Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФАРИД МУХАМЕТШИН: «ЭСИР ПИРӖН ТӖП ТӖРЕВ»

Майăн 19-мӗшӗнче Тутарстан Республикинче Пичет кунне палăртаççӗ. Яланхи пек çак кун пичет ӗçченӗсемпе, массăлла хыпар хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, федераллă кăларăмсен журналисчӗсемпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗл пулать. Кăçалхи тӗлпулу Хусанти Бауман урамӗнче вырнаçнă «Китап клубра» иртрӗ.

 

«Паянхи лару-тăрура массăлла хыпар хатӗрӗсем пурнăçа тӗрӗс, объективлă, явапа туйса сăнлани кирлӗ. Эпир сиртен кашни информаци уйӗнче хитре ӳкерчӗксемпе рейтингшăн хăваласа мар, тӗрӗслӗхшӗн ӗçлессе кӗтетпӗр. Раççей паян нихçанхинчен çивӗчрех  хирӗçтăрăва чăтса ирттернӗ чух ултава, тӗрлӗ провокацисене хирӗç ӗçлессин кирлӗлӗхӗ ӳсрӗ. Информацилле хирӗçтăрура эсир пирӗн тӗп тӗрев пулса тăратăр», – çапла хак пачӗ журналистсемпе пичет ӗçченӗсен тивӗçне парламент пуçлăхӗ. 

Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, хальхи лару-тăрура нумайăшне ӗç формине улăштарма тивнӗ. Хаçат-журналпа пӗрле хыпар социаллă сетьсем, мобильлӗ каналсем урлă сарăлать. Ку вулаканпа тӳррӗн хутшăнма май парать. «Кашни хыпар хатӗрӗн хăйӗн вулаканӗ, итлекенӗ, кураканӗ. Сирӗн алăра чи вăйлă идеологи хӗç-пăшалӗ. Вăл пулăшнипе эсир ориентирсем, идеалсемпе хаклăхсем палăртатăр, обществăлла тӗнчекурăма йӗркелетӗр. Пысăк тав сире республикăшăн тăрăшса ӗçленӗшӗн. Сывлăх, телей, профессире çӗнӗ ӳсӗмсем сунатăп», – саламларӗ пичет ӗçченӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ. 


Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев