Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Вверх!» конкурса кăçал 49 çамрăка суйласа илнӗ

Ӗçе вырнаçас е хăйсен карьерине патшалăхăн гражданла службипе çыхăнтарас текен çамрăксем валли «Вверх!» республика конкурсӗ пуçланнă, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви. Кăçал Тутарстанăн 19 районӗнчен пурӗ 394 заявка килнӗ. Суйлав тапхăрӗнче конкурс тӗрӗслевӗсем ирттерсе комисси 49 çынна суйласа илнӗ.

Конкурса уçнă çӗрте унта хутшăнакансене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков саламланă. «Ку площадка хамăр республикăра кăна мар, çӗршыв шайӗнче те хăйӗн вырăнне тупрӗ. «Вверх!» çуркунне РФ Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ Пӗтӗм Раççейри конкурсăн призерӗ пулса тăчӗ», – терӗ вăл.

Конкурсантсем патшалăх службипе çыхăннă аталану программине алла илеççӗ халь. Унта лекцисем те, нетворкинг та, кейссемпе ӗçлесси те пур. Унтан çамрăк конкурсантсем 4 конкурс процедури витӗр иртеççӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе вара çамрăксене Тутарстанăн министерствисемпе ведомствисене стажировка иртме яраççӗ.

«Вверх!» лидерсен конкурсне 2009 çултанпа ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе Пултаруллă çамрăксен академийӗ ирттерет.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев