Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇУТĂ КӲЛӖРИ УЧӲК

Йăхташсенчен аякри пӗчӗк ялта пурăнакан чăвашсем йăла-йӗркене çирӗп тытса пыраççӗ

Йăхташсенчен аякри пӗчӗк ялта пурăнакан чăвашсем йăла-йӗркене çирӗп тытса пыраççӗ

Июль уйăхӗ çутçанталăк ытамӗнче иртекен уявсенчен пуян. Азнакай районӗнчи Çутă Кӳлӗре те чăваш халăхӗн пысăк уявне – Учӳка –  ирттерме шутларӗç. Вăл июлӗн 15-мӗшӗнче ялăн Анаткасри Сиктӗрме уçланкинче ял-йыша, хăнасене пуçтарчӗ. 

Тӗплӗн хатӗрленчӗç çутăкӳлӗсем уява: çулсене юсарӗç, уçланка курăкран, çӳп-çапран тасатрӗç, халăхран укçа пуçтарса 3 шурă сурăх, пăтă пӗçерме кӗрпе тавраш, ытти апат-çимӗç туянчӗç. 

Ялти хастарсем ирех уçланкăри йывăçсен сулхăнне пуçтарăнчӗç, кăвайт чӗртсе виçӗ хуранпа сурăх ашӗ пӗçерме лартрӗç. Яланхи пекех Валерий Юлтимиров, Евгений Бикбов, Сирин Валиев кăвайт тавра вут-кăвара саланма памасăр сăнаса тăчӗç. Ял старости Фердинат Иванович Карабанов уяв йӗркеллӗ ирттӗр тесе нумай вăй хурать. Чăваш наци тумӗ тăхăннă хӗрарăмсем хурансем тавра кунӗпе хӗвӗшрӗç, тутлă пăтăпа  хăнасене сăйларӗç. Тавах пурне те. 

Кăçалхи пиллӗкмӗш Учӳк пит йӗркеллӗ иртрӗ: Учалле ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Г.М.Тухбатуллина пухăннисене уявпа саламларӗ, йӗркелӳçӗсене,  хастарсене тав турӗ. Район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Д.Р.Гилязов, район Канашӗн депутачӗ Р.К.Хасанов, Азнакай районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи О.И.Владимиров та пухăннисене  праçникпе саламларӗç, сывлăх сунчӗç. 

Районти культура уйрăмӗ çерем çинче йӗркеленӗ сцена çинче юрăçсем концерт пуçласа ячӗç. Уяв тăршшӗпе уçланкăра юрă янрарӗ. Виçӗмçул Пушкăрт чăвашӗсем килсе савăнтарнăччӗ, кăçал вара Элмет районӗнчи  Пӳсрек ялӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗн пултарулăхӗпе килентӗмӗр. Вăл 2013 çулта йӗркеленнӗ, 5 çултан халăх ансамблӗ ятне илнӗ. Тӗрлӗ  фестивальсене, конкурссене хастар хутшăнать. Ертӳçи Зинаида Ивановна Юлтимирова йăхташсене саламланă чух малалла та çапла туслăн пурăнма йыхăрчӗ, эпир тăвансем пулнине каларӗ. Çутă Кӳлӗ ялне  Пӳсрекрен куçнă çынсем йӗркеленӗ вӗт. 

Учалле ялӗнчи клубăн пултарулăх коллективӗ те тӗрлӗ халăхсен юррисене юрларӗ. Хамăр ялти «Нарспи» фольклор ансамблӗ итлекенсене çӗнӗ юрăсемпе савăнтарчӗ. Пурте пӗрле карталанса та юрларăмăр. 

Мероприятие йӗркелекенсем ача-пăча пирки те манман – тӗрлӗ вăйă-конкурссем йӗркеленӗ. 

Пăтă пиçнӗ тенӗ хыпар уçланкă тăрăх хăвăрт сарăлчӗ, хăнасем, ял-йышсем хурансем патне кӗлтума пуçтарăнчӗç. Çак йăлана пӗчӗк тирӗкпе пăтă илсе, ăна пуç çине çӗклесе Ирина Илтимировна пурнăçлать.  Турăран ял-йыш килӗштерсе пурăнтăр, патшалăх пуçлăхӗсем çӗршывсем хушшинче килӗшӳ туччăр, салтакра хӗсметре тăракансене çăмăллăх пар тесе ыйтрӗ:

– Çырлах, Тураçăм! Вутӗнчен, кăварӗнчен, шывӗнчен, вăйлă тăвăлӗнчен, пăрӗнчен, тăвăллă çумăрӗнчен, Турă, эс сыхла. Вăхăтлă çумăр пар! Çак çӗр çине акнă тырăсене шăпăр-шăпăр çумăр пар! Пурне те, Турă, тасалăх-сывлăх пар! Аминь, аминь, аминь!

Пирӗн патри чăвашсем çиме пуçличчен: «Ваттисен умӗнче пултăр», –  теççӗ.

Пӗчӗк ялта чăваш йăлисене упранăшăн Çутă Кӳлӗ патварӗсене чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх, малашне те ял-йыша савăнăçлă самантсем парнелеме ăнăçу сунатпăр. МФЦ директорне Мазит Мирзагитович Ибрагимова тата унăн командине пысăк тав!

Ухтияр ИЛЮХИН.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фольклор