Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Никольские чысланă çӗрте хусансем те пулнă

Çу уйăхӗн 19-мӗшӗнче чăваш интеллигенцийӗ Муркаш районӗнчи Купăрляна пухăннă. Кунта 144 çул каялла чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ - истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑ. Çавăнпа та çак мероприятие Муркаш районӗн çӗнӗ пуçлăхӗ те, администраци ертӳçи те сиктерсе хăварас темен.

«Пӗрремӗш» сăмаха Николай Васильевич Никольский пирки каланă чухне нумай усă курма пулать. Яковлев шкулӗнче вӗренмесӗр çутта тухнă чăвашăн çутӗçри çитӗнӗвӗсем патриархăннинчен кая мар. Чи пӗлтерӗшли – чăвашла хаçат кăларма тытăнни.

Анлă тавракурăмлă ăсчаха, вун-вун тĕпчев ĕçĕн авторне, чăвашсен чи малтанхи профессионал фольклористне, этнографне, историкне, музыка тĕпчевçине, обществăпа политикăн паллă ĕҫченне халӗ те сума сăваççӗ. Купăрляра унăн палăкӗ пур, музейӗ ӗçлет. Çав палăк умӗнчи митингра чылай паллă çын сăмах каланă. Хусантан çак пухăва Оксана Енисеева. Çамрăк тӗпчевçӗ «Этнофилософия чувашей» кӗнеке çырса хатӗрленӗ. Унăн хăтлавӗ Шурчари культура çуртӗнче иртнӗ.  


Елизавета Долгова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев