ЭЛШЕЛ ЧĂВАШ АЧИ – ВЫРĂС ПОЭЧӖ, ПИСАТЕЛӖ
Ентешӗмӗрпе Михаил Ложниковпа шăкăл-шăкăл калаçса ларни мӗне тăрать – хайне евӗрлӗ университет
1943 çулхи кăрлачăн (январӗн) 1-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Будённый районне кӗрекен Элшел ялӗнчи Юманкка Кӗрки çемйинче çӗнӗ кайăк çут тӗнчене килнӗ. Çемьери иккӗмӗш ывăла Миша ят хунă. Кил-йышшăн – Миша, ялшăн – Юманкка Мишши.
Ытарма çук илемлӗ çӗрте вырнаçнă пирӗн ял. Элшел çумӗпе яла кӗме хăймасăр, Хуран Хăлăпӗнче тухакан çăл шывне Чăнла парнелесе чӗлтӗртетет Шапа çырми. Чăнли вара Сӗвене васкать. Сӗвепе Чăнлă хушшинче çаран – Кивӗ Шур, Чăнлăн сулахай енче, Элшелпе Раккасси хушшинче, каллех çаран – Çӗнӗ Шур. Çумрах вăрман, çаранлăх. Сӗве мӗне тăрать!
Утă çулнă, вутă çурнă...
Çак çăтмах-кӗтесӗн сиплӗ сывлăшне çăтса-сывласа, çырмисенче чăмса-çăвăнса ӳснӗ пулас журналист, поэт, писатель Михаил Григорьевич Ложников (Юманкка Мишши). Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче çав вăхăтри мӗнпур ял ачи пекех Миша ӗçе кӳлӗнсе, пиçсе туптаннă. Çеçпӗл Мишши çырнă пек ака туса, утă çулса, вутă çурса, тырă вырса, ялăн мӗнпур нушине тӳссе, çӗнтерсе пурнăçăн анлă çулӗ çине тухма ăнтăлнă. Ачалăх! Унăн йӳççи те паян пылаккăн туйăнать. Çавăнпа вăл ачалăх!
Шкул, вӗренӳ çулӗсем. Ун чух 1-мӗш класа 8 çул тултарсан çеç илетчӗç. Миша мӗнле-тӗр майпа çав ӳсӗме çитичченех шкула çӳреме пуçланă. Ялта вăтам шкул пулни аван-ха. Ара, эпир пӗр шкулта пӗр вăхăтрах вӗреннӗ-çке, пирӗн хушăра 4 çул кăна уйрăмлăх. Миша кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухнех йăрă та пултаруллă ачаччӗ. 5-6-мӗш классенчех класс старости, хастар пионер, шкулта алăпа çырса кăларса тăракан «За учёбу» хаçатăн хастар çыраканӗ, художникӗ. Каярахпа, аслă классенче вӗреннӗ чух, комсомол организацийӗн ертӳçи те пулнă.
Çурçӗр – романтика
1961 çулта Миша аллине вăтам шкул пӗтернине çирӗплетекен документ – аттестат – илнӗ! Çамрăк вăхăт, çунат хушса таçта аякка-аякка вӗçес килет: Инçет Хӗвелтухăçне, Çӗпӗре, Çурçӗре, космоса. Ăçта-тăр вӗренме кӗрсе хӗсӗнесси çинчен шухăш та çук-ха. Миша вербовкăпа Çурçӗре – Архангельск облаçне – вăрман касса хатӗрлемелли çӗре каять: хӗлле йывăçсене касса çырма хӗррине кăлармалла, çуркунне – çырмасем хӗл ыйхинчен вăрансан – хатӗр пӗренесенчен сулăсем çыхса шывпа юхтармалла. Чăн-чăн романтика, çунатлă чуна пусаракан ӗç! Çак ӗçре туптаннă чăваш ачи, пурнăç тути-масине астивнӗ, ăнланнă.
Каярахпа Михаил Григорьевич ачалăхӗпе яшлăхӗ çинчен, вăрманпа «çапăçса киленни» çинчен икӗ кӗнеке çырса кăларнă: «Иду в жизнь» (очерксем, 2017 çул), «Даль звала» (повесть, 2021).
Мускав тăрăхӗнче
Тăван тăрăха таврăнсан вăл малашне шкулта ачасене вӗрентес шухăшпах Хусанти патшалăх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Мӗн ачаранах çунатлă сăмах енне туртăннăскер республикăри хаçатсемпе çыхăну тытать. Çав çулсенче хам та студент пулнипе «Советская Татария» хаçатра унăн «Вернитесь, ивы» пысăк материалӗ пичетленнине лайăх астăватăп.
Пысăк чун-чӗреллӗ çын, ăшра çырас туртăм пуррипе Хусан институтне пăрахса 1969 çулта Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалăх университетӗнчи журналистика факультечӗн кăнтăрлахи уйрăмне вӗренме кӗрет. 1974 çулта диплом илнӗ хыççăн çамрăк журналиста «Комсомольская правда» хаçата ӗçлеме янă. Ырми-канми ӗçлет чăваш ачи. Ку ӗç вырăнӗнче çеç мар, тӗп хуламăрта тухса тăракан ытти хаçатсенче те Михаил Ложников материалӗсем тăтăшах пичетленме тытăннă. «Учительская газета», «Сельская жизнь», «Советская Россия» хаçатсем те уншăн ют мар. Çав çулсенче вăл Григорий Дубравин псевдонимпа та çырнă.
Малашнехи ӗç вырăнӗсем, пурнăçӗ Михаил Григорьевичăн Мускав облаçӗпе çыхăннă: «Люберецкое радиора» корреспондентра, «Люберецкая правда», «Слово и дело» хаçатсенче корреспондент, тӗп редактор, «Экономика» издательствăра наука редакторӗ, Мускав литераторӗсен профкомитечӗн пайташӗ. 1992 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва кайиччен Мускав облаçӗн радиовӗн корреспонденчӗ, дикторӗ.
20 ытла кӗнеке авторӗ
М.Ложников – журналист, поэт, писатель, куçаруçă. Вăл 20 ытла кӗнеке авторӗ: «Пролог» (1995), «Миг вечности» (1995), «Татьянин день» (1997), «В нашей компании» (2008), «Лавры и тернии» (2003), «С песней ретро» (2007), «Синица за окном» (2009), «В гостях у тетушки Пшеницы» (ачасем валли, 2009) тата ытти те.
Унăн документ тӗрӗслӗхӗ çине таянса çырнă кӗнекисем те пур. Вăл «Примкнувший к ним Шепилов» (1998) документлă кӗнекене çырса хатӗрлекенӗ, редакторӗ, «Братья Знаменские» (1998), «Матросовцы» (1998) кӗнекесене те вăлах çырса редакциленӗ.
Ентешӗмӗр поэт кăна мар, пултаруллă прозаик та. Пурнăçа сăнама пӗлни, çынсене куçа курăнман чăнлăха асăрхама пулăшни – акă мӗн тӗп вырăнта Юманкка Мишшин прозинче. Вуланăçем вулас килет унăн кӗнекисене. Ку енӗпе «Ветка вербы» (повесть, 2014), «Марфа – два мужика» (роман, 2019), «Даль звала» (повесть, 2021) произведенийӗсене палăртмалла. Вӗсем пурте пирӗн таврари çутçанталăк, ял çыннисем, вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ, савăнăçӗ-хурлăхӗ, çутă ӗмӗчӗсем çинчен.
Ентешӗсен сăввисене вырăсла куçарнă
Михаил Григорьевич ăста куçаруçă та. Валериан Ашкеров сăввисене вырăсла куçарса «Заказник души» (2004) кӗнеке кăларчӗ. Тăхăрьял сăвăçисен – Валентин Урташăн, Валериан Ашкеровăн, Анатолий Малышевăн, Николай Зиминăн, Николай Дворовăн, Михаил Смирновăн сăвви-поэмисене вырăсла куçарса «Сторонка родная» (2011) кӗнеке парнелерӗ. Çак кăларăма Чăваш халăх поэчӗн Юрий Сементерӗн вырăсла сăввисем те кӗнӗ.
Пӗр сăмах та каламасăр чăтаймастăн ентешӗмӗрӗн икӗ томлă «С Музой наедине» (2020) кӗнеки пирки. Çак кăларăмăн 2-мӗш томӗн (475 стр.) пӗрремӗш çурринче çутçанталăк çинчен сăвăласа çырнă кун кӗнеки пур. Çулталăкра 365 кун, çакăн кашни кунне сăнаса, сăнарласа, сăвăласа çырнă. Хăй ăçта пулнă – çав куна сăнарласа савăланă поэт 2002, 2004 çулсенче. Çак кӗнекере Тăхăрьял поэчӗсен тата Юрий Сементерӗн вырăсла куçарнă сăввисем, поэмисем пур.
Чăваш халăх поэчӗ пирӗн тăрăхри чăваш та мар, анчах та эпир, Тăхăрьял çыравçисем, Юрий Семёновича çывăх çыннăмăр тесе шутлатпăр. Мӗншӗн? Иртнӗ ӗмӗрте Шупашкарти литература чиновникӗсем тулашри çамрăк чăваш çыравçисене хăйсен хаçат-журналӗсен çывăхне те ямастчӗç. Пӗр Юрий Сементер кăна, «Ялав» журналăн тӗп редакторӗ, пирӗншӗн пуçласа журналта пичетленме çул уçрӗ. Çавăнпа эпир ăна чӗререн тав тăватпăр. Ырă çын ырă туни манăçмасть.
Çыравçăпа пӗрле – çӗршыв тăрăх
«Шагая выбранной стезёй» (2016) – документлă повесть-публицистика. Ку кӗнекене уçсан М.Ложников çыравçăпа пӗрле çӳресе çӗршывăн нумай кӗтесӗсенче пулса куратăн: Çӗпӗрте, тундрăра, Якутире, Инçет Хӗвелтухăçӗнче, Уралта, Хусанта, Ульяновскра, Тамбовра, Волгоградра, Раççейӗн ытти пӗчӗк хулисемпе ялӗсенче. Тата кампа кăна тӗл пулмастăн: космонавтпа, паллă артистсемпе, Патшалăх Канашӗн депутачӗсемпе, кӗпӗрнаттăрсемпе, вăрçă е ӗç ветеранӗсемпе, рабочисемпе, колхозниксемпе… Журналистăн кашни хусканăвне, утăмне, вӗçевне фотодокументсемпе çирӗплетнӗ.
Михаил Григорьевич – СССР Журналистсен, РФ Писательсен союзӗсен пайташӗ, Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Ентешӗмӗре «В память 850-летия Москвы» медальпе, «Почётный радист» паллăпа, I степеньлӗ «Золотое перо Московии» дипломпа наградăланă, Н.М.Скоморохов ячӗллӗ премипе чысланă.
Тăван яла манмасть
Тăван кӗтесрен аякра пурăнсан та ентешӗмӗр тăван яла килсех тăрать, халăх хушшинче пулма тăрăшать. Элшелӗнчи чиркӳ çуртне çӗклеме спонсор пулса укçа-тенкӗпе те пулăшрӗ, халӗ те тӗрев парса тăрать. Тăхăрьялта Турра ӗненекенсем асăнсах тăраççӗ ун ятне.
Вăл çаплипех хӗрӳ те вăр-вар, пултаруллă, пысăк ӗмӗтлӗ, тӗллевлӗ. Çак çын темӗн чухлӗ информаци асра тытма пултарни тӗлӗнтерет, савăнтарать. Журналистăн, поэтăн, писателӗн пултарулăхӗ çинчен вӗçӗмсӗр çырма пулать. Вăл сăмах пӗлтерӗшне те, хакне те питӗ аван пӗлет. Унпа шăкăл-шăкăл калаçса ларни те мӗне тăрать – хайне евӗрлӗ университет.
2023 çулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнче хаклă ентешӗмӗр Михаил Григорьевич Ложников (Юманкка Мишши, Григорий Дубравин) 80 çул тултарать. Ӗненес те килмест. Юлташăмăра çирӗп сывлăх, çӗнӗ хавхалану сунатпăр.
Николай ЗИМИН,
Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев