Майăн 13-18-мӗшӗсенче Хусанта тӗрӗк халăхӗсен 15 фильмне кăтартрӗç
Майăн 13-мӗшӗнче хусансем тӗрӗк кинематографисчӗсен ăсталăхӗпе паллашрӗç. Ăна пуçараканӗ Турцин Хусанти генеральнăй консулӗ Исмет Эрикан пулнă, «Татаркино» пуçарăва хапăлласах йышăннă. Малтанах Хусанта Турци кинокартинисен кунне ирттересси пирки сăмах пынă. Консулăн сӗнӗвне анлăлатма йышăннă – тӗрӗк киновӗсен кунӗсене ирттерме Раççейӗн тӗрӗк регионӗсене тата тӗрӗк çӗршывӗсене хутшăнма йыхравланă.
Çапла Узбекистан, Казахстан, Азербайджан, Турци, Кăркăсстан çӗршывӗсенчен тата Саха-Якути, Хакаси, тата, паллах, Тутарстан республикисенчен хутшăнчӗç курава. «Мир» кинотеатр майăн 13 – 18-мӗшӗсенче 15 тӗрӗк фильмне кăтартрӗ.
Шел, Тутарстанпа кӳршӗллӗ пурăнакан тӗрӗк республикисем – Пушкăртстан тата Чăваш Ен фильмӗсене курма пулмарӗ ку тапхăрта. Çакăн сăлтавне «Мир» кинотеатр директорӗ Миляуша Айтуганова республикăсенче юлашки икӗ çулта илемлӗ фильмсем ӳкерменнипе ăнлантарчӗ. Фестивале хутшăнакан киносен икӗ çултан аслăрах пулмалла мар имӗш. Сăмах май каласан, Рашит Челикезерăн «Джан» (Турци) фильмне 2012 çулта ӳкернӗ, апла пулин те вăл тӗрӗк киновӗсен кунӗсене хутшăнайнă.
Тӗрӗк киновӗн кунӗсене хутшăнакан картинăсене пӗрлештерекен тепӗр паллă: вӗсем пурте тӗрлӗ кинофестивальсене хутшăнса лауреат ятне çӗнсе илнӗ тата, паллах, тăван çӗршывӗнчи куракан пăхса хакланă. Кӗскен каласан – Хусана илемлӗх енчен те, шухăшӗпе те паха картинăсем илсе килнӗ.
Курава Турципе Япони 2015 çулта ӳкернӗ «Эртугрул 1890» (режиссерӗ М.Танака) уçрӗ, картина пурнăçра чăн пулнă трагеди çинчен каласа парать.
Тӗрӗк киновӗсен кунӗсене Турци кинолентиех вӗçлерӗ – 2012 çулта ӳкернӗ «Длинная история» (режиссерӗ О.Синав).
Татаркино сайтӗнчи сăнӳкерчӗк
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев