I Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивлӗ. Çак проекта пурнăçлама респулика пуçлăхӗ Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Аксаков тӗрев панă.

Борис Чиндыковăн «Хура чӗкеç» моноспектаклӗнчи сăнара тӗпе хурса çапла ят панă фестивале. Вера Кузьминична ку моноспектакльте уйрăмах асра юлмалла витӗмлӗ сăнар ăсталăнă, куракансем ăна ырласа йышăннă.

 Ноябрӗн 17-22-мӗшсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче тата Чăваш патшалăх пуканесен театрӗнче пырӗ вăл.  

Фестивальте Калмыки, Крым, Пушкăртстан, Марий Эл, Тутарстан Респуликисенчен тата çывăх ют çӗршывран Азербайджан Республикин сцена ăстисен ӗçӗсемпе паллашма май пулӗ. Чăваш Ен театрне К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем И.С.Тургеневăн «Месяц в деревне» пьеси тăрăх лартнă «Пӗр уйăх çеç пӗрле» (реж. Д.Миронов) спектакль кăтартӗ. Хусантан «Чӗкеçе» Г.Камал ячӗллӗ Тутар пашалăх академи театрӗ яппунсен драматургӗ Коки Митани çырнă «Академия смеха» пьеси тăрăх лартнă «Кӗл» (реж.А.Заббаров) спектакльпе хутшăнать.

Чăваш Ен сцени çине тухакан спектакльсене, театрсен ăсталăхне çичӗ номинаципе хаклӗç: «Чи лайăх спектакль», «Чи лайăх режиссер», «Чи лайăх хӗрарăм ролӗ», «Чи лайăх арçын ролӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайăх хӗрарăм ролӗ», «Иккӗмӗш планри чи лайăх арçын ролӗ», «Чи лайăх сценографи». Спектакльсене сумлă жюри пайташӗсем хаклӗç – ГИТИС критиксен шкулӗнчен Екатерина Морозова театровед, тата театр критикӗ (Мускав), Ӗпхӳри патшалăх искусствăсен институтӗн доценчӗ Айсылу Сагитова театровед, театр критикӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр