ÇЫННĂН ӖМӖРӖ ПИТӖ КӖСКЕ-ÇКЕ…
Анне вилнӗренпе 40 кун çитнӗ тӗле
Мария Ивановна Казакова (Чебоксарова) 1931 çулта Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. Кӗçӗн классенче çав ялтах вӗреннӗ, вăтам пӗлӳ Аксу шкулӗнче илнӗ. Ульяновскри И.Н.Ульянов ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкулта нумай çул хушши ачасене вӗрентнӗ.
Унăн ашшӗ те, Иван Кузьмич Чебоксаров, учитель пулнă. Анчах вăл вăрçăран каялла таврăнайман. Амăшӗ Серафима ачисене пӗчченех пăхса ӳстернӗ. 1951 çулта вӗсен пӳрчӗ тӗппипех çунса каять. Çемье хӗллехи сивӗ вăхăтра урамра тăрса юлать, мунчара хӗл каçаççӗ. Аннен амăшӗ Серафима 1972 çулта аварие лексе вилсе каять.
Манăн анне 40 çул хушши шкулта ачасене биологи тата хими предмечӗсене вӗрентрӗ. Çак тапхăрта мӗн чухлӗ ачана тарăн пӗлӳ парса вӗрентсе кăларман-ши вăл?.. Эпир природоведени, ботаника, зоологи, человек, хими предмечӗсене юратса вӗрентӗмӗр. Çуллахи каникул вăхăтӗнче колхоз хирӗнче йӗркеленнӗ, шкул ачисенчен тăракан производство бригадине те темиçе çул хушши анне ертсе пычӗ. Чӗкӗнтӗре вăхăтра çумкурăкран тасататтăмăр. Колхоз пуçлăхӗ тăрăшса ӗçленӗшӗн ачасене преми парса чысланăччӗ. Çав шутра – мана та.
Вăхăт сисӗнмесӗр иртсе пырать. Анне вилнӗренпе майăн 23-мӗшӗнче 40 кун çитет. Çыннăн ӗмӗрӗ çак тӗнчере питӗ те кӗске-çке...
Николай КАЗАКОВ.
Автор архивӗнчи
сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев