Эрех кӗпер çинчен те сиктерет
Синкерлӗ пулăмсем
ÇУХАЛМАН, ĂСАННĂ
Нумай пулмасть «Лиза Алерт» шырав отрячӗн соцсетьсенчи официаллă страницинче Хусанта 17-ри каччă çухални пирки хыпар вырнаçтарнă. Ача Марий Эл çынни, Хусанта вăхăтлăх кăна пурăннă. Савнийӗ пурăнакан подъездра тăванӗсемпе пӗлӗшӗсене çав тери юратни пирки СМС çырса янă хыççăн, телефонне почта ещӗкне пăрахнине хыпарлать «Татар-информ». Телефонне асăрханă хыççăнах çамрăк хӗр каччăн амăшне шăнкăравланă. Хӗрарăм тепӗр кунах Хусана килсе ачи çухални пирки полицие заявлени çырнă. Хусан çывăхӗнчи Юдино поселокӗ çывăхӗнчи вăрманта ирпе ирех виллине тупнă. Мӗншӗн хăй çине алă хунин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
МИЛЛЕНИУМ КӖПЕР ÇИНЧЕН СИКНӖ
Май уйăхӗн 14-мӗшӗнче Миллениум кӗпер çинчен ӳкнӗ çамрăк хӗрӗн сывă юлма шанăçӗ пулманнине пӗлтернӗ тухтăрсем. Мӗншӗн çут тӗнчерен уйрăлас тенӗ вăл – паллă мар, анчах çав самантра ӳсӗр пулни паллă. Кӗпер çинче курткине пăрахнă тата ӗçсе пӗтермен эрех кӗленчине лартса хăварнă.
ВӖÇЛЕНЕТ-ШИ ЧӲРЕЧЕ ИСТОРИЙӖ?
Май уйăхӗн 14-мӗшӗнче Хусанта каллех ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 4-ри хӗр пӗрчи чӳречене хăйех уçнă та москит сетки çине таяннă... Килте çав вăхăтра амăшӗ аслăрах тепӗр икӗ ачипе тепӗр пӳлӗмре пулнă. Шел те, ача сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Çемье йӗркеллех, ниçта та учетра тăмасть.
ХУСАНТА ГРАНАТА СИРПӖННӖ
«Казань-экспресс» интернет-лавккан Хусанти Химическая урамӗнчи складӗнче страйкболла вылямалли граната сирпӗннине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Инкекре икӗ çын шар курнă, взрыва пула хӗрарăмăн хăлхи кăна хупланнă пулсан, арçын кăштах пиçнӗ. Вылямалли граната посылкăна уçнă вăхăтра сирпӗнме пултарнă текен шухăш пур. Телее, ытти çынсем аманман, склад пӳлӗмӗ те сиенленмен. Çапах та ку факта полици сотрудникӗсем тимлӗхе илнӗ, хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев