Çулсем тата лайăхрах пулма пултараççӗ
Министрсен Кабинечӗ Тутарстанăн транспорт системине аталантарма 100 миллиард тенкӗ ытларах уйăрать
Тутарстан Правительстви «Тутарстан Республикин транспорт системин 2014-2024 çулсенчи аталанăвӗ» патшалăх программин финанславне 96 миллиард тенке ӳстернӗ. ТР Министрсен Кабинечӗн йышăнăвӗпе килӗшӳллӗн, федераллă тата муниципаллă бюджетсем, çавăн пекех муниципаллă çул-йӗр фончӗсемпе бюджет тулашӗнчи çăлкуçсенчен 10 çул хушшинче çак программăпа 608,56 млрд тенкӗ тăкаклама палăртнă. Документăн малтанхи версийӗпе улшăнусем 2021-2024 çулсенчи финанслава пырса тивнӗ. Çапла 2021 çулта 77 млрд тенкӗ ытла тăкакланă, 2022 çулта программăна пурнăçа кӗртме 59 млрд тенкӗ янă. 2023 çулта программăна пурнăçлама 69,9 тенке яхăн хурса хăварнă, 2024 çулта - 62,6 млрă тенкӗ.
Документра çырнă тăрăх, патшалăх программине пурнăçа кӗртни çулсен 51,6% процентне тивӗçлӗ нормативсемпе килӗшӳллӗ шая çитерме май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев