News by date 20 May 2022
-
ÇЫННĂН ӖМӖРӖ ПИТӖ КӖСКЕ-ÇКЕ…
Анне вилнӗренпе 40 кун çитнӗ тӗле
-
Светлана Асамат çӗнӗ кӗнекинче ача-пăча тӗнчине юратса сăнарланă
Хӗлле е çуркунне, çулла е кӗркунне – çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтӗнче те хăйне евӗр хитре. Анчах çак илеме сăнама пӗлекен çеç кураять. Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат хăйӗн çӗнӗ сăвă пуххинче çамрăк вулакана шăпах тавралăх асамлăхне асăрхама хистет.
-
Николай Угаслов ертсе пыракан «Тус» строительство компанийӗ 30 çул çынсем валли çуртсем тăвать
Çапла Николай Федорович хăйӗн яшлăхри ӗмӗтне туллин пурнăçлать. Ун чухнех вăл амăшне çирӗппӗн, мăн арçын пек: «Туса лартăп шурă çурт сан валли», – тесе сăмах панă. Халӗ вара Николай Федорович ертсе пыракан компани тăрăшнипе Шупашкар çӗнӗ çуртсемпе мăнаçлăн курăнса ларать. 30 çул хушшинче чылай наградăпа хисеплӗ ят илме пултарнă компани.
-
Майăн 13-18-мӗшӗсенче Хусанта тӗрӗк халăхӗсен 15 фильмне кăтартрӗç
Майăн 13-мӗшӗнче хусансем тӗрӗк кинематографисчӗсен ăсталăхӗпе паллашрӗç. Ăна пуçараканӗ Турцин Хусанти генеральнăй консулӗ Исмет Эрикан пулнă, «Татаркино» пуçарăва хапăлласах йышăннă. Малтанах Хусанта Турци кинокартинисен кунне ирттересси пирки сăмах пынă. Консулăн сӗнӗвне анлăлатма йышăннă – тӗрӗк киновӗсен кунӗсене ирттерме Раççейӗн тӗрӗк регионӗсене тата тӗрӗк çӗршывӗсене хутшăнма йыхравланă.
-
ФАРИД МУХАМЕТШИН: «ЭСИР ПИРӖН ТӖП ТӖРЕВ»
Майăн 19-мӗшӗнче Тутарстан Республикинче Пичет кунне палăртаççӗ. Яланхи пек çак кун пичет ӗçченӗсемпе, массăлла хыпар хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, федераллă кăларăмсен журналисчӗсемпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗл пулать. Кăçалхи тӗлпулу Хусанти Бауман урамӗнче вырнаçнă «Китап клубра» иртрӗ.
-
Эрех кӗпер çинчен те сиктерет
Синкерлӗ пулăмсем
-
Спорт гимнастикинчи Раççейӗн ятлă спортсменӗсем экологи акцине хутшăнаççӗ
Майăн 21-мӗшӗнче «Фестивальный» бульварта Алексей Немовăн «Спорт легендисем» гимнастикăпа спорт шоуне халалланă экологи акцийӗ иртет.йт
-
Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпа
Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпа
Хаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа
Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!
-
Николай Никольские чысланă çӗрте хусансем те пулнă
Çу уйăхӗн 19-мӗшӗнче чăваш интеллигенцийӗ Муркаш районӗнчи Купăрляна пухăннă. Кунта 144 çул каялла чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ - истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑ. Çавăнпа та çак мероприятие Муркаш районӗн çӗнӗ пуçлăхӗ те, администраци ертӳçи те сиктерсе хăварас темен.
-
Çулсем тата лайăхрах пулма пултараççӗ
Министрсен Кабинечӗ Тутарстанăн транспорт системине аталантарма 100 миллиард тенкӗ ытларах уйăрать